Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кошевой пӗр ҫакна кӑна илтрӗ: самантлӑха чарӑнса тӑнипе усӑ курса, тиха амӑшӗн хура ҫилли ҫумне тӗршӗнчӗ те, кайри урисемпе юр ҫине тӗренсе, тутипе нӑчлаттара-нӑчлаттара чӗчӗ ӗмет; тата Мишка тиха хӑйне татах ӗмӗртме хистесе тӗрткеленине кӗсре ҫурӑмӗ сиккеленинчен туйрӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫеҫенхир унӑн чунне пӗтӗмпех тыткӑна илчӗ, сӗм авалхи пурнӑҫпа — ӳсентӑран пурнӑҫӗпе — пурӑнма хистесе ирӗксӗрлерӗ.Степь его покоряла, властно принуждала жить первобытной, растительной жизнью.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав вӑйлӑ туйӑм хистесе тӑнипе вӑл чунӗ ыратнине тата иккӗллӗ шухӑшӗсене ҫӗнтерме вӗренчӗ — ҫӗнтерчӗ те.Под его властный указ научилась преодолевать боль и недоумение — и преодолела.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шахтер Российӑри рабочи класпа хресченсене хирӗҫ кӗрешме хистесе тӑракан Калединӑн сутӑнчӑк политики ҫинчен, казаксемпе рабочисен пӗр пек интерессем пулни тата большевиксем мӗн тӗллев тытса казаксен контрреволюцине хирӗҫ кӗрешни ҫинчен каларӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫак тавҫӑру Листницкин Атарщиковпа ҫывӑх пулас кӑмӑлне пӗтӗмпех сирсе ячӗ те, халӗ ҫав туйӑм ӑна Атарщиковран ютшӑнарах пурӑнма хистесе тӑрать.Это предположение понудило его прекратить попытки к сближению с Атарщиковым, держаться отчужденней.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ун ҫырӑвӗсем, такам хистесе ҫыртарнӑ пек, сиввӗн туйӑнаҫҫӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тыткӑнти салтак ӑнланчӗ пулас та тутине чалӑштарарах мӗскӗн кулӑпа кулса илчӗ; хӑйне хӑй хистесе, темӗн кӗшӗлтеткелерӗ вӑл, кӗсйисене тавӑрса пӑхрӗ, унтан казаксене лапчӑнкаласа пӗтнӗ нӳрӗ шоколад тыттарчӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шывӗ лашасене хырӑм айӗ таран; утсем шыва хавассӑн кӗрсе кайрӗҫ, хӑйсене ҫӑварлӑхланӑ пулин те тата хуҫисем хистесе хӑвалаҫҫӗ пулин те, вӗсем утнӑ ҫӗртех шыв ӗҫме тытӑнчӗҫ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл кула-кула тата кубанкине ӗнси ҫине антарса лартсах айккинелле пӑхса пынинчен, пӗр аллинчи пӳрнисемпе чӗлпӗре ҫӑмӑллӑн пуҫтарса тытнинчен, тепӗр аллипе тытнӑ пушӑпа хӑмсарса пынинчен, йӗнерӗн ура пускӑчисем ҫинче ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе, хура лашине шпорсемпе хистесе пынинчен юланутпа ҫӳресси уншӑн канлӗ те чи кӑмӑла килекен ӗҫ пулнине курма пулать.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Те унӑн куҫне анчах курӑнчӗ, те чӑнах та станра колхозниксем пит нумай пулнӑ, — ҫынсем ҫине пӑхса илнипех хӑйӗн ӳт-пӗвӗ татах та хыттӑн чӗтреме пуҫланине туйрӗ Евсей; нумай шухӑшласа тӑмасӑр, вӑл Буланӑя карт туртса ҫавӑрчӗ те, саламатпа хистесе, хӑвӑрттӑн айккинелле пӑрӑнса, кӑтра вӑрман хупласа илнӗ пӗчӗк ҫырма еннелле чуптарса кайрӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл лашине хистесе илчӗ те тара ӳкнӗ, ҫӳҫ-пуҫӗ тӑрмаланса пӗтнӗ, хурлӑхлӑ пит-куҫлӑ Ванюша ҫине хаваслӑн пӑхрӗ.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тепӗр тесен, — ура ҫине тӑрса та куҫлӑх хупӑлчине хыҫалти кӗсйинелле пытарнӑ май, хушса хучӗ вӑл, — тепӗр тесен, судӑн халь вуласа панӑ йышӑнӑвӗ сирӗншӗн пачах та вӑйпа хистесе тутаракан япала мар.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Е, тен, этем шутласа кӑларнӑ чи-чи пушӑ, ӑнсӑртран пулнӑ, чӑкӑлтӑшлӑ, вӑйпа хистесе тутармалли ниҫта шӑнӑҫман киревсӗр япалана та ҫийӗнчех пурнӑҫлама пултаракан тарҫӑ тупӑнманни вӑл пач ҫук та пулӗ-и?»
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Хистесе ыйтмах тивӗҫӗм пур пулин те, эпӗ сире ӳкӗтлетӗп кӑна.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов хӑйӗн саламлӑ сӑмахӗсене мӑкӑртаткаланӑ хушӑра, Шурочка ӑна, ун аллисене хӑйӗннинчен вӗҫертмесӗрех, ачаш та чӑрсӑртарах вӑйпала хистесе, хӑйпе пӗрле малти тӗттӗм пӳлӗме илсе кӗртрӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ Эрнерен, ҫав ҫынсем халӗ ӑҫта тесе, хистесе ыйтма пуҫларӑм.Я нахмурился и стал строгим голосом допрашивать Пятницу, где же эти люди теперь.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗсен хушшинче хамӑр паллакансем те пур — ҫурт хуҫи, комитет председателӗ Соколов, Димчо пуп, Франгов, Попов, Николай Недкович, Кандов, паян ӑна алӑ ҫупсах комитет членне йышӑнчӗҫ, Фратю господин та пур, мункун тӗлне вӑл Румынирен таврӑннӑ та ӳкӗннипе те темиҫе хут хистесе ыйтнипе кӑна комитет членне ӑна каллех йышӑнчӗҫ.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗрне-пӗри чуна хистесе хисеплесси иртсе кайнӑччӗ ӗнтӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Усал-вӗчех Сет хӑйпе пӗртӑвана, турӑланнӑ Озириса, ӗҫкӗ-ҫике ултавпа илӗртсе кӗнӗ те чеелӗхпе ӑна чаплӑ, капӑр тупӑка хистесе вырттарнӑ, вара, ун ҫийӗн ҫивиттине шалтлаттарса хупса, тупӑка аслӑ турӑ ӳчӗпе пӗрле Нила кайса пӑрахнӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
«Эхер те ҫакна ҫӗртен те, пӗлӗтрен те илмен нӳрӗкпе тултарайсан, ку кубок санӑн пулӗ», — тесе, патшана пӗлтерме хистесе янӑ вӑл.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.