Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хаҫат-журналта пичетленнӗ сӑввисемпе тӗрленчӗкӗсем, поэмисем, сӑвӑллӑ юмахӗсем, алҫыру халлӗн выртакан хайлавӗсем пӗрле пухӑнман, вӗсене никам та тӗпчемен.
Максим Ястран // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4892-%D0%9C% ... D0%BD.html
Пӗрин халлӗн тепри: пӗри ҫырать, тепри ҫав вӑхӑтра, нимӗҫ килес-тӑвасран, чӳрече умӗнче сыхласа тӑрать.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑна вулакан патне кӗнеке халлӗн ҫитерес тесе Иван Дмитриевичӑн 8 ҫул таранах «ҫапӑҫма» тиврӗ.Чтобы донести её до читателя в виде книги, Ивану Дмитриевичу пришлось до 8 лет "драться".
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97
Тулли кӑмӑлпа ҫакна палӑртатӑп: 2012 ҫулта, юлашки 20 ҫулта пӗрремӗш хут, халӑх хӑй халлӗн чакса пыни ӳсӗмпе ылмашӑнчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
14. Сӑмах ӳтленчӗ те тивлетпе, чӑнлӑхпа тулли халлӗн пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ; эпир Унӑн мухтавне, Атте Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне тивӗҫлӗ мухтава, куртӑмӑр.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем — хӗрарӑмпа вараланман ҫынсем, таса халлӗн пурӑнса ирттернисем; Путек кирек ӑҫта кайсан та вӗсем Ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кӑмӑлӑр усал ӗҫсем енне туртнӑ пирки эсир ӗлӗк Турӑран ютшӑнса Унӑн тӑшманӗ пулса пурӑнаттӑрччӗ; 22. Хӑй умне кӑлтӑксӑр, айӑпсӑр, таса халлӗн тӑратас тесе, Турӑ халӗ сире те этем пулнӑ Ывӑлӗн Ӳчӗпе, Унӑн вилӗмӗпе Хӑйпе килӗштернӗ.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӑна халсӑр этем халлӗн пӑталанӑ пулин те, Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ; эпир те Унпа пӗрле халсӑр, анчах эпир Турӑ хӑвачӗпе Унпа пӗрле сирӗн хушшӑрта чӗрӗ пулӑпӑр.
2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Сана чура халлӗн чӗнсе илнӗ пулсассӑн, ан имен; анчах та ирӗке тухма пултаратӑн пулсассӑн, ҫакӑнпа усӑ кур.21. Рабом ли ты призван, не смущайся; но если и можешь сделаться свободным, то лучшим воспользуйся.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа вилнисене те, этем халлӗн ӳтпе ҫылӑха кӗнӗшӗн сут тунӑ хыҫҫӑн Турӑ ирӗкӗпе пурӑнччӑр тесе, Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан, сӑваплӑ ҫынсене, тӑлӑх арӑмсене чӗнсе илсе, ӑна вӗсен умне чӗрӗ халлӗн тӑратнӑ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те эсир хӑвӑр ачӑрсемпе пӗрле сывӑ халлӗн пурӑнатӑр пулсассӑн, сирӗн ӗҫӗрсем хӑвӑр ӗмӗтленнӗ пекех пыраҫҫӗ пулсассӑн, эпӗ, тӳпене шанса, Турра питех те, питех те тав тӑватӑп.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Парне вырӑнӗн вут-ҫулӑмӗ умӗнче тӑрса парнелӗхе кӳнӗ пайсене священниксен аллинчен илнӗ чухне 14. ун тавра пуҫкӑшӑль пек ҫавӑрса илнӗ тӑванӗсем тӑнӑ, вӗсем Ливан ҫинчи кедр хунавӗсем евӗрлӗ пулнӑ, ӑна финик йывӑҫӗн турачӗсем пек хупӑрланӑ; 15. ҫавӑнтах Ааронӑн пур ывӑлӗ те мӗнпур чапӗ халлӗн тӑнӑ, пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче вӗсем аллисенче Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне тытса тӑнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӑшӑмра этем ывӑлӗсем пирки ҫапла каларӑм: Турӑ вӗсене сӑнаса пӑхтӑр, вӗсем хӑйсем халлӗн выльӑх ҫеҫ иккенне курччӑр, терӗм; 19. мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсен шӑпи те, выльӑх шӑпи те — пӗрех: лешӗсем те вилеҫҫӗ, кусем те вилеҫҫӗ, пурте пӗр сывлӑшпа пурӑнать, этем выльӑхран мала мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех — харамлӑх!
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ывӑлӑм! ҫылӑхлӑ ҫынсем сана хӑйсем майлӑ ҫавӑрас тесессӗн — ан килӗш; 11. вӗсем сана: «атя пирӗнпе, ҫын вӗлерме пытанса ларӑпӑр, пӗр айӑпсӑр ҫынна сыхласа тӑрӑпӑр» тесессӗн, 12. «вӗсене, ҫӗр ҫӑтнӑ пек, чӗрӗ халлӗн ҫӑтса ярӑпӑр, ҫӑва шӑтӑкӗ ҫӑтнӑ пек, пӗтӗмӗшпе хыпса ҫӑтӑпӑр; 13. хаклӑ йышши тӗрлӗ пурлӑх пухӑпӑр, хамӑр кил-ҫурта тупӑш чыхса тултарӑпӑр; 14. эсӗ пирӗнпе пӗрле шӑпа сиктерӗн, пирӗн пурин те пӗрешкел тӳпе пулӗ» тесессӗн, 15. ывӑлӑм! вӗсемпе ҫула ан тух, уруна вӗсен сукмакӗ ҫине ан пус: 16. вӗсенӗн урисем усаллӑх енне чупаҫҫӗ, юн юхтарма васкаҫҫӗ.
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл лартакан ҫурт-йӗр те — кӗве йӑви анчах, хуралҫӑ туса лартнӑ хӳшӗ анчах; 19. ҫывӑрмашкӑн пуян халлӗн выртӗ — тӑрасса урӑхла тӑрӗ; куҫне уҫса пӑхӗ те — вӑл урӑх ҫын иккен.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кай та ман валли вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрне ярса ил: сана хӑй ирӗккӗн парӑннисене ан вӗлер, питлес кун ҫитиччен вӗсене чӗрӗ халлӗн хӑвар; 11. пӑхӑнманнисене вара куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: вӗсене пӗтӗм ҫӗрӳ талккӑшпе вӗлерсе, ҫаратса тух.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ывӑлӗ каланӑ: аттем, эпӗ, ӑна хам илсе килнӗ пурлӑхӑн ҫуррине парсассӑн та, тӑкак тӳсмӗп, 3. мӗншӗн тесессӗн вӑл мана сан патна сывӑ халлӗн илсе ҫитерчӗ, манӑн арӑма сыватрӗ, кӗмӗлӗме илсе килсе пачӗ, санӑн куҫна та сиплерӗ, тенӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Товит каланӑ ӑна: ан хурлан, тӑванӑм; чиперех, сывӑ пуҫпах кайса килӗ вӑл, хӑвӑн куҫупах курӑн ӑна, 22. мӗншӗн тесессӗн ырӑ Ангел унпа пӗрлех ҫӳрӗ; унӑн ҫулӗ ырӑ, ӑнӑҫлӑ пулӗ, вӑл сывӑ халлӗн ҫавӑрӑнса килӗ, тенӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗрарӑм хуравласа каланӑ: сывӑ халлӗн пурӑнтӑр санӑн чуну, патша хуҫамӑм; патша хуҫамӑм каланинчен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнма май ҫук; тӗрӗс, мана Иоав чуру хушрӗ, санӑн хӑрхӑмун чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмахсене вӑл калама хушрӗ; 20. ытарлӑн каласа ӗҫ-пуҫа ҫапла ҫавӑрса яма мана санӑн Иоав чуру вӗрентрӗ; анчах [патша] хуҫамӑм Турӑ Ангелӗ пекех ӑслӑ, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине йӑлтах пӗлет вӑл, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.