Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамран (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн хамран аслӑрах миллионшар юлташсем, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулта та, унтан каярах та айӑпсӑр ҫынсене хуптарманнисем, ҫӗршыв вӑй-хӑватне ӳстерсе пынисем, ҫавӑн чухнехи преступленисемшӗн пӗртте айӑплӑ мар.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Анчах хӑш чухне эпӗ хамран хам ыйтатӑп: ун пек тума кирлех-ши?

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хамран хӑвармастӑп! — тесе хӑварчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кун ҫумне эпӗ хамран акӑ мӗн хушса каласшӑн: литературӑри сӑнар — темиҫе ҫын сӑнне, йӑлине, шухӑшӗсене тӗпчесе, пӗтӗмлетсе пухса тунӑ сӑнар.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Хусанкая вӗсем хамран та ытларах савӑнтаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Об-стоятельстви» чӑнах та пурччӗ ӗнтӗ — арӑм ҫамрӑк манӑн, хамран вунӑ ҫул кӗҫӗн, ансамбльте ташлать.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Анчах ман арӑмӑн еркӗнӗ, хамран виҫӗ хут тӗреклӗскер, вырӑн ҫинчен тӑрса мана пӗррех хӑлха чикки парса йӑвантарса ячӗ те тухса тарчӗ, эпӗ, хамӑн пуҫ ҫаврӑнма чарӑнсан, арӑм тенине унтан-кунтан кӑвакарткаланӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Ҫынсем курма, кайран хамран кулма пултараҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

«Хамран тӑрса киле ҫитесси пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Нихӑҫан та килӗшес ҫук эпӗ хамран ҫынна култарма!

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь вара, ҫурма ҫултан иртсен, хамран хам сасартӑк ыйтрӑм: ҫапла туса йӑнӑшмӑп-и, ҫыру авторӗсене йывӑрлӑха кӗртсе ӳкермӗп-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хамран ытла ачасемшӗн намӑсланаттӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хамран ҫирӗм ҫула яхӑн аслӑ ҫын пурнӑҫ курнӑ ҫын пуль-ха, аванах пулӗ пурнӑҫ курнӑ ҫынпа юнашар, терӗм те…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӑшт тӑрсан, эпӗ тата хамран хам тӗлӗнсе илтӗм: ик-виҫӗ минут хушши ҫеҫ тӑсӑлнӑ тӗлпулу — мана ҫавӑн пек хумхатса, шухӑша ярса хӑварчӗ!

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫавӑнпа манӑн хамран ҫамрӑк ҫынсене те, хамран аслисене те ҫапла ҫеҫ асӑрхаттарас килет: кашни пӗчӗк ӗҫех шухӑшласа ту, пӗр-пӗр ӗҫе тӑвас умӗн яланах шутла: малашлӑхра мӗнле вырӑн йышӑнӗ вӑл саншӑн, инкек-синкек патне илсе пымӗ-и вӑл сана…

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Мӗнпур айӑпӑм манӑн, Таня, хамран тухнӑ, — васкамасӑр каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анчах манӑн «хамран памалли» уҫӑмлӑн ҫаплах нимех те курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ хамран инҫетре те мар утакан пӗр ҫамрӑк ҫынна манпа пӗрле пыма чӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ӑна суда паратӑп, хамран култармастӑп.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Хӗрупраҫ хамран аслӑ пулнипе епле тӳссе тӑрас-ха! — тата та хӗрӳленсе кайрӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех