Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйха (тĕпĕ: хуйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туканаш Кучук пӳлӗмӗнчен хуйха ӳксе, пуҫне усса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Илтрӗм те хуйха ӳкрӗм.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем хуйха ӳксе шухӑша кайса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачасем хуйха ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Ҫак пысӑк хуйха вӑл питӗ йывӑррӑн чӑтса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Эпӗ ҫав ҫынна хам хуйха каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Раиса Павловна йывӑр хуйха ӗҫпе пусарнӑ, мӗн вӑй ҫитнӗ таран ачисен пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ // Л.Тихонова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8b%d1%8 ... %d0%b0cce/

Эс ман пуҫ ҫинчи хуйха сирсе ятӑн».

Разъяснил, развеял мое горе.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йывӑрлӑхра яланах пӗр-пӗрне пулӑшма тӑрӑшнӑ, пысӑк хуйха та пӗрле пайланӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пӗрлӗхӗ – пысӑк хӑват // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %b0%d1%82/

Вӑл йӑлтах хуйха ернӗччӗ, икӗ кун хушши ларма-тӑма вырӑн тупаймарӗ, унтан юлан утпа таҫта тухса кайрӗ те яла эрнерен ҫеҫ килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хуйха ӳксе нимсӗрех килне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку эрнере Раксен хастар пулмалла, хуйха кӗрсе ӳкни, кахалланни ура хурӗҫ.

Звезды потребуют от Раков активности и не потерпят уныния и лени.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хуйха ӳкнӗ Хветюк Павлуша тӳрех хӗрачи чирӗ ҫинчен калама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пикментей каласа хӑварнӑ ӑшӑ сӑмах Яхуте килӗнчи хуйха кӑшт ҫӑмӑллатрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав тери пысӑк хуйха аран тӳссе, киле таврӑнчӗҫ Елюкпа хваттер хуҫи майри.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Йывӑр хуйха кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Турӑҫӑм, мӗнле чӑтса ирттермелле ҫак хуйха, йывӑр инкеке, мӗнле пурӑнмалла малашне?

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫынна ӗҫ мар, хуйха ҫиет-типӗтет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Йывӑр хуйха пула чарӑлса пысӑкланнӑ ҫын куҫӗ каҫ сӗмӗнче уйрӑмах салхун та тунсӑхлӑн курӑнать, чӗрере йывӑр туйӑм ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Пӑ-рра-хутсем-и? — ҫак сӑмаха аран-аран кӑларчӗ те вӑл хуйха ӳкрӗ.

— Па-рра-ходы? — с усилием произнес он и опечалился.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех