Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хампа (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачи пӗчӗккӗ пирки ҫеҫ арӑма хампа пӗрле илсе килеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Хаваслансах парӑттӑм та… ҫумра укҫа ҫук ҫав, пӗр пус та чиксе тухман хампа

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Малтан эп сире хампа паллаштарам…

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Аннушкинӑн ҫак сӑмахӗсене итлетӗп те вӗсем мана хам сӑмахсемех пулса тӑнӑн, эпӗ Анатолий Семеновича мар, хамӑн ӑшри сассӑма итленӗн туйӑнаҫҫӗ, эпӗ, ҫутҫанталӑк ҫинчен пуҫ тавра тарӑнрах шухӑшлама тытӑнса, хампа хам калаҫнӑн туйӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Хваттерне кӗтӗм те, хампа хам калаҫса, ҫур кун пӳлӗмрен пӳлӗме утрӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Эппин вӑл — чӑваш хӗрарӑмӗ, — хампа хам калаҫатӑп ӑшра.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ хампа юнашар ларакан ҫын ҫине пӑхса илтӗм те — вӑл пӗтӗм кӗлеткипе Турунов еннелле ӑнтӑлнӑ, ӑнтӑлнӑ та хытса кайнӑ; янах мышцисем ҫеҫ хуллен-хуллен талтлатса сикеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хампа пӗрле.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл манран тӑватӑ е пилӗк ҫул кӗҫӗн пулнишӗн эпӗ калаҫма пултарнӑ пулӑттӑм, анчах вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине, калаҫнине пӑхсан, манӑн ӑна кас-кас ирӗксӗрех хампа тантӑш тесе те йышӑнмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Паллах, манра икӗ вӑй кӗрешнӗ ун чухне, эпӗ хампа хам кӑмӑлсӑр пулнӑ, ҫапах та хама хам ҫӗнтерме вӑй ҫитереймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Эсир ӑҫтан килнӗ? — ыйтрӑм эпӗ хампа юнашар тӑракан ҫамрӑк ҫынран.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хампа ытла та кӑмӑллӑ пулнипе-и?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эсӗ ҫулталӑк хушши Ленинградри пӗр ача ҫуртӗнче ӳссе аталансан, эпӗ сана хампа пӗрле илтӗм, сана питӗ нумай чухне хам сӑпка юрри юрласа ҫывӑратрӑм, ҫавӑнтан пуҫласа музыкӑна юратма та вӗрентрӗм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Арӑма хампа пӗрле илсе килнӗ пулсан вӑл сана туххӑмрах ылтӑн шӑл лартса яратчӗ, — йӗплемесӗр тӳсеймерӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Магазинта ӗҫлес пулсан ачасене хампа пӗрле унта та илсе пыма пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Эх, ҫывӑхра пулсассӑн Упана хампа пӗрле кӑна илмелле те ҫав», — шухӑшларӗ Пӑкачав.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эх, — терӗ вара ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа Савантер, — хампа пӗрле ухӑ илмелле пулнӑ та ҫав!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хампа пӗрле килнӗ мӗнпур ҫынсем ячӗпе тав тӑватӑп сана.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтан уя тухса кӑвайт чӗртмеллеччӗ, кайран пуяна хампа пӗрле чӗнсе тухса, вут ӑшне сик! темеллеччӗ мар пуль те?

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӗсене эпӗ хампа пӗрле Мускавпа Питӗр таранах илсе кайӑп.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех