Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуларан (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑван пӗр киле, теприне, виҫҫӗмӗшне… кӗрсе пӑхрӗ, — хуларан яла килекен юлашки рейс автобусӗпе каялла каясшӑнччӗ, шел, ниҫта та кавӑн тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Хуларан ялне инженер килнӗ, вӑл ӑҫта мӗн тумаллине кӑтартса ҫӳрет, хӑй патӗнчи ҫынсене тем ҫинчен ӑнлантара-ӑнлантара парать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн каласси пур, йывӑр ӗҫ ӗнтӗ, хӑяр акнӑ пекех, анчах, хуларан килнӗ агроном каланӑ тӑрӑх, кун пек аксан, ҫулла ҫум ҫумлама, тӑпрана кӑпкалатма тата кок-сагыз тымарӗсене пуҫтарма ҫӑмӑлтарах пулать.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑл ҫинчи шӗкӗр хуларан килнӗ элчӗсемпе, княҫсемпе, суту-илӳ ҫыннисемпе вӑл нумай хутчен тӗл пулса калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрре пӗлтӗр, эпир вӑрҫӑпа кайсан, тепре кӑҫал, Сафа-Гирее хуларан хӑваласа кӑларсан.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сафа-Гирей Астрахань ханӗ Ак-Кубек патне пулӑшу ыйтма кайни, унти сеид Хусана пыни, хан хуньӑшӗ Юсуф Хусан патне ҫарпа ҫитни тӗлӗнтермерӗ вӗсене, Шигалей шӗкӗр хуларан Сафа ҫапӑҫма пуҫличченех тухса тарни вара тарӑхтармаллипех тарӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ уйӑх каялла Адашев тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман чупса пырса патшана Хусанти улшӑну ҫинчен, Сафа-Гирее хуларан хӑваласа кӑларни ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑракаласа, хырӑмпа шуса, ҫырма тӗпӗпе чупса Максуд кил картине ҫитсе ӳксен Ахтупайпа Нургали ҫакна пӗлчӗҫ: Хусан ханне Сафа-Гирее хуларан хӑваласа кӑларнӑ иккен, халӗ вӑл посада каялла ҫӗмӗрсе кӗрес тесе ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сафа-Гирее тепре хӳтерсе кӑлармӗҫ-и хуларан?

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан элчӗсем ячӗпе вӑйлӑ ӗҫкӗ ирттерчӗ, тепӗр кунне Сафа-Гирейпе ун ҫыннисене хуларан тухсах ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен Атӑл хӗрринчи шӗкӗр хуларан Ходжа Ахмед княҫпа темиҫе улан ҫитрӗҫ, вӗсем Сафа-Гирее хӑйне Хусанта кӗтни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурте ҫавӑнтах ӑнланчӗҫ: Урасмет шӗкӗр хуларан ҫӗнӗ ярлыкпа таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсем пӳртри пӗтӗм ӗҫе пӑрахса картишне чупса тухрӗҫ, макӑрма пуҫларӗҫ; хӑйсен хуйхи-савӑнӑҫне тӳрех кӑтартма юратман арҫынсем ытларах тӗкӗрҫӗ лаши тавра явӑнкаласа ҫӳрерӗҫ, аякри хуларан илсе килнӗ ут хатӗрӗсене пӑхса киленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, Тукай шӗкӗр хуларан пӗчченех таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай Кивӗ хуларан киле таврӑнатчӗ, Урасмет ялтан таҫта кайма тухнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни эрне вӗҫӗнче хуларан яла таврӑннӑ май сиен кӳнӗ е пачах та юрӑхсӑра кӑларнӑ вӑйӑ хатӗрӗсене асӑрхама пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Ачисем эрне вӗҫӗнче хуларан пулӑшма килсе ҫӳреҫҫӗ, мунча хутса кӗртеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерсе хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Конкурс ҫӗнтерӳҫи тӗп хуларан иккӗмӗш вырӑнпа таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Ҫынсем хуларан е хулана хӑйсен автомашинисемпе, чарса лартакансемпе тата Атнаш ялӗ таран ҫитекен автобуспа ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫум поезчӗсем халӗ Калиновка ялӗнче те чарӑнаҫҫӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%85%d1% ... %87%d0%b5/

Хуларан аякка кайса вӑй пухма тивӗ.

Для восстановления сил проведите выходные вдали от города.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех