Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. [Иисуспа] Израиль ывӑлӗсем ҫак хуласене тапӑнман, мӗншӗн тесессӗн халӑх пуҫлӑхӗсем [пурте] Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе тупа тунӑ пулнӑ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗнтерсе илме шутланӑ хула патне ҫитсессӗн, малтан ӑна килӗшӳ тума сӗн; 11. эхер те вӑл санпа килӗшӳ тума хапӑлласа сана хапха уҫса кӗртсессӗн, унти мӗнпур халӑх сана хырҫӑ тӳлесе тӑма, пӑхӑнса тӑма тытӑнӗ; 12. вӑл килӗшӳ тума шухӑшламасассӑн, санпа вӑрҫӑ вӑрҫасах тесессӗн, эсӗ ӑна хупӑрласа ил, 13. Ҫӳлхуҫа Турру ӑна хӑвӑн аллуна парсассӑн, унти мӗнпур ар халӑха вичкӗн хӗҫпе касса тух; 14. арӑмӗсемпе ачисене, выльӑх-чӗрлӗхне, хулара мӗн пуррине пурне те, унӑн пӗтӗм пурлӑхне вара ху валли ил, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна панӑ тӑшманусен пурлӑхӗпе усӑ курса пурӑн; 15. ҫак халӑхсен хулисенӗн шутне кӗмен, хӑвӑнтан чылай инҫетри хуласене пурне те ҫапла ту эсӗ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ҫӗре хули-мӗнӗпех сана пама хӑвӑн аҫусене — Авраама, Исаака тата Иакова — тупа тунӑччӗ, Турӑ сана ҫак ҫӗре илсе кӗрсессӗн, ан ман: унти пысӑк, лайӑх хуласене эсӗ туман, 11. унти кил-ҫуртсенчи пурлӑха эсӗ пухман, унти чул касса алтнӑ пусӑсене те эсӗ алтман, унти иҫӗм пахчисемпе ҫу йывӑҫҫисене те эсӗ лартса ӳстермен, ҫапла ӗнтӗ ҫавӑнта ҫисе-тӑранса пурӑнма пуҫласассӑн 12. сыхлан: [санӑн чӗрӳ ан улталантӑр,] хӑвна Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана манмалла ан пултӑр.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Ога — Васан патшине — тата унӑн пӗтӗм халӑхне пирӗн алла пачӗ; эпир ӑна ҫапса аркатрӑмӑр, ҫапла унӑн ҫыннисенчен пӗри те чӗрӗ юлмарӗ; 4. ҫавӑн чухне эпир унӑн мӗнпур хулине туртса илтӗмӗр; вӗсен эпир илмен хула юлмарӗ: утмӑл хула, пӗтӗм Аргов ҫӗрӗ, Васан патшин Огӑн патшалӑхӗ; 5. ҫак хуласене пурне те ҫӳллӗ хӳмесемпе, хапхасемпе, сӑлӑпсемпе тӗреклӗлетнӗччӗ, вӗсемсӗр пуҫне тата темӗн чухлӗ тӗреклӗлетмен хулаччӗ; 6. эпир вӗсене тупаларӑмӑр, Сигонӑн — Есевон патшин — кашни хулине арҫынни-хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи-мӗнӗпех пӗтерсе тухнӑ пек тупаларӑмӑр; 7. анчах мӗнпур выльӑхне тата хуласенче мӗн туртса илнине хамӑр валли тупӑш вырӑнне хӑвартӑмӑр.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Новах та вӑрҫӑпа кайса Кенаф хулине тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене туртса илнӗ, ӑна хӑйӗн ячӗпе Новах тесе ят панӑ.42. И Новах пошел и взял Кенаф и зависящие от него города, и назвал его своим именем: Новах.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Египет ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул хушши [ӑнса] пулнӑ тӗрлӗ тырпула Иосиф пухсах пынӑ, тырра хуласене пухса хунӑ; кашни хулана ун таврашӗнчи хирсенчен тырӑ пухса хунӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫав таврари [пӗтӗм] хулана пӗтернӗ чухне Турӑ Авраама асне илнӗ, вара Лот пурӑнакан хуласене пӗтернӗ чухне ӑна пӗтес ҫӗртен кӑларса янӑ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Содомпа Гоморра ҫине Ҫӳлхуҫа тӳперен ҫумӑр пек ҫӑвакан кӳкӗртпе Ҫӳлхуҫаран тухнӑ вут-ҫулӑм тӑкнӑ, 25. ҫак хуласене, ҫакӑнти пӗтӗм тавралӑха, ҫав хуласенче пурӑнакан мӗнпур халӑха, ҫӗр ҫинче мӗн ӳснине [пӗтӗмпех] тӗп тунӑ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ пулман: юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине ҫӗклеме, арканнӑ ялсемпе хуласене ҫӗнӗрен хӑпартма тивнӗ ӑна.
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10