Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхана (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарье урапа ҫинчен вӑшӑл-вашӑл сиксе анчӗ те пысӑк хапхана яриех уҫса ячӗ — лаша малалла утса та кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уҫ хапхана! — терӗ те Тарье, урапа ҫине хӑпарса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла турӗҫ те, Иван хапхана уҫса ячӗ ҫеҫ, картишӗнчи тахӑш самантра кӳлсе тӑратнӑ лашасем умлӑн-хыҫлӑн урама вашкӑртса тухрӗҫ, тулхӑркаласа илсе, ҫуна тупанӗсем якатнӑ ҫулпа кӳршӗ ял еннелле тапса сикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юри хапхана тухса уҫмарӑр.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑвӑртрах алсине туртса кӑларчӗҫ, тилхепине салтрӗҫ, тӗрӗслерӗҫ, унтан сирӗн хапхана шаккама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хапхана ҫӗклесе, ерипентерех уҫ-ха, Иван, — терӗ Сергей.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл мӑн хапхана йӑпӑр-япӑр каялла хупса хучӗ те ҫуна патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хапхана уҫаканни Петӗр тарҫи Иван пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лаша малалла утса кайрӗ, Оля хапхана хупса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мирун пысӑк хапхана кайса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей, ашшӗ ытамӗнчен вӗҫерӗнсе, хапхана кайса уҫрӗ — лаша хӑех картишнелле утса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак вӑхӑтра тепӗр пӑр катрамӗ, хӑяккӑн-хӑяккӑн сулӑнкаласа, Хветут картишӗ еннелле пӑрӑнчӗ, мӑн кӑкӑрӗпе вӗрлӗксемпе ҫил хапхана ҫӑмӑллӑнах лучӑркаса ватса, темле кӑна пӳрт кӗтессине ватмасӑр, урама йӑтӑнса тухрӗ, йывӑррӑн ҫаврӑнкаласа илчӗ, унтан, Сахар хуҫаран сехӗрленсе ӳкнӗ пек, кӑмӑлсӑррӑн Паласалла шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тукайӗ хапхана те хӑех пырса питӗрчӗ, унтан Алттышпа пӗрле пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗр вырӑс кайрӗ, тепри — килчӗ, — хапхана шал енчен тӗкӗлесех хучӗ Иштерек.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кунта та чӳк тӑваҫҫӗ киремете ӗненекенсем! — ҫухӑрса ячӗ игумен, такам хӑвалас пек, хапхана яри уҫса пӑрахса.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чечекпи хӑй хыҫҫӑн хапхана питӗрмен иккен те, хыттӑн калаҫнине илтсе-ши е ҫуллӑ пӑтӑ шӑршине туйса картишне хура та вӑрӑм тумтир тӑхӑннӑ игумен кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Виҫсӗмӗр те ҫав хупӑннӑ хапхана тепре шаккаса пӑхар мар-и? — парӑнасшӑн пулмарӗ Янчура.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл утне утланчӗ те тарҫӑсене хапхана уҫма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ӗлӗкхине асӑнса кӑшт урампа иртес тесе малти тимӗр хапхана уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ тутар княҫӗн хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ хапхине килти хапхана уҫнӑ пек хӗпӗртесе уҫса ячӗ, лашана витене тӑратса апат панӑ-паман паллакан хӳме шӑтӑкӗ патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех