Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳрекен, хускалакан кирек мӗнле япала та ӑшӑпа хускалать: е ӑна тӳрех хӗвел ӑшши хускатать, е вӑл хӗвелӗн кӑмрӑкра, вутӑра, ҫӑкӑрта, курӑкра хатӗрлесе хунӑ ӑшшипе ҫӳрекен пулать.
Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Унӑн панцырӗ хускалакан пӗчӗк пластинкӑсенчен тӑрать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Эсир мана палласа илейместӗр-и, улпутӑм? — пӑшӑлтатрӗ каллех сасӑ; вӑл аран хускалакан ҫӑвартан ирӗлсе тухнӑ пек туйӑнать.— Вы меня не узнаете, барин? — прошептал опять голос; он словно испарялся из едва шевелившихся губ.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Ӗнтӗ вӑл темле чеп-чемкке пӗчӗк кайӑк хӑваласа пыракан путене хурчки ҫунаттисене чалӑшшӑн ҫатӑлтаттарса вӗҫнине те, унӑн, Григорин, саркаласа хунӑ чавсисем хушшинче аран йӑраланса шӑвакан нӑрӑ мӗшӗлтетнине те, тӳлек ҫил варкӑшӗпе кӑшт кӑна хускалакан, акӑш-макӑш чипер хӗрӗн ҫутӑ илемӗпе ҫиҫсе йӑлкӑшакан хӗрлӗ хура ҫеҫкеллӗ туйрапи ҫӑмӑллӑн чӳхенсе ларнине те пӗрешкелех киленсе пӑхрӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Алли-ури сӳрӗккӗн те хевтесеррӗн хускалакан пулчӗ, ҫапах та Мишаткӑна кӗрепле туса пачӗ-пачех.Движения его стали вялы и неуверенны, но грабли Мишатке он все же смастерил.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ача чӗрине ҫавӑрса илнӗ хӑрушлӑх, чи тӗреклӗ, чи шанчӑклӑ, никӗссен никӗсӗ — ҫӗр кисренме пуҫласан, хускалакан тата хускалман япаласене тӗрек пами пулсан, пӗтес патне ҫитнӗ этем ним тума пӗлмесӗр аптранӑ евӗрлех пулчӗ пулӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Бек-Агамалов хӑвӑрттӑн, лаша евӗр, тулхӑрса сывланине те илтрӗ Ромашов, ун куҫӗн хӑрушла шуррисемпе йӑлтӑр-ялтӑр ҫуталакан шӑрҫисене те, шатӑртатса хускалакан шурӑ янахне те курчӗ, анчах ҫак пӑсӑлса улӑшӑннӑ, тискерленсе кайнӑ питре ӑссӑрлӑх вучӗ кашни самантрах сӳнсе-сӳнсе пынине туйрӗ ӗнтӗ вӑл.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Вӑл ҫӑварне хупрӗ, анчах пӗри те вырӑнтан хускалакан пулмарӗ.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Ачасем алӑк лайӑх хупса хӑвармасан, вӑл кил хуҫи арӑмӗн ҫара мӑйне, яланах хускалакан чавсисемпе ҫурӑмне курать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем те, ҫак тӗлӗнмелле, аран ҫеҫ хускалакан виҫӗ ураллӑ этем хӑйсене нимӗнле сиен те тӑваяс ҫуккине пӗлекенскерсем, вӑл ҫывхарнӑ чух аяккалла вӗҫсе тарман, ирӗксӗртереххӗн ҫеҫ ҫул хӗрринчен сиккелесе пӑрӑннӑ та, пуҫӗсене ун еннелле ҫавӑрса, хура шӑрҫа пек куҫӗсемпе унран тӑрӑхланӑ пек пӑхса юлнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Генерал ачан пӗрмай хускалакан пичӗ-куҫӗ ҫине пахса тӑчӗ те унӑн ҫак пӗчӗк салтак чунӗн тӗпнех кӗрес, унӑн чӗри патӗнчи шухӑшӗсене пӗлес килчӗ.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1
- 2