Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хунӑччӗ (тĕпĕ: ху) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн чухне редакци сотрудникӗсем Тарановӑн пӗр калавне пичете хатӗрлесе ҫитернӗччӗ, редактор сӗтелӗ ҫине пырса хунӑччӗ, анчах лешӗ — Саркай, эппин — калава тӗпӗ-йӗрӗпех ҫапса хуҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Кирек кам та пӗр-пӗр ӗҫ пуканӗ ҫине вырнаҫса ларсан чиновнике тухать, ҫын пулма пӑрахать», — ҫапларах ҫырса хунӑччӗ кун кӗнекине тахҫан-тахҫан Таранов, ҫавна асра тытса вӑл издательствӑра ӗҫлекенсене нумай чӑрмантарса тӑмарӗ — сывпуллашма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — Таранов «Хӑрнӑ улмуҫҫисем» повесть ҫырса пӗтерчӗ, унта вӑл ашшӗн пурнӑҫне, унӑн хуйхи-суйхине тӗпе хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Укаслӑва усалсем йӗнер урлӑ хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫхине, урамран выляса таврӑнсан, асаттепе урӑх калаҫса кураймарӑм: вӑл йӑрӑс тӑсӑлса выртнӑччӗ, икӗ аллине кӑкӑр ҫумне хунӑччӗ, хӑй ҫине шур пир витнӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Эпир паранка шутласа хунӑччӗ, шутласах кӗл ӑшӗнчен кӑлартӑмӑр та, йӗри-тавра ларса, кам мӗн илсе килнӗ ҫавна хутаҫсенчен кӑларса пӗр самант шӑп пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Типӗтнӗ курӑка кӗлете хутаҫсемпе ҫакса хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Куҫ хупӑмрах бетонланӑ ҫыран хӗррине анса ҫитрӗ, аллинчи папкине (унта вӑл паян экзаменра усӑ курмалли хутсене, хаҫатсенчен касса илнӗскерсене, хунӑччӗ) ҫывӑхри тенкел ҫине вӗҫтерчӗ, хыпалансах, трусикпе ҫеҫ юлса, вӑш-ваш ҫиелти ҫи-пуҫӗнчен хӑтӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Дебаркадер ҫумне юнашнӑ пӑрахутӑн пассажирсене йышӑнмалли площадкине, унтан билетра (ӑна икӗ кун маларах илсе хунӑччӗ) кӑтартнӑ иккӗмӗш хутри каютӑна кӗтӗм, хама лӑштӑрах ярса, плаща йӑрхахран ҫакса, чӑматана ҫӳлӗк ҫине вырнаҫтарса, ларкӑч ҫине майлашса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Шӑпах ӗнер иккӗшне типсе кушӑрканӑ аврисене шӳтерме шетнике чиксе хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тӗрлӗрен тӗрлӗ конфет-премӗксене профсоюз укҫипе эрне каяллах илсе хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марине хӑйӗн мулне ума сарса хунӑччӗ, Арҫук таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

— Эпир сана тахҫанах палӑртса хунӑччӗ; жестянщиксем сана юратаҫҫӗ, санӑн сӑмаххусене итлеҫҫӗ.

— Мы давно держали тебя па примете,, жестянщики тебя любят, прислушиваются к тебе.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Йывӑр ҫул» трагеди, «Эрех» комеди, «Тӑлӑх ача» пьеса ҫырма палӑртса хунӑччӗ — пӗрне те ҫырман…

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак кунсенче вӑл Кольӑпа тӗл пулсан мӗн калаҫмаллине йӑлтах шутласа хунӑччӗ, анчах госпиталь картишне кӗрсенех мӗн пур ӑслӑ, ӑшӑ, вырӑнлӑ пулас пек сӑмахсене пурне те манса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Оксана ун чухне пӗтӗмпе те тӑватӑ сӑмах кӑна ҫырса хунӑччӗ: «Кӑвакала кашни кунах шыв ӗҫтер».

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Ҫакӑнтах хунӑччӗ, ниепле те тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хатӗрлесех хунӑччӗ… —

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь каласан никам та ӗненес ҫук: вӗсем, Ту енчи чӑваш мӑрсипе анат ҫармӑс мӑрси, темиҫе ҫул каялла тӑванлашма шутласа хунӑччӗ мар-и.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс ачи начар мар та-ха, чухӑнни пӗтерет-ҫке сана тесе систерсе хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех