Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаклать (тĕпĕ: хакла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн операцине фюрер пӗрремӗш вырӑна хурса хаклать.

Фюрер придает вашей операции первостепенное значение.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Рахельпе Машӑн, хулари хваттере кӗрсе, унта юлнӑ кӗпесемпе япаласене пуҫтарса тухмалла, ҫула май, тир-сӑранпа сут тӑвакан патне кӗрсе, Вера Павловнӑн ҫума панӑ кӗрӗкне илмелле те ҫав мӗнпур ӑпӑр-тапӑрпа дачӑна пымалла, унта вара вӗсене Рахель лайӑх пӑхса тухса хаклать те пурне те пӗрле туянать.

Рахель и Маша должны были заехать на городскую квартиру, собрать оставшиеся там платья и вещи, по дороге заехать к меховщику, которому отданы были на лето шубы Веры Павловны, потом со всем этим ворохом приехать на дачу, чтобы Рахель хорошенько оценила и купила все гуртом.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кам – этем, кам – путсӗр: халӑх юлашкинчен пурпӗрех тӗрӗссипе хаклать.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Вӗсен ӗҫне филологи наукисен кандидачӗ Ю.Виноградов «урӑх ҫулпа» кайни тесе хаклать.

Их работы кандидат филологических наук Ю.Виноградов оценивает как "хождение другими путями".

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Унӑн пӗлтерӗшне хӑшӗ-пӗри, хатӗрленӳ тапхӑрӗнче ӑнлантару ӗҫне пуҫаруллӑ туса пынине пӑхмасӑр, ҫав-ҫавах тӗрӗс мар хаклать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Кашни сӑмах тытакан Е.В.Еллиевӑн пултарулӑхӗ пирки калать, калавӗсене пысӑка хурса хаклать.

Каждый выступающий рассказывает о творчестве Е.В.Еллиева, высоко оценивает рассказы.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

— Аннӳ ав сана: «Ҫунатӑмсем айӗнчен вӗҫсе кайман чӗпӗ», — тесе хаклать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Хӑшӗ-пӗри ятӑма варалас тесе темтепӗр калаҫсан та халӑх Надежда Ивановнӑпа иксӗмӗре пӗлет, пултарулӑха курса тӑрать, хаклать.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пирӗн герой 50 ҫулта, пӗлӳллӗ, активлӑ, ҫемьене хаклать.

Нашему герою 50 лет, образованный, активный, ценит свою семью.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех