Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуласене (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑрушӑ чир кӗҫех таврари хуласене сарӑлнӑ…

Страшная болезнь захватывает все новые и новые районы.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те Хусана илсе килеҫҫӗ вӗсем, те анатри хуласене илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ князь икӗ воеводӑна Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫывӑхри хуласене мӗн пур пек кимме кунта илсе килме ячӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн чухлӗ ҫынна вӗлерттерчӗ, ялсемпе хуласене ҫунтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Парӑннӑ хуласене, ялсене тутарсем рехетленсе ҫаратса пуйрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Таврара пӗрреччӗ Паймук хуҫа: вакунӗ-вакунӗпе хӑмла ӑсататчӗ пысӑк хуласене.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мускава, Петрограда тата ытти хуласене ҫӑнӑх, кӗрпе, аш-какай йӑтӑнать иккен Атӑл леш енчен.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ун пек ҫын, ирӗксӗрех хресчен ӗҫне пӑрахса, ӗҫ шырама хуласене тухса кайнӑ е Атӑл тӑрӑх бурлакра ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хуласене, ялсене пӑрахса килнӗ салтаксем кашни кун хушӑнса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Цирк, хӗл ҫывхарнӑ майпа, Хусантан кӑнтӑр енчи хуласене куҫса каять иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юрать халь пӗр лаша та пӗр ӗне ҫеҫ усрать Эльгеев, ют хуласене ҫӳресе укҫа тӑкасси те ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, ытти хуласене те Паймук хӑмли йӑтӑнса кая пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Суту-илӳ тӑвакан пысӑк хуласене — Хусанпа Чулхулана — ҫывӑхрах ялсенче вырӑсла сӑмахсемпе усӑ курни уйрӑмах сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Кутемертен тавара тата вӑйлӑрах хуҫасем патне, ун чухне Раҫҫейре сӗмсӗррӗн хуҫаланнӑ Ревер, Небенцаль нимӗҫсем евӗр коммерсантсем урлӑ Мускава, Петербурга, Хусана, Аҫтархана, Европӑри пысӑк хуласене те леҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Ҫак пулӑм, мӑн хуласене кӑна тивӗҫлӗскер, пысӑках мар Гель-Гьюнӑн ытла та тӗлӗнмелле туйӑнать; ун пирки эпӗ акӑ мӗн илтнӗ: унта аллӑ пин ҫын пурӑнать.

Явление это свойственное лишь большим городам, показалось мне чрезмерным для сравнительно небольшого Гель-Гью, о котором я слышал, что в нем пятьдесят тысяч жителей.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Лӑскас хуласене, мамӑкне-тӗкне вӗҫтерес, вӑт вӑл ӗҫ пулӗ.

И другой — медлительно и лениво: — Тряхонуть города, так щоб пух и перья полетели, — то дило.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

290 Хуласене ҫӳлӗрен те ҫӳле ҫуртсем таваҫҫӗ, вӑл ҫуртсенче лампочкӑсем ҫутӑлаҫҫӗ.

В городах построят высокие дома, а в них лампочки загорятся.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл базӑсене, вӑрӑм коммуникацисене тата тытса илнӗ хуласене сыхласа тӑнӑ.

Она охраняла базы, длинную коммуникацию, занятые города.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ вӑл Киева, Николаева, Днепропетровска е ытти хуласене вӗҫсе кайса килетчӗ, гитлерла правительсен «ӗҫӗсене» тӗрӗслесе, вӗсене кӑтартусем парса ҫӳретчӗ.

Лишь время от времени он вылетал в Киев, Николаев, Днепропетровск или другие города, чтобы на месте направлять «деятельность» своры гитлеровских правителей.

Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Марс ҫинче ҫынсем пур пулсан та, Ҫӗр ҫинчи пысӑк хуласене: Мускава, Ленинграда, Парижа вӗсем курайман пулӗччӗҫ.

Можно предположить, что, если даже марсиане существуют, им очень трудно увидеть Москву, Ленинград или Париж, даже если не помешает земная атмосфера.

Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех