Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунсӑр пуҫне, Николай Иванович мана нимӗҫсен штабӗсем хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫнелле куҫса пыни, вӗсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрени ҫинчен тата нимӗҫсем Ровнӑри нумай пысӑк ҫуртсене минӑласа хуни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Мана хамӑр малалла шуни майӗпе чарӑнса пынӑ пек, вӑл пачах чарӑнса ларас самант ҫав тери ҫывӑх пек туйӑнать, — вара пароход мӑкӑртатма, унӑн кустӑрми ҫунаттисемпе ҫӑра шыва ҫапса пыма чарӑнать, пур сасӑсем те йывӑҫ ҫинчен ҫулҫӑсем тӑкӑннӑ пек тӑкӑнса пӗтеҫҫӗ, пурпа ҫырса хуни шӑлӑннӑ пекех ним палӑрми пулаҫҫӗ те мана ним хускалман сывлӑш, шӑплӑх хӑватлӑн ҫавӑрса илмелле пек туйӑнать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Виҫҫӗр страница ҫинче буржуйсен хырӑмӗ пӑсӑлни ҫинчен роман ҫавӑрттарса хуни вӑл тема-и?А развести на трехстах страницах роман о тоске буржуазного брюха — это тема?
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Гарнизонсем ҫине тапӑнни пирки те нумай ҫӗртен пӗлтереҫҫӗ: сирпӗнтерни, кӗперсем ҫӗмӗрни тата свайсене пӑчкӑпа татса хуни ҫинчен те донесенисем сахал мар килчӗҫ.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тепӗр енчен, чи ҫывӑх ӳлӗмре тулашран тапӑннине пӗтерсе хуни тата экспроприаторсене экспроприацилесе ҫитерни, хӑш пӗр кирлӗ условисем пулсан, ҫапла йӗрке тума пултарӗ: пролетариллӗ патшалӑх влаҫӗ эксплуататорсем хирӗҫнине пусарма урӑх меслетсем суйласа илӗ те, пурне те тивӗҫ суйлав правине нимле пӳлмесӗрех ӗҫе кӗртӗ».
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Апла пулсан, вӑл чӑннипе мӗн кӗрешсе ҫӗнтерсе илнине ҫырса хуни, саккунласа ҫирӗплетни пулать.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Тарасан пысӑкрах татӑк хунӑ чашӑкӗ усса анчӗ, пӗчӗк татӑк хуни — ҫӗкленчӗ.Чашка с большим куском опустилась, чашка с маленьким поднялась.
Йытӑ, кушак тата упӑте ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
— Бен, Бен, — мӑкӑртатса илчӗ Сильвер, — эсӗ маншӑн мӗнле штука туса хуни ҫинчен шутласа ҫеҫ пӑхмалла.— Бен, Бен, — пробормотал Сильвер, — подумать только, какую штуку сыграл ты со мной!
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Анчах ман ҫумри пиратсене ку хырӑн пысӑкӑшӗ хумхантармасть: вӗсене ҫак йывӑҫӑн айӗнче, ҫӗр айӗнче ҫичҫӗр пин фунт стерлинг чавса хуни хӗртӗнтерет.
XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ӗнер хӑй мӗн туса хуни ҫинчен те шухӑшлас килмест, пуринчен ытла паян мӗн тӑвасси пирки шухӑшлас килмест.Не хочется думать о том, что она сделала вчера, и еще меньше о том, что надо сделать сегодня.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӗсем унран мула ӑҫта хуни ҫинчен ыйтрӗҫ.
XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Кунта малтан шутласа хуни нимӗн те пулман.
IX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫыхса хуни мар чӑрмантарнӑ ӑна, ҫук, — ӑшӗнче унӑн темскер ҫунса пӗтнӗ, чунӗ пушанса, тӗксӗмленсе юлнӑ…
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йытӑсене ҫакса хуни Ду помещикпа унӑн хулӑм арӑмне ҫакса вӗлернӗ пекех пулчӗ: ҫынсем ҫуйхашма, пӑлханма чарӑнчӗҫ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сяо Сянӑн тӑнӗ пысӑк пулнӑ, вӑл мӗн курса илтнине йӑлтах астуса тӑнӑ, анчах халӑх: «ҫырса хуни тӑнран ҫирӗп» тенине шута илсе, чи кирлӗ япаласене яланах ҫырса пынӑ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Го председатель ҫинчен те, хӑй переворот туса хуни ҫинчен те никампа пӗр сӑмах калаҫман.Больше уж он ни с кем не говорил ни о председателе Го, ни о том, как он совершал переворот.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ара, хатӗрлесе хуни те пилӗк хӗл каҫмалӑхпур-тӑр.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗрремӗш хут вӑл ҫавӑн чухне ҫут тӗнчере хӑйсем виҫелссе хуни кӑна мар, тата унтан та хӑватлӑраххи, никама та итлеменни-пӑхӑнманни, нӗрсӗр аркату пуррине ӑнланчӗ, ӑшне илчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗксӗмрех сӑнлӑскер, кӑтраланса тӑракан ҫӳҫлӗскер, вӑл пуҫне тӳрӗ те ҫӳллӗ тытнӑ, хӑйӗн таврашӗнчи мӗнпурӗ ҫине ҫӳлтен пӑхнӑ, паллах, хӑйне вӑл кунта пӗрремӗш вырӑна хуни таҫтанах палӑрнӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чухӑнсем хӑйсен ҫав союзне хурҫӑ пекех ҫирӗп туса хуни пирӗн паттӑр юлташа мӗн ӗмӗрех ырӑ кӑмӑлпа асӑнни пулать, Чжао Юй-линь юлташ Китайри коммунистсен партин членӗ пулма кандидата кӗнӗччӗ.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.