Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хампа (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Укаслу, тем пекех илсе кайӑттӑм сана хампа пӗрле.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Каях, терӗ, Силемпипе кил-ҫуртна, Тавӑрнапа эп те пырӑп юпана; Чӗкеҫ чунне хампа лартӑп юнашар, Иртӗ вара йывӑр пуснӑ типӗ шар.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хампа пӗрле вунӑ зарядлӑ снайпер винтовкине, пӗр сумка патрон, тӑватӑ «лимонка» тата ҫимеллисем илтӗм те взводри юлташсемпе сывпуллашса уйрӑлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Хампа пӗр ҫултисемех.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

— Укҫа чиксе тухман ҫав эпӗ хампа пӗрле, — тӗрӗссипех калатӑп эпӗ, аван ӑспа тӑп-тӑп ҫӳреме хӑнӑхнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫапла хампа хам килӗшӳ туса ӗҫе ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Килен-каянсен ҫуртне кӗрсе сӗм ҫӗрле ҫынсене чӑрмав кӳрем мар-ха. Юханшыв портӗнчи пассажирсен кӗтмелли залне хам парпах яртлаттаратӑп та унта ытах, пӗр-пӗр лачӑркка тенкел ҫине майлӑрах вырнаҫса ларсах, ыйӑх патшине авӑрлӑ кулач ҫитерсе, тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑваратӑп», — шӳтлӗн-мӗнлӗн каварлашрӑм эпӗ хампа хам ҫемҫе ларкӑч ҫинче пӑшт-пашт, хӑлт-халт сиктеренкелесе пынӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫав ача, хампа кӳршӗллӗ пурӑннӑ пирки, вӗренӳре ӗлкӗрсех пырайманнине те пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Тем самантран, самаях ывӑнсассӑн, пӗр айӑк ҫинчен тепӗр айӑк ҫине ҫаврӑнса выртрӑм та хампа юнашарах капан пек упа ишнине курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Манӑн хампа пӗрле штрафа лекнӗ ачасене мӗн каламалла-ха?

Что мне теперь сказать своим ребятам-штрафникам?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ ак Фретича та хампа пӗрлех илсе килтӗм.

Вот я и Фретича уже привел.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хампа пӗрле урама тухсан кӳршӗсене тивмесчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

— Сӑмах-юмах ҫӑмхине сӳтме пуҫличчен хампа паллаштарам.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Туршӑн та, пӗр химикне хампа пӗрле ҫаклатса каятӑпах…

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Эпӗ икӗ смена канмасӑр ӗҫлеме юлатӑп, юлташсене те хампа юлма чӗнӗп, — терӗ те Таня кӑвак халатне тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Апла пулсан, эпӗ, уйрӑлсан та, сан ӑшшуна хампа пӗрле илсе каятӑп…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кунта хампа пӗрле ӗҫлеме чӗнтӗм-ха, документсем туса пӗтермен, вӗсем пирки ҫӳрес пулать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мана хампа пӗрле вӗреннӗ ача — Кулькка аса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Хампа юнашар лар! — хушрӗ вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ухмах, пач ухмах вӑл ман Якку, пуп мар, мемме. Ҫав сӑмсине шӑлайман ачасене итленӗ. Хампа та канашласа пӑхман», — тесе мӑкӑртатать хӑй тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех