Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисеппе (тĕпĕ: хисеп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
 — Хӗрӗхшер кун иртсен, сан патна хӗр ҫураҫма йыхравҫӑсем — хӗрлӗ каччӑсем килӗҫ, вӗсене чыспа йышӑн та хисеппе ӑсат.

— Стало быть, через сорок дней приедут к тебе сваты — красны молодцы — Селиме сватать, ты их встреть и проводи честь по чести.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сцена ҫинче вӗсене — нумаях пулмасть шурӑ финсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ геройсене — директорпа учительсем пысӑк хисеппе саламларӗҫ.

Там недавних участников боев с белофиннами приветствовали учителя и директор.

1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ҫакӑн пек пӗчӗк кӑна ӗҫ тӑвасси ҫынна ним чухлӗ те йывӑр мар, анчах шӑпах ҫавнашкал пӗчӗк ӗҫсемшӗн ҫын хисеппе юратӑва тивӗҫлӗ пулать иккен.

Такие пустяки человеку ровно ничего не стоят, зато как раз такими пустяками и приобретается общее уважение и любовь.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тӑванӗсем валли мул хӑварнӑ хисеппе, хӑшпӗрисен вилтӑприйӗсем ҫине пысӑкрах та ҫирӗнрех хӗрес лартнӑ, хӑйӗнчен ним хӑварайман мӗскӗнсене хӗрессӗр те лайӑх пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вунулттӑпа, мӑшӑрлӑ хисеппе, килӗшрӗҫ.

Согласились на шестнадцати, на четном числе.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вара лешӗ Григорий аллине турӑш тыттарма, унтан чи пысӑк хисеппе парнелеме кӑмӑл турӗ: вӑл хӑйӗн аллипе Григорий хулпуҫҫине сӗртӗнсе илчӗ.

И особа соизволила милостиво сунуть в руки Григорию иконку и даже одарить его высшей милостью: коснуться рукой его плеча.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ури айӗнче лаша ҫине пӗрре те хурса курман ҫӗнӗ ут ҫитти выртать, ун ҫине йӗрки-йӗркипе симӗс сӑрпа сӑрланӑ, тимӗрпе тыттарнӑ куптакаллӑ, мала та, хыҫала та сумкӑсем тунӑ йӗнерне, икӗ шинель, икӗ шӑлавар, мундир, икӗ мӑшӑр сӑран атӑ, кӗпе-йӗм, пӗр кӗрепенкӗ те 54 золотник сухари, пӗр банка консерва, кӗрпе тата юланутлӑ ҫынна кирлӗ таран хисеппе ытти хатӗр-хӗтӗрсем майлаштарса хунӑ.

Под ногами Григория лежала ненадеванная попона, на ней порядком разложены седло с окованным, крашенным в зеленое ленчиком, с саквами и задними сумами, две шинели, двое шаровар, мундир, две пары сапог, белье, фунт и пятьдесят четыре золотника сухарей, банка консервов, крупа и прочая, в полагаемом для всадника количестве, снедь.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Темиҫе ҫӗр юланутҫӑ пехотӑн пӗтӗм армийӗсене сурӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа салатнӑ пек салата-салата янӑ; ку вӑл континент ҫине мӑнкӑмӑллӑ, пӗчӗк ҫӗр хуҫисенчен тӑракан пехотинецсем килсе тухичченех ҫапла пулнӑ; вӗсен ҫав шиклӗх пулман, вӗсем никама та, ниме те ҫапӑҫусӑр паман; утлӑ ҫартан тармалла, тесе шутлама хӑнӑхман ҫав ҫынсем Францие килнӗ те хисеппе хӑйсенчен те иртекен утлӑ ҫара кашни тӗл пулмассерен ҫапа-ҫапа аркатнӑ; Англин сахал йышлӑ пехотинецӗсем Францин утлӑ ҫарӗсене Кресси, Пуатье тата Азенкур патӗнче чаплӑн аркатса тӑкнине пӗлетӗн ӗнтӗ эсӗ.

Целые армии пехоты разгонялись, как стада овец, несколькими сотнями всадников; до той поры, когда явились на континент английские пехотинцы из гордых, самостоятельных мелких землевладельцев, у которых не было этой боязни, которые привыкли никому не уступать без боя, как только пришли во Францию эти люди, у которых не было предубеждения, что они должны бежать перед конницею, — конница, даже далеко превосходившая их числом, была разбиваема ими при каждой встрече; знаешь, знаменитые поражения французских конных армий малочисленными английскими пехотинцами и при Кресси, и при Пуатье, и при Азенкуре.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кашни ҫыншӑн ҫемье юратупа ырӑлӑхӑн, хисеппе савӑнӑҫӑн тата хавхаланӑвӑн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Сире ҫуллахи хӗвелтӑру ячӗпе тата ҫу кунӗ пуҫланнӑ хисеппе салам калатӑп!

Поздравляю вас с наступлением дня летнего солнцестояния, с началом лета!

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӗнӗ техника шучӗ ҫак хисеппе вӗҫленмест.

Количество новой техники этим счетом не заканчивается.

Хулара ҫӗнӗ автобуссем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере йышлӑ халӑх савӑнӑҫлӑн шавланӑ евӗрлӗ сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ: аллилуия! ҫӑлӑнӑҫпа мухтав, хисеппе хӑват пирӗн Турӑра!

1. После сего я услышал на небе громкий голос как бы многочисленного народа, который говорил: аллилуия! спасение и слава, и честь и сила Господу нашему!

Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Иеремиил Архангел вӗсене ҫакӑн ҫинчен ҫапла хуравларӗ: «сирӗн евӗрлисен шучӗ тулса ҫитсен пулӗ ку: Ҫӳлти Турӑ ҫак ӗмӗре тарасапа виҫнӗ ӗнтӗ, 37. вӑхӑта виҫепе виҫнӗ, сехетсене хисеппе шутласа кӑларнӑ — палӑртнӑ виҫе тулмасӑр вӑхӑта шутармӗ те, васкатмӗ те» терӗ.

36. На это отвечал мне Иеремиил Архангел: «когда исполнится число семян в вас, ибо Всевышний на весах взвесил век сей, 37. и мерою измерил времена, и числом исчислил часы, и не подвинет и не ускорит до тех пор, доколе не исполнится определенная мера».

3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех