Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халтан сăмах пирĕн базăра пур.
халтан (тĕпĕ: халтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗвеллӗ бульварта ҫамрӑк пӗр арҫын машина тапратаймасӑр халтан кайнӑ.

Сегодня, 10 января, на Солнечном бульваре в Чебоксарах один молодой мужчина извелся пытаясь завести машину.

22-ри каччӑна машина тапратма пулӑшнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33924.html

Вӑл ним тума аптраса халтан сулӑннипе пукан ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку вара Прахӑр ҫиллине тата ытларах шӑртлантаратчӗ те арӑмне халтан ӳкичченех хӗнеме хистетчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарӑхса халтан кайнипе хашкама ернӗ Сахар аллисем лӗштӗрех усӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Асапланса пӗтнӗ, йӑлт халтан кайнӑ ҫул ҫӳревҫӗсем аптраса ӳкнипе малтанлӑха пӗр-пӗрне сӑмах чӗнме те пултараймарӗҫ — пуҫӗсене сулкаларӗҫ те лач! сурчӗҫ, пуҫӗсене сулкаларӗҫ те лач! сурчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗчӗк ушкӑнсемпе ҫапӑҫса вырӑссене халтан ямалла, пӗтерсе пымалла.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыран Атӑл хӗррине тухатпӑр тенӗ чух мӑрсасем ялтан яла ҫӳрерӗҫ, выҫлӑ-тутлӑ пурӑнса халтан кайнӑ халӑхпа калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑнасем те малтан йӗркене пӗлсе, асӑрханса, сӑмаха тӗплӗ виҫсе калаҫрӗҫ, унтан пӳрт шуйхатнӑ вӗлле пек сӗрлеме тытӑнчӗ, юлашкинчен, вӑйсӑртараххисем ӳксе-йӑванса пӗтиччен, вӑйлӑраххисем, хастартараххисем тӑпӑр-тӑпӑр ташласа, мачча таран сиксе халтан кайиччен, чул никӗс ҫинче чӗтресе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халтан кайнӑран кӑна мар, урӑххишӗн пусӑрӑнчӗ вӑл паян.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл, халтан кайнӑскер, кӑтӑш пулчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак самантра Иливан хӑй куҫӗ умӗнче хаклӑран та хаклӑ ҫынсене — ывӑнса ҫитнӗ, халтан кайнӑ ашшӗпе амӑшне курать.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халтан кайнӑ, суранланса пӗтнӗ воинсем ҫын виллисем урлӑ каҫа-каҫа хӑйсем ирхине тӑнӑ вырӑнӗсене таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп кӗте-кӗте йӑлт халтан кайрӑм…

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Е темиҫе эрне килсе халтан каяҫҫӗ-ши вӗсем?

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр ҫӳлерехри сыпӑкне ҫурма хӑтланса вара Палюк мучипе иксӗмӗр те лачкам шыва ӳкрӗмӗр, ывӑнса халтан кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Маюк, ывӑнса халтан кайнӑскер, ҫӑвӑнсанах вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӑйӗ те хӑйне тайӑн ҫеҫ пулас ун, каҫчен тӑнч халтан кайса ҫитет.

Силенок у него тоже под стать телосложению — к вечеру он буквально валился с ног.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӑшӑр ут кӳлсе сухаламалли ака пуҫне пӗччен кӳлсен те, халтан кайса ӳкиччен туртать вӑл.

Он, чуть ли не падая с ног, тащит соху, которую обычно тянут две лошади.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кулса халтан кайнисем ӑна чарӑнма ыйтсан Хветле аллине ҫех сулать.

Когда уставшие от хохота просят ее остановиться, она только рукой махнет:

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каҫчен чисти халтан кайса ҫитет вара.

К вечеру Яндул чувствует себя выжатой тряпкой.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех