Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуни (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалти ӗҫсен органӗсенчи служба – пӗрре те ансат ӗҫ мар, унӑн никӗсӗнче – паттӑрлӑхпа ҫирӗп кӑмӑллӑх, тивӗҫе тата тӗрӗслӗхе мала хуни.

Служба в органах внутренних дел — непростая работа, в ее основе — мужество, самообладание, чувство долга и справедливости.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗсен кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/10/gla ... et-s-dnyom

Ваттисен йӑлине пӑссах, малтан ашшӗне мар, Ухтивана пырса ал тытнинчен, калаҫуран, ыйтусенчен вӗсем ӑна хӑйсенчен те мала хуни сисӗнет.

И Даже нарушают веками установившийся обычай — здороваются первым не с отцом, а с ним, с Ухтиваном, и в разговоре чувствуется: себя они ставят ниже его.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унӑн сассинче (сӑнӗнче те!) ни хӑрани, ни хӑйне пӗчӗкке хуни, ни йӑпӑлтатма хӑтланни сисӗнмест.

В его голосе — и на лице! — ни покорности, ни заискивания нет и в помине!

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тӗрлӗ усал-тӗсел мар, Киреметре хывни мар, Чир-чӗр ертен йӗрӗх мар, Ҫын тухатса хуни мар; Ҫук, кин, санӑн ывӑлна Турӑ ҫырни ҫаплалла.

Куҫарса пулӑш

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

— «Атӑл» колхозӑн тырпул тухӑҫлӑхӗ кӳршӗллӗ ялсеннинчен чылай пысӑкрах, ку вӑл эсир уй-хир ӗҫне нумӑй вӑй хуни ҫинчен калать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каласа хуни ытлашши пулас ҫук: сирӗн ҫинчен ун пек-кун пек сӑмах илтмелле ан пултӑр, пуринчен те пикенерех ӗҫлер.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Атӑл тӑрӑхӗнче ислам тӗнне тытакан патшалӑхсен пире хирӗҫле ушкӑнне туса хуни вырӑс ҫӗрӗшӗн пысӑк хӑрушлӑх пулнӑ пулӗччӗ, аслӑ князь.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах вӑл ҫакна та лайӑх пӗлсе тӑрать: нухай мӑрсисене Хусан княҫӗсем туса хуни Хусанти чаплӑ ҫынсене, княҫсемпе бексене тарӑхтарса яма пултарать.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Карамыш хама мӗнле майпа хаким туса хуни ҫинчен кайран каласа парӑп, юрать-и?

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шупашкар агломерацине туса хуни территори илемне, унӑн ӗҫ-хӗл майӗсене ӳстерессе, «Анлӑ Атӑл ҫулӗ» туризм маршрутне аталанма, мал тӗллевлӗ ытти проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси пирки иккӗленместӗп.

Убежден, что создание Чебоксарской агломерации еще больше повысит привлекательность территории, ее деловой потенциал, позволит развить межрегиональный туристический маршрут «Великий Волжский путь» и множество других прорывных брендовых проектов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Шупашкар хули кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/20/gla ... et-s-dnyom

Ку эрнере мӗн шухӑшласа хуни ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫланӗ.

Все задуманное на этой неделе будет получаться без особого труда.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑрӑшса вӑй хуни сирӗншӗнӗх лайӑх пулӗ.

В ваших интересах трудиться скрупулезно и тщательно.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Палӑртса хуни пурнӑҫланмӗ.

Задуманное не осуществится.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере хӑвӑра мӑнна хуни таҫта кайса кӗрӗ.

Положение планет на этой неделе смягчат вашу гордыню.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«6. Ҫак статьян 5-мӗш пайӗнче палӑртнӑ требованисене пӑснӑ чухне кандидат суйланма килӗшни ҫинчен Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссине маларах пӗлтерсе хуни вӑйра тӑрать тесе шутлаҫҫӗ, енчен те каярах пӗлтерсе хунине йышӑннӑ кун хыҫҫӑнхи кун вырӑнти вӑхӑтпа 18 сехетрен кая юлмасӑр кандидат маларах ҫырнӑ заявление каялла илмен пулсан.»;

«6. В случае нарушения требований, установленных частью 5 настоящей статьи, действительным считается выдвижение, о котором Центральная избирательная комиссия Чувашской Республики была уведомлена раньше, если не позднее 18 часов по местному времени дня, следующего за днем приема более позднего уведомления, кандидат не подаст заявление об отзыве ранее поданного заявления о согласии баллотироваться.»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

Таҫта пӗр-ик предложенипе ҫырса хуни те пурччӗ пулас хутсем хушшинче.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Павлуш аякран пуҫласа, картинӑна мӗншӗн чӑлана кайса хуни ҫинчен те, Соня килте ҫывӑрманни ҫинчен те, хӑй икӗ кун хушши хӑйӗн хваттерӗнче пулманни ҫинчен те тӗплӗн пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗркуннепе тыр илсе хуни тупӑш паманнине кура, Константин Федоров кирпӗч сарайӗ лартса пӑхрӗ, анчах тулкки пулмарӗ: кирпӗч ҫапаканнисем, темшӗн «Истукан» патне каясшӑн пулмарӗҫ, ҫӑмарта ӗҫне юратарах параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗлтӗр Чӑваш Ен халӑхӗсен сӗездне ирттерни тата Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан халӑх представителӗсен Ассамблейине туса хуни республикӑн этнокультура пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑм пулса тӑчӗ.

В прошлом году важным событием в этнокультурной жизни республики стало проведение Съезда народов Чувашской Республики и создание Ассамблеи представителей народов, проживающих на территории Чувашской Республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Ачасем пурнӑҫра хӑйсемшӗн хӑш профессие суйласа илсен те, вӗсем пирӗн ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулса тӑни, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хуни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Какую бы профессию ни выбрали наши дети, очень важно, чтобы они стали достойными гражданами нашей страны, честно трудились во благо Родины.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех