Шырав
Шырав ĕçĕ:
Карлай хӑй чӑннипех те Шӑхальрен йӗрӗннӗн, ӑна пачах та хисеплеми пулнӑн, ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эпир амаҫурипе чӑн-чӑнах туслӑ пулас-тӑк, ҫак сӑн юратнин паллисене кӑтартма ӳркеннине пӗлтеретчӗ; эхер эпир пӗрне-пӗри хисеплеми пулма; ӗлкернӗ пулсан, ку сӑн е мухтанӑ пек туса тӑрӑхланине, е юри тӑвассинчен йӗрӗннине, е хамӑрӑн чӑн-чӑн ҫыхӑнусене атте куҫӗ умӗнче пытарма тӑрӑшнине, ҫавӑн пекех тата ытти нумай туйӑмсемпе шухӑшсене пӗлтерме пултаратчӗ; халь вара ҫак сӑн, Авдотья Васильевнӑна питӗ килӗшрӗ пулин те, нимӗне те пӗлтермерӗ, пирӗн хушшӑмӑрта ҫыхӑнусем пачах ҫуккине кӑна пытарчӗ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пуринчен ытла ҫамрӑксем ашкӑнакан, никама хисеплеми пулса пычӗҫ, фабрика ҫамрӑксене питӗ хӑвӑрт улӑштарать, мужиксемпе танлаштарсан, вӗсем веҫех урӑхла ҫынсем пулса пыраҫҫӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ав вӑл хисеплеми те пулчӗ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗлме ҫук, вӑл этем вӗсен мӑнукне ватӑсене хисеплеми те тӑвӗ.И, чего доброго, будет еще помыкать им, восстанавливать против стариков.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Кунашкал тӗлӗнтермӗш япалана пуҫласа илтетӗп, тӳррипе каласан, Том Сойер ун пек калаҫма пултарасса ӗмӗрне те кӗтмен — ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑна кӑшт хисеплеми те пултӑм, ҫав вӑхӑтрах ӗненсех те ҫитерейместӗп: Том Сойер негрсене вӑрлать пулать ӗнтӗ!
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Паллашнӑ хыҫҫӑн малтанхи кунсенче Каштанка вӑл ӑслӑ пирки нумай калаҫать пулӗ тесе шутланӑ, анчах кӑштах вӑхӑт иртсенех, ӑна нимӗн чухлӗ те хисеплеми пулнӑ; вӑл ун патне вӑрӑм сӑмахсем калама пырсан, Тетка ӗнтӗ хӳрине те вылятман, ун вырӑнне ӑна йӑлӑхтарса ҫитернӗ пакӑлти, никама та ҫывӑрма памастӑн тесе намӑслантарнӑ, ӑна тата нимӗн чӑрманса тӑмасӑрах «хррр…» тесе ответленӗ.
V. Талант! Талант! // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Пӗр-пӗр ӑссӑртарах тӑм писмен илтет те ак, хӑйне хӑй те хисеплеми пулать, вара… —Послушает иная дура такую антимонию, да так ей станет жалко саму себя, что… —
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Кӑштах вӑхӑт иртсен, Каштанка ӑна хисеплеми те пулнӑ; хур ун патне яланхи пек калаҫса пынӑ чух, Каштанка халӗ хӳрине вылятман, ӑна, ытлашши калаҫнипе ҫывӑрма паманскере, ним вырӑнне хумасӑр, хирӗҫ «ррр…» тесе ҫеҫ хӑрлаткаланӑ.
V. Талант! Талант! // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Нивушлӗ мана хисеплеми пулӑн?
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кун хыҫҫӑн Кирсанов час-часах кӗрсе тухма пуҫларӗ; анчах вӗсем пӗр-пӗринпе унчченхи пек пурӑнма пултарайман: йӗркеллӗ ҫыннӑн темиҫе кун хушши ӗнтӗ кӳренни курӑнса тӑнӑ; ҫак кӳренӳ яланлӑхах пытанас пулсан та, Лопуховсем хӑйсен тахҫанхи тусне чылаях хисеплеми пулнӑ пулӗччӗҫ; анчах Кирсанов кӳренни вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе палӑрнӑ-палӑрнах, вӑл ӑна васкасах пытарма тӑрӑшнӑ пулин те, пӗтӗмпех пытарма пултарайман; вӗсем пӗр-пӗринчен сивӗннӗҫем сивӗнсе пынӑ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ пыратпӑр ӗнтӗ эпир сивӗрен те ӗшеннинчен урӑх нимӗн сисмесӗр, хытнӑ вилле те хисеплеми пулатпӑр.Вот мы идём, не чувствуя ничего, кроме холода, усталости и нелюбви к окостеневшему трупу.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
16. Мемухан вара патшапа аслӑ улпутсем умӗнче каланӑ: Астинь пӗр патша умӗнче ҫеҫ мар, пур аслӑ улпут умӗнче те, Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи пур халӑх умӗнче те айӑплӑ; 17. мӗншӗн тесессӗн патша майри мӗн туни ҫинчен ытти арӑмсем пӗлӗҫ те хӑйсен упӑшкисене хисеплеми пулӗҫ, «Артаксеркс патша Астине, патша майрине, хӑй умне чӗнтернӗ, анчах лешӗ пыман» тейӗҫ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сара Аврама каланӑ: эпӗ хурлӑха юлнишӗн эсӗ айӑплӑ; эпӗ хамӑн тарҫӑма санӑн ытамна кӗртрӗм, вӑл вара, хӑй йывӑр ҫын пулнине кура, мана хисеплеми пулчӗ; манпа санӑн хушшӑмӑртине Ҫӳлхуҫамӑр татса патӑр, тенӗ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йывӑр ҫын пулнине кура Агарь хӑйӗн хуҫине, Сарӑна, хисеплеми пулнӑ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1