Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Эй ҫӗрӗм, патшу тарҫӑсем хушшинчен тухнӑ пулсассӑн, пуҫлӑхусем ирех ӗҫме-ҫиме пикенеҫҫӗ пулсассӑн, хуйхӑ ҫитрӗ ӗнтӗ сана!16. Горе тебе, земля, когда царь твой отрок, и когда князья твои едят рано!
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑслӑлӑха пӗлсе ҫитес, ӑссӑрлӑхпа ухмахлӑха та пӗлсе ҫитес тесе пӗтӗм чунӑма патӑм эпӗ; пӗлтӗм вара, ку та — ҫил хӑвалани ҫеҫ: 18. мӗншӗн тесессӗн пысӑк ӑслӑлӑх пысӑк хуйхӑ кӳрет; нумай пӗлекен нумай асапланать.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ухмаха ҫуратакан хуйхӑ тупнӑ, ухмахӑн ашшӗ савӑнса кураймасть.21. Родил кто глупого, - себе на горе, и отец глупого не порадуется.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӑванӑмсемшӗн ют пулса тӑтӑм, аннем ывӑлӗсемшӗн палламан ҫын пултӑм: 10. Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни асаплантарчӗ мана, Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ тиврӗ мана; 11. чунӑмпа типӗ тытса йӗтӗм, мана уншӑн та мӑшкӑлларӗҫ; 12. ҫийӗме ырӑ тумтир вырӑнне хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм та — ман ҫинчен юптару ярса кулчӗҫ; 13. хапха умӗнче ларакансем ман ҫинчен халап ҫапаҫҫӗ, эрех ӗҫекенсем манран тӑрӑхласа юрлаҫҫӗ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем чирленӗ чухне эпӗ хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса ҫӳрерӗм, типӗ тытса чунӑма мӗскӗнлетрӗм, манӑн кӗллӗм хам ӑшӑмах таврӑнатчӗ.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара куҫҫуль вырӑнне Эсӗ мана хаваслӑх патӑн, ман ҫийӗмрен хуйхӑ тумтирне хывса илтӗн, мана савӑнӑҫ тумтирӗ тӑхӑнтартрӑн, 13. чунӑм Сана мухтаса тӑтӑр, мухтама ан чарӑнтӑр.
Пс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫийӗме хуйхӑ тумӗ ҫӗлесе тӑхӑнтӑм, пуҫӑма тусан ӑшне чикрӗм.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хуйхӑ курман ҫын инкек-синкекрен кулать, ҫирӗп тӑракан — такӑнакан ҫынран кулать.5. Так презрен по мыслям сидящего в покое факел, приготовленный для спотыкающихся ногами.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Виҫҫӗмӗш кунне Эсфирь, [кӗлтума пӑрахса, хуйхӑ тумне хывса,] патша тумне тӑхӑннӑ, [вара капӑр та селӗмскер, Пурне те Курса Тӑракан Турра, Ҫӑлакана чӗнсе, хӑйпе пӗрле икӗ хӗрарӑм тарҫине илнӗ, ачашлӑхпа лӑпсӑр кайнӑ пек туса, пӗрин ҫине тайӑннӑ, тепӗр тарҫи вара хыҫалтан унӑн тумӗ аркине тытса пынӑ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей хуйхӑ тумне хывса урӑххи тӑхӑнтӑр тесе, вӑл ун патне тум ӑсаттарнӑ.И послала одежды, чтобы Мардохей надел их и снял с себя вретище свое.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл патша хапхи патне ҫитнӗ [те чарӑнса тӑнӑ], мӗншӗн тесессӗн шала хуйхӑ тумӗпе [тата тусан сапӑнса] кӗме юраман.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗн пулса иртнине пӗлсессӗн, Мардохей ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, тусанпа сапӑнса, хула тӑрӑх пӗтӗм чун хавалӗпе кӑшкӑрса [пӗр айӑпсӑр халӑха пӗтереҫҫӗ! тесе] йӗрсе пынӑ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кунта вӑл хӑй тӑхӑнса ҫӳрекен хуйхӑ тумне те, тӑлӑх арӑм тумне те хывса таса шывпа ҫӑвӑннӑ, хаклӑ мирӑпа сӗрӗннӗ, ҫӳҫне тураса пуҫ ҫыххи ҫыхнӑ, упӑшки, Манассия, чӗрӗ чухне тӑхӑнса ҫӳренӗ хаваслӑх тумне тӑхӑннӑ; 4. урине вӑл сантали тӑхӑннӑ, вӑчӑрасемпе, сулӑсемпе, ҫӗрӗсемпе, хӑлха алкипе тата пӗтӗм селӗм тумӗпе капӑрланса вӑл хӑйне курас ар куҫӗсене илӗртме ҫапла хитреленнӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл ҫурчӗ тӑррине хӑй валли чатӑр туса лартнӑ, хуйхӑ тумӗ тӑхӑннӑ, тӑлӑх арӑм тумӗпе ҫӳренӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӗнтӗ аслӑ священник Иоаким тата Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑракан мӗнпур священник, Ун умӗнче ӗҫлесе тӑракансем, хуйхӑ тумӗ тӑхӑнса, пӗр вӗҫсӗр пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем, сӑмах панипе кӳрекен парнесем тата халӑх ирӗклӗн панӑ парнесене кӳрсе тӑнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль ывӑлӗсем пурте пӗтӗм чӗререн Турра тилмӗрсе йӑлӑннӑ, куҫҫульпе макӑрса хӑйсен чунне йӑвашлатнӑ: 10. хӑйсем те, вӗсен арӑмӗсем те, вӗсен ачисем те, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхӗ те ҫавӑн пек тунӑ; ютран килнӗ ҫын та, тара кӗрӗшнӗ ҫын та, кӗмӗл парса туяннӑ ҫын та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара типӗ тытакан, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ Израиль ывӑлӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Давид ӗнтӗ куҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче тӑракан Ҫӳлхуҫа Ангелне курнӑ, хӗҫ тытнӑ аллине Ангел Иерусалим ҫинелле тӑсса тӑнӑ; Давид тата аслӑ ҫынсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, ӳпне ӳкнӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн арӑмӗ патне кӗнӗ, арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратса панӑ, вӑл ӑна Берия тесе ят хунӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килне хуйхӑ ҫитнӗ.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл кермен пуҫлӑхне Елиакима, Севна ҫыруҫӑна тата аслӑ священниксене, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑскерсене, Исаия пророк патне, Амос ывӑлӗ патне, янӑ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.