Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

харам сăмах пирĕн базăра пур.
харам (тĕпĕ: харам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пурне те укҫапа виҫес пулсан, тен, пурӑнни те харам

— Ежели все на деньги мерить, то, может, и жить не стоит…

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах манӑн чӗре леш пакунлӑ харам пырсемшӗн мар ыратать.

Но не о тех, с погониками, болит сердце…

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗҫ халӑхне темиҫе ӗмӗр асап кӑтартса пурӑннӑ харам пырсене хирӗҫ эпир алла-аллӑн кӗрешӗве ҫӗкленӗпӗр! — янӑраса тӑчӗ унӑн хӑватлӑ сасси.

Рука с рукой мы пойдем в бой против тех, кто порабощал трудящихся в течение целых столетий! — гремел его трубный голос.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Харам пыр!

— Тунеядец!

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сирӗн пек шуйттансем, харам пырсем пит нумай ҫапкаланса ҫӳреҫҫӗ!

Много вас, чертей, дармоедов, шляется.

IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Вӑл харам апат ҫисе самӑрланса кайнӑ, ҫавӑнпа путнӑ вӑл, ухмах, кӑштах ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулсан — пусӑ урлӑ вӑштах сиксе каҫнӑ пулӗччӗ!

Он же разъелся на даровых харчах, потому и утоп, дурак, а будь он полегче — перескочил бы через колодезь, как миленький!

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӳршӗсем теҫҫӗ хӑйсене, ҫут ҫулӑмпа ҫунса кайччӑрччӗ вӗсем, шуйттан тытса силлетӗрччӗ вӗсене, харам пырсене!

Соседи называются, чтоб они ясным огнем сгорели, чтоб их лихоманка растрясла, дармоедов!

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Колхозра пире харам пырсем кирлӗ мар.

Дармоеды нам в колхозе не нужны.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл уншӑн харам ӗҫлемест вӗт, укҫа илет, оклад.

Она за это деньги получает, оклад.

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

12. Вӗсенӗн хӑйсенӗнех пӗр пророкӗ: «Крит ҫыннисем ялан суеҫтереҫҫӗ, вӗсем — усал тискер кайӑксем, харам пырсем» тенӗ.

12. Из них же самих один стихотворец сказал: «Критяне всегда лжецы, злые звери, утробы ленивые».

Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эсир ӗненни те харам пулать: эсир ҫав-ҫавах ҫылӑхӑрсенчен хӑтӑлман пулать; 18. апла вара Христоса ӗненсе вилнисем те ӗмӗрлӗхе пӗтнӗ пулать.

17. А если Христос не воскрес, то вера ваша тщетна: вы еще во грехах ваших. 18. Поэтому и умершие во Христе погибли.

1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать; 14. Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эпир вӗрентни те харама каять, эсир ӗненни те харам пулать.

13. Если нет воскресения мертвых, то и Христос не воскрес; 14. а если Христос не воскрес, то и проповедь наша тщетна, тщетна и вера ваша.

1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Пама пулнине илессисем саккунпа пурӑнакансем ҫеҫ пулсассӑн, ӗненни харам пулӗччӗ, сӑмах пани те ниме тӑман пулӗччӗ; 15. саккун ҫилӗ кӳрет, саккун пулмасан саккуна хирӗҫ туни те пулмасть.

14. Если утверждающиеся на законе суть наследники, то тщетна вера, бездейственно обетование; 15. ибо закон производит гнев, потому что, где нет закона, нет и преступления.

Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Харамран харам, тенӗ Екклесиаст, пӗтӗмпе — харамлӑх!

8. Суета сует, сказал Екклесиаст, все - суета!

Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Хамӑн харам кунӑмсенче эпӗ пурне те ҫителӗклех куртӑм: тӳрӗ ҫын тӳрӗ пурӑннӑ чухнех вилет; усал ҫын усал тусах нумай пурӑнать.

15. Всего насмотрелся я в суетные дни мои: праведник гибнет в праведности своей; нечестивый живет долго в нечестии своем.

Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Мӗнле калас, Лукич, санӑн харам пыр хӑнусем пире те савӑнтармаҫҫӗ.

— Да ведь как рассудить, Лукич, и нам эти твои жильцы-дармоеды не дюже в радость.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех