Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупмасӑр (тĕпĕ: хуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ фермера тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ.

Суд Ленинского района Чебоксар принял решение осудить фермера на 4 года условно.

Фермер 3 млн тенкӗ грант укҫине вӑрланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37078.html

Урине ҫӑвар хупмасӑр пакӑлтатать:

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сантӑркка та чӗптӗм куҫ хупмасӑр урам енчи чӳрече умӗнче ирттерчӗ ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӗҫкӗпе япӑхса ҫухатнӑ ҫулсемшӗн ӗҫлесе татас тесен, санӑн чӗптӗм куҫ хупмасӑр ӑшталанмалла халь, эпир каннӑ чухне те юр хырмалла.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ача куҫне мӑч хупмасӑр ҫӳлелле пӑхса выртать иккен, амӑшӗ ҫине уҫҫӑн тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑк ҫурӑлӑха айӑпланӑ.

Его приговорили условно к полутора годам.

Ӳсӗр ҫынна ӗҫлеме ирӗк панӑшӑн судра явап тытнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35521.html

Ҫав ҫӗрлене куҫне хупмасӑр ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кӗҫӗр чӑлӑм куҫ хупмасӑр авӑн ҫапнӑ хӗрсенчен — тӑраканни тӑррӑн тӑрать, лараканни ларать…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви турткаланса тӑмасть — вӑл хӑех пӗлет ӑшӑ ыйхӑпа рехетленсе выртасси кахал йӑли иккенне, тата хальхи вӑхӑтра — нимӗҫ фашисчӗсемпе хаяр вӑрҫӑ пынӑ тапхӑрта, вӑрҫӑ хирӗнчи тантӑшсем-салтаксем чӑлӑм куҫ хупмасӑр тӑхлан ҫумӑр айӗнче выртнӑ чух — ӑшӑ пӳртре ҫемҫе вырӑн ҫинче ҫывӑрни те ҫут тӗнче умӗнче тем айӑп тунӑн тупӑнтарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Хӑшӗ алӑк хупмасӑр ҫӳрет-ши, чӑхсем кӗрсе вите туса хуччӑр-им мунчана?» — тесе, Тимуш картиш урлӑ чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эпӗ нумайччен куҫа хупмасӑр выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Мосальский сӳннӗ пирус тӗпне чӳречерен пӑрахрӗ те тепӗр вунпилӗк ҫултан яштака та илемлӗ, ӑслӑ, мӗн-пур ҫӗршывӗпе, апла пулсан, ҫӗршывӗпе кӑна мар, тӗнчипе паллӑ ҫамрӑк пианист умӗнче каламалли калава асӗнче малалла тӑсрӗ, ҫирӗмри Евгений вара хӑйӗн вӑхӑтсӑр шуралнӑ хӗрӗх пӗррери ашшӗ ҫине куҫне хупмасӑр чӑрр! пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпир, килти ҫынсем, пурте ӑҫта та пулин каяс е кӳрӗш-арӑша каҫас пулсан, Катя пире килхушши алӑкӗ умӗнче куҫ хупмасӑр тенӗ пек кӗтсе ларатчӗ, эпир таврӑнсан, хӑй савӑннине палӑртса, ҫемҫен мяуклатчӗ, хирӗҫ чупса пырса, ура ҫумне пуҫӗпе те, хӳрипе те шӑлӑнкаласа, мӑррк! мӑррк! мӑррк! мӑрклататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Пурис, эрех тесен Америкӑри ҫӗр те икӗ хутлӑ ҫурт тӑрринчен те куҫа хупмасӑр я-я-янк! сикме хатӗрскер, пуракне те, ҫыртмаллисен пакетне те юлташӗсене тыттарса хӑварса, хурҫӑ ӑйӑрне хаваспах сиккипе поселокалла ӗрӗхтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсенчен кунӗн-ҫӗрӗн куҫ хупмасӑр тенӗ пек ответ кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунӗпе арӑмӗшӗн пӑшӑрханса пӗтнӗ, ывӑнса ҫитнӗ ҫын пӗр стакан эрехе ҫараллах ӗҫрӗ те, костюмне, ҫӑм аттине хывмасӑр диван ҫине ӳкрӗ, ирччен пӗр хускалмасӑр, куҫне хупмасӑр выртрӗ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ сана ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе чирлӗ чухне куҫ хупмасӑр пӑхса усрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл эрехе куҫ хупмасӑр ӳпӗнтерчӗ, ах! — тесе пуҫне сулларӗ те ҫыртма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Микулапа Анук ку ҫӗре куҫ хупмасӑр ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ каҫ куҫ хупмасӑр ирттернӗ-ҫке-ха ҫын, ҫывӑрмасӑр мӗнле чӑтайӑн.

Еще бы: не спать двое суток кряду, кто такое выдержит?

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех