Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуларан (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗп хуларан ларса килнӗ хӑнасем парашютпа сикнӗ хыҫҫӑн тӳпене вырӑнти десантниксем ҫӗкленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уява тӳперен парашютпа сиксе кӗтсе илчӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... b%d1%87ec/

Пӗвепе юнашарах ял халӑхне, хуларан килнӗ хӑнасене канмалли хуралтӑсем туса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫуркунне, ҫӗршыв типнӗ вӑхӑтра, кӗтмен-туман ҫӗртенех вӑл мана грузовик ҫине лартса хуларан чылай инҫете, темле вӑрман хӗррине, илсе кайрӗ те, ҫамрӑк кӑна улма-ҫырла йывӑҫҫисем хушшинче ятарласа ман валли тунӑ йытӑ вити, вырӑсла каласан конура ҫумне тем тӑршшӗ сӑнчӑрпа кӑкарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

— Тахҫанах килес килет — ниепле те хӑпса тухма ҫук хуларан.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кайрантарах тин поселока шыв хуларан пӑрӑх тӑрӑх пама тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Хуларан тухсанах Мӗтри, йӗри-тавралла пӑхкаласа пырса, кунти вырӑнсене палла пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Вӗсем канмалли кунсене хуларан килсен тӗпелте ҫӗн ҫынсемех хуҫаланнине систерет.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Икӗ сехет ытла вӗҫтерсе ҫӳрерӗмӗр поселокран хулана, хуларан поселока каллӗ-маллӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Авланса ачаллӑ та пулнӑскер, анчах ҫамрӑк чухнехи пекех ниҫта лайӑххӑн ӗҫлеме пӗлмесӗр тӗнче касса, ҫӗмйине хӑйпе пӗрле хуларан хулана сӗтӗрсе ҫӳрекенскер.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Таҫти-таҫти хуларан, ялтан, аултан, кишлакран, поселокран килнӗ ҫынсем пурте, пурте.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Совхозӗ ку хуларан инҫе мар, ҫул хӗрринче, ҫавӑнпа эпир часах анса юлтӑмӑр та айлӑмра — пӗр-ик ҫухрӑмра — ларакан йӑмраллӑ пысӑк ял еннелле утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӑмӑлу пулсан, хуларан тухмасӑрах вак-тӗвек ӗҫсем туса ҫӳре.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Ял халӑхӗ шыв илсе килет хуларан.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Хуларан ятарлӑ савӑтпа турттарма, лавккаран туянма тивет.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Кӑҫал кинфорума Бангладеш, Иран, Инди, Серби, Норвеги, Таджикистан, Армени, Кыргызстан, Казахстан тата Раҫҫей ҫӗршывӗсенчи тӗрлӗ хуларан хутшӑнакансем килсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=EXM9f9dAfpg

Хуларан яла куҫса пурӑнакан ҫамрӑксем ку слета чӑтӑмсӑр кӗтнине пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Ман пата та хуларан мӑнуксем килчӗҫ.

И ко мне из города приехали внуки.

Кукамайсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/625

Унӑн сӑмахӗпе каяшсене пӗтӗм хуларан та, ҫывӑхри ялсенчен те тимӗр утпах туртаттараҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Верук хӗрӗ хуларан яла саншӑн кӑна килсе ҫӳретчӗ те, эс халь капла-и?

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чипер хӗрарӑм йӗре-йӗре автобус ҫине ларса хуларан тухса каять.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех