Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хумханнине (тĕпĕ: хумхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темле лӑпкӑ пулма тӑрӑшсан та, Петр Петрович хӑй хумханнине пытарма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хура Ҫимун, чӗри кӑртлатса илсен те, хумханнине кӑтартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ваҫли, хумханнине пытарса, Кӗтерука алӑ пачӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Аван-и! — хумханнине палӑртасшӑн мар хулленрех каларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, кӑна тӗрӗс каламарӑн эсӗ, Илья Никонорович, — хумханнине аран пытарса татса хучӗ Матӗрне.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Умри шатра хупӑллӑ хурӑн патне тӑватӑ уран упаленсе ҫитрӗ, унран тытса ура ҫинче тӑчӗ, хӑйне лӑплантарма, хумханнине ирттерме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хӑйне каярах та пулсан тӳрре кӑларас тесе: — Эпӗ, Василий Захарович, айӑплӑ, ҫыруне илтӗм пулсан та… хуравламарӑм, — юнашар ҫын хумханнине сиссе хушса хучӗ Васелиса.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Шарламасӑр тӑракан Дубов хумханнине, тарӑхнине кӑтартас мар тесе хӑйне ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ, министр заместительне лӑпкӑн тавӑрса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑй ытла та хытӑ хумханнине палӑртас мар тесе, Моломан калаҫма чарӑнчӗ.

Моломан замолчал, силясь сдержать волнение.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ваше благороди, — хумханнине палӑртасшӑн мар тулеккӗнрех чӗнчӗ Ҫтаппан:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй хумханнине палӑртас мар тесе, сӑра ҫине вӗрсе илчӗ те тӗппипе ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй хумханнине пытарма та шутламарӗ вӑл:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук ҫынна ӑҫтан тупса парас ман? — терӗ пичче хумханнине пусарса, хура ҫемҫе мӑйӑхне ним пулман пек пӳрнисемпе чӗпӗткелесе.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӑлана кӗрсе, ӑшӗнче хумханнине пӗтерес тесе, темиҫе курка пыл сӑри ӗҫрӗ те кӗлете тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Нимӗн те пулмастчӗ — тепӗр пӑрахутпа ыран пырӑттӑм, — терӗ Павлуш, хумханнине пытарма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш, хумханнине пытараймасӑр, сӗтел хушшинчен вӑр-вар тухрӗ те ҫырӑва уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Виктӑр куҫ хупмасӑр вӑлта хулкки ҫине пӑхать, кӑшт кӑна шыв хумханнине курсанах, вӑлтине туртса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Дэзи ҫав тери хумханнине асӑрхаса тухтӑр калавне кӗскетрӗ.

Заметив ее нервность, Филатр сократил рассказ свой.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл ӑнран каймаллах хумханнине ӗненмесӗр тӑма май ҫук; вӑл каланӑ тӑрӑх — «Чупакан» ҫинче эпӗ Дагона таврӑнасса кӗтеҫҫӗ тата сехӗрленеҫҫӗ.

Его потрясению можно было верить тем более, что на «Бегущей», как я узнал от него, ожидали и боялись моего возвращения в Дагон.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пилӗк минут иртрӗ-и е иртмерӗ-и — вӑл Кумилагӑран хаваслӑн йӗкӗлтешет, кухарка кукӑльсем тӗлӗнче еплерех хумханнине, вӗсене ҫавӑра-ҫавӑра хунине — ӑшӗнче какай пурри-ҫуккине пӗлесшӗн — хӑлаҫланкаласа сӑнарлать, кӗҫех Гент парнине илсе ҫав тери савӑк кӑмӑлпа тухса кайрӗ; сунарҫӑ ӑна пӗчӗк кӗмӗл шӑхлич пачӗ.

Через пять минут он уже весело передразнивал Кумагу, представлял, как она волнуется около пирогов, приподнимая корки, чтобы узнать, готов ли фарш, и ушел чрезвычайно довольный подарком Гента: охотник подарил ему маленький серебряный свисток.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех