Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халтан сăмах пирĕн базăра пур.
халтан (тĕпĕ: халтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑватӑ ҫул хушшинче мӗнле йывӑр вӑхӑтра та ывӑнтӑм темен, ним ӗҫлесен те хуҫӑлса ӳкмен хӗрсем, ҫак хыпара илтсен, сасартӑках хӑйсем чӑн-чӑнах халтан кайнине сиссе, тинех пӗрре канлӗн ларса канма юранине пӗлсе, — лӑштӑрах ҫул хӗррине пӑчӑрӑнса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кайран вӑйсем те иксӗлчӗҫ пулмалла хӗрсен — тек-текех халтан кайнине туя пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви шарт сикрӗ те, пӑшт пулса, кӑшт тӑхтаса тӑчӗ — никам та вӑранмарӗ: кӑнтӑрла халтан ӳкесле ӗҫлесе ӗшеннӗскерсем, халь вӗсем хӑйсене йӑтса тухса кайсан та — мӑшт тумӗҫ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Шыраччӑр мана, халтан кайса шыраччӑр, — каллех шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Амӑшӗ ҫеҫ вара кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ вӑхӑтра йӑлтах халтан кайнӑ ачине вӗренӳ пӳлӗмӗнчен хӑй пӳлӗмне ҫавӑтса кайнӑ, — амӑшӗн чӗри амӑшӗнех ҫав, яланах ҫемҫерех пулать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Карабинӑн чӗнӗ ахаль те халтан кайнӑ салтакӑн хулпуҫҫине хытӑ касать, мӗнпур ӳт-пӗве темӗнле куҫа курӑнман йывӑрлӑх пусать…

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Халтан кайнӑ виҫӗ ҫын пӗр-пӗрне сӑмах чӗнмесӗр малалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑш-пӗр чухне ҫапла тӑшман штыкӗ ӳте шӑтарса кӗме пултарасси пирки шухӑшлатӑп та… шалтӑрах халтан каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сулахай аллине пуртӑ пырса ҫапнине Асмантей туймарӗ те темелле, вӑл йӑлтах халтан кайнӑччӗ, мӗн пулса иртнине ӑнланми те пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӑлт халтан кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешсем вара, ӳкесрен хӑраса, хӑйсене ҫав тери хытӑ ҫыхса хураҫҫӗ те кайран, халтан кайнипе, кантӑрине салтма е касса татма та вӑй тупаймаҫҫӗ, тет…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инкеке тата шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра хур ами халтан кайса ҫӗре анса ларчӗ, юнашар чупса пыракан кашкӑр ҫултан пӑрӑнчӗ те ун ҫине сиксе ӳкрӗ, ӑна пӑвса вӗлерсе хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем халӗ тем тӗрлӗ ясак-куланай тӳлесе халтан кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа усӑ курса, вӑл пуҫне кӑшт ҫӗклерӗ те хӑйне ҫапла кӳрентерекен кам пулнине пӑхса илес терӗ, унтан, юланутҫа палласа илчӗ те, - хӑранипе халтан кайса, лӗнчӗрех пулса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыври те хӑйӗн пулас арӑмне кӗтсе халтан кайрӗ пуль…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑшӑ шыв ӗҫнӗ хыҫҫӑн ывӑлӗ, ҫӗрӗпе ҫывӑрманскер тата суранпа асапланса халтан кайнӑскер, лӑштах пулчӗ, анчах ҫывӑрса кайиччен амӑшӗ енне ҫаврӑнчӗ те хуллен ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Халтан кайнӑ Хӗлӗх Хӗлипӗ аптранӑ енне кӑшкӑрма пикенчӗ, хӑйсӗр пуҫне ӑна пурпӗрех никам та илтмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Мӗнех, тислӗк ӑшӗнче ҫӑрӑлмасӑр ҫуллӑ пӑтӑ ҫиеймӗн, халтан кайса ӗҫлемесӗр халлӑ пулаймӑн, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халтан кайиччен хӗнесе пӗтернӗскер, вӑл хӑйне ҫапнинчен хӑтӑлас тесе пачах та тӑрӑшмарӗ, пуҫне аялалла мӗнле уснӑ — ҫаплипех пӗр хускалмасӑр ҫакӑнса тӑчӗ.

Истязаемый висел вниз головой без движения, не делая даже попытки уклониться от ударов.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лешӗн, ура туртнипе халтан кайнӑскерӗн, нимӗн калама та ҫӑварӗ уҫӑлмасть, кӑмӑлсӑррӑн кӑна арӑмӗ ҫине пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех