Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хайхискерсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дон Кихотпа Санчо Панса тейӗн хайхискерсене.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Сидоров Ҫтаппансем тункатасене ҫӳллӗ хӑварнине асӑрханӑ та вӗсене хайхискерсене кайсах ятласа килчӗ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лайӑхрах пӑхрӑм та хайхискерсене — шалт тӗлӗнсе тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйне хирӗҫ ҫӑвар уҫнине юратман Турунов лайӑхрах хӗстерсе илчӗ те хайхискерсене — хирӗҫӳ ҫивӗчленсе кайрӗ, хӗрӳ тавлашура ҫыру пирки сӑмах сирпӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лешсем вилеймен — антӑхса кайиччен хайхискерсене пӗрисем чиперех туртса кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Самантрах хайхискерсене ҫынсем хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часах хайхискерсене юр хӳсе кайнӑ, почтальон юр айӗнче шӑтӑк чавнӑ та ун ӑшӗ пӳрт пекех пулса тӑнӑ.

Их скоро занесло снегом, а почтальон раскопал под снегом пещеру, и вышло как снежный дом.

Почта // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Чӑн-чӑн ӑста евӗр хавхалансах, хӗрсе кайсах тытрӗ хайхискерсене.

Она ловила их с большим вдохновением и азартом, словно мастер своего дела.

Люси // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 51,53,55 с.

Анчах пирӗн Донпа Кубань казакӗсем те ют ҫӗршывсенче ӑна-кӑна кӑштах хӑнӑхкаласа ҫитрӗҫ, хайхискерсене хирӗҫ тыттара-тыттара яма пуҫларӗҫ! — Казак йӑл кулса ячӗ, сухалӗ ӑшӗнче тӗксӗм-кӑвакрах тӗслӗ шӑлӗсем вичкӗннӗн ҫиҫсе илчӗҫ.

Но наши донские и кубанские трошки приобыкли в чужих краях и начали им подвешивать! — Казак улыбнулся, в бороде синеватым лезвием сверкнули зубы.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вырӑс ҫӗрӗ ҫинчен хайхискерсене тимӗр шӑпӑрпа шӑлсах сирпӗтсе ямалла ан пултӑр.

Как бы тоже не пришлось их железякой с русской землицы спихивать.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав сӑмахсене ӑҫтан илтнине тӗпчеме пуҫларӑм та — пӗлтӗм: виҫӗмкун Войсковойран пӗр манашкӑ килнӗ-мӗн, Тимофей Борщев патӗнче ҫӗр выртса кайнӑ, ҫавӑ вара ҫапла каласа хӑварнӑ: чӑхсене пурне те лапша тума хулана ӑсатма пуҫтараҫҫӗ имӗш, карчӑксене валли вара хӑйне майлӑ пукан пеккисем тӑваҫҫӗ те улӑм сарса параҫҫӗ, ҫавӑнта хайхискерсене вӑйпах ҫӑмартасем ҫине лартса чӗпӗ кӑларттараҫҫӗ, хирӗҫ тӑраканнисене пукан ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ пулать.

Начал допрашивать, откедова слухом пользовались, дознался: с Войскового монашка позавчера пришла в хутор, ночевала у Тимофея Борщева и рассказывала им, что, мол, для того и курей сбирают, чтобы в город всех отправить на лапшу, а старухам, дескать, такие стульцы поделают, особого фасону, соломки постелют и заставют яйца насиживать, а какие будут бунтоваться, энтих, мол, к стулу будут привязывать.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех