Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйха (тĕпĕ: хуйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуйха ӳкнӗ Таранов хаш! сывласа та ӗлкӗреймерӗ — ун умне хӗрлӗ плащ тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑм пырса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑлтавсӑр-мӗнсӗр хуйха ӳкрӗ тетӗр-и Таранов?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хама хам вӗлерме тӑнин сӑлтавӗ — пысӑк хуйха е ытла та хытӑ юратакан ҫынна ҫухатнине чӑтайманни, тенӗччӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Хӑйне хӑй вӗлерме тӑнин сӑлтавӗ (Ермилов хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх) — пысӑк хуйха чӑтайманни.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Эпӗ халь ҫынпа калаҫса, хамӑн хуйха ҫынна каласа, ҫын умӗнче нӑйкӑшса хама лӑплантарасшӑн-и вара?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Киле пырсан, эсӗ ӳпкелешнине илтеттӗм, санӑн хуйхуна кураттӑм, ҫав хуйха кӳрекенӗ хамах пулнине пӗлнӗ ман мана ниҫта кайсан та канӑҫ ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Тарас шалт аптӑрарӗ, хуйха ӳкнӗскер, кино курма та пӑрахрӗ, ҫенӗке тухрӗ, пирус чӗртсе ячӗ, калла-малла уткаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Мӗн тумалла-ха апла ман? — хуйха ӳкрӗ Ульяна.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Йывӑр хуйха путса кӗчӗҫ ял пулнӑ вырӑна чӑвашсем, вырӑссем, ирҫесем.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс, Иннокентий, ман хуйха ан тив, юнланса тӑракан сурана тӑвар ан сап! — терӗ вӑл сиввӗн, вара шӑлӗ витӗр аяккалла чӑртлаттарса сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хамӑр хуйха епле пытармалла?

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ҫакна курчӗ те хуйха ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуйха пуснӑ Унерпин пичӗ пӗр хӗрелчӗ, Еркиней ҫинчен илтсен сӑнӗ каллех сӳрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ачасем, ку калама ҫук пысӑк хуйха чӗресенче тарӑнтарӑн, Ленина тивӗҫлӗн хуйхӑрса ирттерер, ирттерме май пулсан.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫынсем хуйха кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ыйтӑва апла та капла сӳткелесе-явкаласа ларнӑ хыҫҫӑн туссем паян ҫӗр ҫӗрлемелли «люкс» вырӑнне Атӑл хӗрринчен чылай аякри, чӑнкӑ, тӑмлӑ ҫыранти хуйха ӳкнӗ лӑс, кахӑр ҫӳҫе айӗнчи пӗр ӳпӗнчӗк вӑрӑм кимме куҫласа хучӗҫ (ун йышшисем ку таврашра сахал мар).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пит-куҫсӑр пӗчӗк ачасене касса ӳкернӗ виҫӗ пӑхӑр листи патӗнче хуйха ернӗ, кӳреннӗ «Цэрнэ старик» тарӑн шухӑша кайса тӑрать.

«Старик Цэрнэ» стоит огорченный, в глубокой задумчивости над тремя медными листами, на которых выбиты безликие младенцы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Ҫылӑхсӑр этем ҫав Матви, ҫавӑнпа хуйха пӗлмест вӑл», — тетчӗҫ ҫемҫерех чунлӑ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗн куракан амӑшӗ ҫав хуйха чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫак самантра Кӗтерук Ваҫлие чун-чӗререн юратнине ӑнланса илчӗ те уйрӑлас вӑхӑт ҫывхарнипе хуйха ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех