Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхана (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таранов хапхана икӗ чӑмӑрӗпе тӳнклеттерчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Йытӑ ҫук-ши тесе пӗчӗк хапхана шаккатӑп.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ хапхана, калиткене хам питӗртӗм, Марина Васильевна тухса кайсанах, — тет Мишша.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хапхана, калиткене питӗрӗр! — терӗ аппа.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе пӗрре Марукпа Кирук ҫине, тепре уҫӑ чӳрече еннелле пӑхса илчӗ те картишнелле таплаттарса кӗрсе кайрӗ, хӑй хыҫҫӑн хапхана шан! хупса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Хапхана уҫас вӑхӑт килсе ҫитсен, эсӗ ӑна уҫма вуншар ҫӑраҫҫи те тума пултаратӑн.

Если понадобится открыть ворота, ты сможешь сделать десятки ключей.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ан тив, сана паян улталанӑ пултӑр, хӑвӑн юлташусем урама тухса ҫӳрекен хапхана санӑн ӑсу пулӑшнипе питӗрсе хучӗҫ, тейӗпӗр.

Пусть сегодня тебя обманули и с помощью твоей же изобретательной головы закрыли выход твоим товарищам на улицу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Хапхана ҫӗнӗ сӑрапа питӗрсе хунӑ, тухма ниепле те май ҫук!

«На воротах замок, невозможно выйти!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Васкасах тумлантӑм, тарӑхнипе хапхана яриех уҫса, сурӑхсене ир-ирех путекки-качкипех вӑрмана кӑларса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кунта вӑл хӑйне килти пекех туять, хӑш чухне хапхана кам та пулин уҫӑ хӑварсан, кӑнтӑрлах кил хушшине кӗрсе выртать, хӑна пулса каять.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халӗ час-часах килет, мӑйракисемпе хапхана шаккаса каять, — терӗ Мишша кукаҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпир калаҫнӑ хушӑра хапхана такам шакканӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хапхана тикӗтпе варалани намӑслӑ, хӗрарӑм чӗрҫҫиттине хапха тӑрне ҫакса яни тата намӑслӑрах, Трифун, ҫакна аса илсе, Михха чӗрине ытларах йӗплесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хапхана урӑм-сурӑм ҫӗмӗре пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур унтах тӑнине астуса: — Мӗн пулнӑ? Хапхана кам ҫӗмӗрет? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хапхана ҫӗмӗрнӗ сасса пуринчен малтан Якур илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хапхана тӗкнӗ сасӑпа сӑнчӑрта тӑракан икӗ йытӑ хаяррӑн вӗрсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хапхана уҫ! — урхамах пуҫне тытса тӑракан тарҫине хушрӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хуҫи вӗсене нимӗн те памарӗ, вырӑсла хапхана кайса уҫрӗ те, лашипе чӑх-чӗпсемсӗр пуҫне, пӗтӗм выльӑхне урама хӳтерсе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хапхана уҫакан пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех