Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

фонд сăмах пирĕн базăра пур.
фонд (тĕпĕ: фонд) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал Фонд промышленноҫпа агропромышленноҫ комплексӗн предприятийӗсен чылай проектне пӑхса тухать.

В этом году Фонд рассмотрит целый ряд проектов предприятий промышленности и агропромышленного комплекса.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

2017 ҫулта Чӑваш Республикинче Промышленноҫа тата инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли фонд туса хунӑ.

В 2017 году создан Фонд развития промышленности и инвестиционной деятельности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Тавах ӑна ҫак ӗҫре чуна парса ӗҫленӗшӗн, журналистсен историшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсене фонд валли упраса хӑварма, малашнехи ӑру валли тарӑн йӗр хӑварма тӑрӑшнӑшӑн.

Благодарим ее за добросовестный труд на этой работе, за старание сохранить для фонда особо значимые работы в истории журналистики, будущему поколению глубокий след.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Фонд ертӳҫи Талгат Абдуллин пӗлтернӗ тӑрӑх халӗ виҫӗ программа ӗҫлет: социаллӑ ипотека; ҫамрӑк ҫемьесене тата ялта пурӑнакан ҫамрӑк специалистсене.

Как сообщил глава фонда Талгат Абдуллин, в настоящее время действуют три программы: социальная ипотека, молодым семьям и молодым специалистам, живущим в селе.

Кашни ҫемьене хӑтлӑ хваттер // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Фонд ҫулсерен концертсем, мероприятисем йӗркелет.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Салари пӗр ҫурта та фонд программине кӗртменнине вара вӑл халӑх пухакан укҫа тӗп кӑтартуран пӗчӗкреххипе ӑнлантарчӗ – 62% кӑна.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

— Эпир ҫак правилӑна улӑштарас терӗмӗр, — калаҫӑва тӑсать фонд директорӗ. — 2014 ҫултанпа поликлиникӑсенчи ӗҫшӗн вӗсен ҫумне ҫирӗплетнӗ ҫынсен шутне кура тӳлемелли йӗрке ҫине куҫма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Официаллӑ майпа ӗҫлеҫҫӗ-тӗк — эпир ҫакна куратпӑр, — тет фонд директорӗ, — ҫавна май вӗсене ӗҫ паракансен укҫи пирӗн пата килет».

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫав вӑхӑтрах фонд аппаратне тытса тӑма уйӑрнӑ тӑкаксем 8,4% чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫапла вара пӗлтӗр фонд бюджетне 101% пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хӑшӗсем, тен, фонд укҫи мӗнле ҫӑлкуҫсенчен пухӑннине пӗлмеҫҫӗ те пуль.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӗсенчен пӗри – Промышленноҫа аталантармалли фонд.

Один из них – Фонд развития промышленности.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ӑна епле тултарнине, юсав пахалӑхне республикӑн Ҫуртсене тӗпрен юсассипе ӗҫлекен фонд тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Фонд пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова ватӑсенчен укҫа шыраса илме суда тухнӑ тавӑҫсене каялла илнине ӗнентернӗ.

Глава Фонда Олимпиада Епифанова убедила, что они отозвали все дела в судах подобного характера.

Ватӑсенчен укҫа шыраса илнишӗн ятланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11813.html

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑннӑ фонд тыткаларӑшӗпе кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ.

Глава Чувашии Михаил Игнатьев на совещании с членами правительство выразил свое недовольство действием упомянутого фонда.

Ватӑсенчен укҫа шыраса илнишӗн ятланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11813.html

Халӗ Чӑваш енре территорисене комплекслӑ ҫӗклес тӗлӗшпе 56 проект ӗҫлет, планланӑ фонд – 7 млн тӑваткал метр.

Куҫарса пулӑш

Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсемпе // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Иртнӗ ҫул район архивӗнчен 11 фонд унта куҫнӑ, вӗсенче 1691 документ шутланса тӑнӑ.

За прошлый из районного архивы переданы 11 фондов, в них числился 1691 документ.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

1936 ҫулта вара унта тепӗр 5 фонд хушӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

1935 ҫул вӗҫӗнче архивра пурӗ 35 фонд шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн тивӗҫлӗ органӗсемпе пӗрле монохуласене аталантаракан фонд укҫи-тенки шутӗнчен пирӗн ытти хуласем валли те пулӑшу илме хушма заявкӑсем тӑратассине тивӗҫтерме хушатӑп.

Поручаю Кабинету Министров Чувашской Республики совместно с соответствующими органами местного самоуправления обеспечить представление дополнительных заявок и других наших городов на получение поддержки за счет средств Фонда развития моногородов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех