Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуравлама (тĕпĕ: хуравла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алендеев кӗтмен-туман ҫӗртен хӑйне тӗрӗслӗх, чӑнни «тапкӑ-ҫупкӑласа илнӗн» туйса, арҫыннӑн пат татса каланӑ сӑмахӗсене ниепле те хуравлама пӗлмесӗр, килпетсӗр елпӗрсе, ҫынсене суя кулӑпа куҫ пӑвасшӑн пулчӗ, урисем айӗнче вут тивсе кайнӑ пек тӑп-тап пускаласа, апла-капла хускалкаласа илчӗ, питне йытпырши чечекӗн кӗренӗ пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ыйтӑва татӑклӑн хуравлама май тупаймасӑр, Ула Тимӗр пӗр авӑк шӑпӑрт пулчӗ, вара хӑй сисмесӗр тенӗ пекех калаҫу ҫӑмхине хӑйне шалтан вӗҫӗмсӗр хӗртсетӑракан пурнӑҫ тӗллевӗ еннелле кустарса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрмана кӗнӗ-кӗменех чарӑнса тӑчӗ те хуравлама васкарӗ — ал тупанӗсене ҫӑварӗ тӗлне шӗвӗр кӗтеслетсе пӗрлештерчӗ те пуклак, чӗтренчӗк сасӑпа пӗтӗм ӑш-варне кисрентерме пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чи малтанах вӗсен хӑйсем пирки каласа пама тивнӗ, кайран — Раҫҫей армийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравлама.

Изначально им пришлось рассказать о себе, после — отвечать на вопросы, связанные с российской армией.

Муркаш тӑрӑхӗн улӑпне палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34337.html

Ҫавӑнпа эпӗ ҫурма шӳтлӗрех ҫеҫ хуравлама шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Анчах ку кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнипе вӗсем Платунпа ун майлӑ кӑшкӑракансене хуравлама аптраса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ташлатӑн! — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ те Михха, пуп мӗн те пулин хуравлама ӗлкӗриччен, ӑна урай варрине туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Наҫтик мӗн те пулин хуравлама ӗлкӗриччен ӑна чӑмӑрӗпе ислетме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ыйтӑва хуравлама йывӑрах та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук тӑруках ним хуравлама аптраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Огуречников шӑтарас пек пӑхса ларнине астуса, Макҫӑм хуравлама васкарӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан кунашкал сӑмах пуласса кӗтрӗ пулин те, ҫав самантрах хуравлама аптраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ӑна киле таврӑннӑ пулӗ тесе шутланӑччӗ, — урӑх ним хуравлама аптраса, паҫӑрхи сӑмахнех тепӗр хут каларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарье ку сӑмахсем ҫине нимле хуравлама та аптӑраса тӑчӗ, вара асар-писер утӑмсемпе сирпӗнсе тухрӗ те подвала анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мария Федотовна, ку ыйтусене хӑвӑр кӑна хуравлама пултаратӑр пулӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫӗ ҫул хушши пӗрле пурӑннӑ Верук ятлӑ арӑмӗ нимӗн те ӑнланмарӗ, упӑшки унӑн ыйтӑвӗсем ҫине виҫӗ сӑмахпа кӑна хуравлама пуҫларӗ: — Ҫыпӑҫатӑн куршанкӑ пек… — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Занятисенче хуравлама тесе, учебниксене листи-листипе пӑхмасӑр калама вӗренеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Тӗрлӗ ҫын тӗрлӗрен хуравлама пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

«Ку ҫула эпӗ лайӑх пӗлетӗп, ҫавӑнпа эсир ҫӗклекен ыйтӑва та хутсене пӑхмасӑрах хуравлама пултаратӑп», — иртнӗ юнкун хӑйӗн патне йышӑнӑва килнӗ ҫынсемпе ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев калаҫӑва ҫапла пуҫларӗ.

«Эту дорогу я знаю хорошо, и на вопрос, который вы поднимаете, я смогу ответить, даже не смотря на бумаги», — так начал разговор Глава ЧР Олег Николаев с людьми, пришедшими к нему на решение в прошлую среду.

Хусанушкӑньпе Тури Ҫӗрпӳкасси хушшинчи ҫула ҫитес ҫул юсӗҫ // Николай Коновалов. http://hypar.ru/cv/news/husanushkanpe-tu ... -cul-yusec

Юратнӑ ҫын тӗлӗнтерме пултарӗ, ырӑпа хуравлама хатӗрленӗр.

Любимый человек может удивить, будьте готовы сделать приятное в ответ.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех