Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисеплес (тĕпĕ: хисепле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хама хам хисеплес кӑмӑлӑм ҫӗнтерсе ҫиеле тухрӗ.

Самолюбие мое торжествовало.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Паттӑрлӑхпа хӑйне хӑй хисеплес мӑнкӑмӑллӑх халӑхӑн пӗр сийӗшӗн, пӗр сословийӗшӗн кӑна мар иккенне вӑл курчӗ.

Она увидела, что храбрость и гордое самолюбие не исключительно принадлежат одному сословию.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Сӑмсаран та кӗрӗслеттермен», Мӗншӗн тесен, профессорсене хисеплес пулать — вӗсем сан шӑпуна татса паракансем, эпир мӗн, эпир сан шӑпуна татса параймӑпӑр, пире «сӑмсаран кӗреслеттерсен» те пырать.

И «по фене не ботали». Потому что профессоров надо уважать – от них судьба зависит, а от нас судьба не зависит, с нами можно «по фене ботать».

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

«Эпир тӑпраран ҫуралнӑ. Вилсен каллех тӑпра пулатпӑр. Ҫавӑнпа тӑпрана хисеплес пулать», — тетчӗ мана атте.

«Мы вышли из земли. Умрем, опять станем землей. Поэтому землю надо уважать», — говорил отец.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ӑна хисеплес пулать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Кӗнеке вулама кӑмӑлланине, тӑван чӗлхене юратса хисеплес туйӑма аталантармалла тата чӗртсе тӑратмалла, литературӑна ҫӗнӗ художествӑлла пусӑма – Константин Иванов, Геннадий Айхи пек чаплӑ сӑмах ӑстисен шайне – ҫӗклемелле.

Необходимо и дальше прививать и возрождать любовь к чтению, родному языку, поднимать литературу на новый художественный уровень, достойный таких выдающихся мастеров слова, как Константин Иванов и Геннадий Айги.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

18. Айӑплаканӗсем ӑна сырса илчӗҫ, анчах эпӗ кӗтнӗ айӑпсенчен пӗр айӑпне те кӑтартса параймарӗҫ; 19. вӗсем Павелпа хӑйсенӗн Турра хисеплес йӗрки ҫинчен тата пӗр вилнӗ Иисус ҫинчен анчах тавлашкаларӗҫ; Павел Ун ҫинчен: «Вӑл чӗрӗ» тесе тӑчӗ.

18. Обступив его, обвинители не представили ни одного из обвинений, какие я предполагал; 19. но они имели некоторые споры с ним об их Богопочитании и о каком-то Иисусе умершем, о Котором Павел утверждал, что Он жив.

Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех