Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хунӑччӗ (тĕпĕ: ху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комиссар господин ас тӑватех-тӗр: иртнӗ ҫул ав мексикансем алӑка тӗксе хунӑччӗ те ҫапӑҫнӑччӗ, ултта хирӗҫ — виҫҫӗн…

Господин комиссар помнит, как в прошлом году мексиканцы заложили дверь баррикадой и бились: на шестерых — три.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ку тӗрӗсех, анчах эпӗ ҫапла шухӑшласа хунӑччӗ

— Это верно, но я так задумала.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

«Хам йывӑрланассине эпӗ тахҫанах планласа хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Джонсон тухтӑр тухрӗ те — йывӑр алӑк майӗпен тайӑлса хунӑччӗ, унӑн хушӑкӗ хӗсӗнсех ҫитрӗ, юлашки йӗрпе йӑлтӑртатрӗ те ҫухалчӗ, — хӑйӗн хыҫӗнче икӗ ҫынна пытарса хӑварчӗ; вӗсен, манӑн шухӑшӑмпа, мӗн те пулин ҫинчен калаҫмалли тупӑнчех, тата пирӗнсӗр, — эпир пур чухнехинчен урӑхларах.

Когда вышел доктор Джонсон, тяжелая дверь медленно затворилась, ее щель сузилась, блеснула последней чертой и исчезла, скрыв за собой двух людей, которым, я думаю, нашлось поговорить кое о чем, — без нас и иначе, чем при нас.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Блюм ҫӗрле сӗм тӗттӗмре вӑранса кайрӗ, самантрах пӗтӗмпех аса илчӗ, — ҫакна вӑл Хейлӗн шуранка пичӗ вӑрманти шывра путнӑ хыҫҫӑн уйласа хунӑччӗ; шӑрпӑк ҫутмасӑрах тумланма пикенчӗ: кушак куҫӗсемлӗ тата шӑши ҫурин урисемлӗ этемӗн хӑнӑхуллӑ васкаварлӑхӗпе.

Блюм проснулся в совершенной темноте ночи, мгновенно припомнил все, обдуманное еще днем, после того, как бледное лицо Хейля потонуло в лесной воде, и, не зажигая огня, стал одеваться с привычной быстротой человека, обладающего глазами кошки и ногами мышонка.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Хӑна ҫурчӗ ӑна тупӑш кӳмен: ҫынсӑр хутлӑх, пуш-пушӑ пекех, чӑн та, вӑл «ӗҫ кунта ун пирки мар» тесе хушса хунӑччӗ.

Гостиница не давала ему дохода: место глухое, дорога почти пустынная, хотя он и сказал, что «тут дело не в этом».

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Конторта мана мастера кӗртме паллӑ туса хунӑччӗ.

Меня контора в мастера только наметила.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫавӑнтах эпӗ ҫакна астуса илтӗм: ӗлӗк пӗрре, тахҫанах, анне аптекӑран сулемаран хатӗрленӗ шупка-хӗрлӗ пӑрҫа пек эмел илсе килсен, хӑрушлӑхран сыхланса вӗсене ҫав ещӗке питӗрсе хунӑччӗ.

И тут я вспомнил, что когда-то, давно еще, мать принесла из аптеки розовые шарики сулемы и для безопасности заперла их в этот ящик.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ ӑна ҫырсах хунӑччӗ.

Я записал его.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Икӗ кун каялла вӑл шкапа вак ассигнаци чиксе хунӑччӗ, — хӑйӗн юлашки укҫине; унпа извозчик тытасшӑнччӗ тата ҫимелли кӑштах туянасшӑнччӗ.

Два дня назад была им сунута в шкап мелкая ассигнация, последние его деньги, на которые рассчитывал он взять извозчика, а также купить чего-либо съестного.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Тата вӑл питӗ «ӑслӑн» хушса хунӑччӗ:

Он добавил еще одну «умную» иысль:

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

Кун пирки Крапивин паҫӑрах шухӑшласа хунӑччӗ, ҫавӑнпа вӑл тӳрех хуравларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тархасшӑн, япалисене илсе кайӑр, чӑлана кӗртсе хунӑччӗ эпӗ вӗсене…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хирӗҫлеме тет-ха, ҫапла пуласса кӗтнӗ те ӗнтӗ вӗсем, ҫула хатӗрленсе, кутамккасене апат-ҫимӗҫ те чиксе хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл пухнӑ ниме ушкӑннех-ха Ванькка хӗреснашшӗ, большевика тухнӑ Крапивин, пысӑка хунӑччӗ, малашлӑх палли тесе шутлатчӗ, ӳлӗм те ҫапла пурӑнмашкӑн революцичченех сӗннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ятне те тупса хунӑччӗ вӑл: хӗр пулсан — Марина, ывӑл пулсан — Гриша.

И имя он уже придумал: если будет дочь — Марина, если сын — Гриша.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Сӑра та вӗретсе хунӑччӗ, — хӗрӗ тавра кускаларӗ амӑшӗ.

Я и пиво поставила вариться, — суетилась вокруг дочери мать.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Лена пынӑ чухне Верук аппа шӑпах карчӗсене сарса хунӑччӗ.

Во время прихода Лены тетя Вера как раз разложила карты.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Надежда Кондратьевна килти мӗнпур ӗҫе йӑлтах сылтӑм аллипе тунине, сулахаййипе Гошӑна йӑтса ҫӳренине курнӑ май, Ленин пуҫне пӑркаласа илнӗччӗ те сӑмах май тенӗ пек ҫапла каласа хунӑччӗ:

Глядя, как она делает все по дому правой рукой, а на левой руке все время держит Гошу, он качал головой и как бы мимоходом говорил:

8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эмиль ашшӗ вара ӗҫре тарласа кайнӑскер кӑшт уҫӑлас тесе кӗпине шӑпах пилӗк таран уҫса хунӑччӗ.

Папа Эмиля так разгорячился во время работы, что расстегнул рубаху чуть ли не до пояса.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех