Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӗ сăмах пирĕн базăра пур.
халӗ (тĕпĕ: халӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫар карапӗ пӗр хушӑ Сӑваплӑ Ураталлӑ ту хысакӗ ҫийӗн ҫаврӑнчӗ, унтан Азора еннелле пӑрӑнчӗ те — халӗ сасси илтӗнмест.

Военный корабль кружился некоторое время над скалами Священного Порога, затем — ушёл в сторону Азоры, и где-то сел.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӑра та пӑтранчӑк тиев усӑнса пушанчӗ, — Лосьра халӗ пӗтӗмпех вут-ҫулӑма куҫрӗ.

Густая и мутная тяжесть отлегла, — в Лосе всё теперь стало огнём.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Чи кирли, кисретекенни халӗ — вӑл каллех «Ҫӑлтӑрсен ҫутинчен ҫуралнине» курать.

Главное, потрясающее будет то, что сейчас он снова увидит «рождённую из света звёзд».

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ, чул муклашкисем ӳкнипе канӑҫсӑрланнӑскерсем, тарӑхаҫҫӗ, ҫӗкленеҫҫӗ-кӳпӗнеҫҫӗ, ҫӳлелле тӑсӑлса улӑхаҫҫӗ.

Теперь, потревоженные упавшими с купола кирпичами, — сердились и вспучивались, поднимались на поверхность.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев электричество ҫуткӑҫӗн аврине халӗ те вӗҫертмест.

Гусев всё ещё держался за рукоятку электрического включателя.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев халӗ чӑннипех те ухмаха ерчӗ пек, — аллисене стена ҫине сарса хучӗ те чупса кайрӗ: кӑшкӑрашать, ятлаҫать, чул муклашкисене ывӑтать.

Гусев теперь точно обезумел, — раскинул руки по стене и побежал, вскрикивая, ругаясь, отшвыривая камни.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ унтан тӗлӗнмеллерех сасӑсем ҫывхараҫҫӗ: чӑштӑртату, чӑшлату, — ҫемҫе темӗнле шӗвек вӗреме пуҫларӗ тейӗн.

Теперь оттуда шли странные звуки, — шорох, шипение, казалось — там закипала какая-то мягкая жидкость.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӳкекен чул муклашкисем пӗр авӑк чӑштӑртатрӗҫ те халӗ — шӑп, пӗр сас-чӳсӗр.

Некоторое время шуршали падающие камешки — cтало тихо, ещё тише.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ мӗн чи хӑрушши: эпӗ вилнӗ те выртатӑп, шӑла йӗрнӗ; ку — эпӗ, хама виҫӗ ҫултан ас тӑваканскер, акӑ халӗ эпӗ — ҫук!

Вот что страшно, — валяюсь я мёртвый, оскаленный, — это я-то, ведь я себя с трёх лет помню, и меня — нет.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ — нимӗн те курмастӑр-и?

— Сейчас — ничего не видите?

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ вӗсем нимӗн курӑнми, чӗмсӗр сӗм тӗттӗмлӗхре пыраҫҫӗ.

Они двигались в непроглядной немой тьме.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Мстислав Сергеевич, — чӗнчӗ Гусев, халӗ вӑл ларнӑ та пуҫне хыпашлать, юнпа сурса хучӗ, — пирӗннисене пурне те пӗтерчӗҫ…

— Мстислав Сергеевич, — позвал Гусев; он теперь сидел, трогая голову, и плюнул кровью, — всех наших побили…

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пушарӑн сарлака хутлӑхӗ халӗ тепӗр енчен ҫывхарса килекен шӑрчӑксен линине ҫутатать; шӑрчӑксем горизонтран хумлӑн-хумлӑн вӗҫсе килеҫҫӗ те хула ҫийӗн ишеҫҫӗ.

Огромный сектор пожарища освещал теперь приближающиеся с противоположной стороны линии стрекоз: они взлетали волна за волной из-за горизонта и плыли над городом.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ ҫарпа тулса ларнӑ, ҫӑлтӑр евӗрлӗ тӳремре пӗр сасӑ та илтӗнмест.

Теперь ни одного крика не раздалось на звездообразной площади, полной войск.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Халӗ эпир вилместпӗр…

— «Теперь мы не умрём…

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Урамсен тӑрринчи, кӑвайтсен ҫийӗнчи ҫӑмламас ҫӑлтӑрсем те урӑхларах курӑнаҫҫӗ; ҫулӑм умӗнче ларакан вӑл е ку марсиан хӑй сисмесӗрех пуҫне каҫӑртать те — манӑҫнӑ, халӗ вара чӗрӗлсе тӑнӑ ӳкерчӗке тӗмсӗлсе тӗсет.

Даже мохнатые звёзды над улицами, над кострами казались иными, — невольно сидящий у огня поднимал голову и всматривался в забытый, словно оживший их рисунок.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хулара халӗ шӑп.

Было тихо в городе.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ халӗ чӑннипех тарӑхать — усал сӑмахсемпе ятлаҫмаллипех ятлаҫса хытӑрах чупать.

Рассердился в серьёз и побежал шибче, ругаясь скверными словами.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ ман ҫине ҫар карапӗ тапӑнчӗ.

Сейчас на меня напал военный корабль.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Салам сире, юлташсем! — халӗ — тӗлӗкрилле шӑп.

— С приветом, товарищи! — Стало тихо, как во сне.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех