Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хальлӗхе чухӑн Джуджу ҫеҫ-ха: ҫатӑрка тӑрӑ айӗнчи шӑмӑ куписем, ҫӗмрен ҫыххисем, чӑптапа хутӑш шӑмӑ тӗмескисем; кӗҫех сукмак самаях анлӑланчӗ, акӑ умра — пысӑках мар уҫланкӑ, унта — шалҫасем ҫинчи тӑрӑ, ун айӗнче слонӑн икӗ асав шӑлӗ, чӳлмексем, хӗҫ-пӑшал, тӗрлӗ тӗслӗ темиҫе ластӑк, ҫирӗме яхӑн пӑхӑр сулӑ, ҫак купа тӑрринче вара шӑпах Гент шыранӑ япала — кимӗ — выртать.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эсӗ уҫланкӑ хыҫӗнчен ҫавӑрӑнса пыр та, пӗр хурне ерипен ман паталла хӑваласа кил, эпӗ тӗм хыҫне пытанса тӑрӑп, — терӗ.Ты зайди за полянку и гони тихонько гуся на меня, а я за кустом спрячусь.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫав ҫӗр, шӑнса кӳтсе кайнипе, эпӗ сике-сике тӑрса уҫланкӑ тӑрӑх чупкаласа ҫӳрерӗм, хурӑн таррине улӑхма тытӑнса та пӑхрӑм, ӑшӑнас шухӑшпа ташлакаласа та илетӗп.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Таса та уяр тата шавлӑ ир пулчӗ, эпӗ уҫланкӑ варринче тунката ҫинче лартӑм.Утро было яркое, гомонливое, и, сидя на пенышке посреди желтой полянки.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Каҫ сӗмлӗхӗ вӑйлах ҫапрӗ; ӗшеннӗрен пурте утаймиех пулчӗҫ; лаштах ывӑнса ҫитнӗ тӗлелле малта, ҫӳхе чӑрӑш вуллисен хушшинче, уҫланкӑ курӑнса кайрӗ; хальлӗхе курӑнман юхан шывӑн уҫӑмсӑр кӗрлевӗ утуҫӑсен чӗрисене лӑпкӑлӑхпа ҫӗкленӳ юхӑмӗпе ытамларӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Чӑтлӑхри сукмак айккинчен айккине кукӑрӑлса тӑсӑлать, вырӑн-вырӑнпа ҫатрака айӗнче пачах ҫухалать, уҫланкӑ хӗррипе йӗрленет те иртсе каҫма чӑрмантаракан, ӳкнӗ вулӑсен хушшине чӑмать; унти ҫӳхе ҫутӑ пайӑркисенче хурлӑханӑн кӗрен сапакисем илӗртеҫҫӗ, кӑмпа шӑрши кӗрет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Энниок уҫланкӑ варринче чарӑнчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Курсам, — терӗҫ вӗсем лӑпкӑ уйӑх йӑлтӑравӗнчи уҫланкӑ еннелле тӗллесе кӑтартса, — вӗсем халӗ килӗсенче, эпир таврӑниччен тӑванӗ-пӗтенӗпе пӗрле пулаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Калюков хӑвӑртрах сылтӑмалла шуса кайрӗ те уҫланкӑ тулашне мар, шаларах пӑрӑнса кӗрсе, мунча умӗнчи шӗшкӗлӗхе пытанчӗ, револьверне хатӗр тытса, малалла мӗн пуласса кӗтрӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗллисем нумаях та мар, ҫапах уҫланкӑ хӗррипе утарҫӑ пӳрчӗ, вӗлле пӳрчӗ, мунча, темле сарай е вите лартса тухнӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ванькка, уҫланкӑ айккипе ҫӳресе, стрелук хуҫалӑхне чылай сӑнарӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗсен ӗлкинче катрамлӑхпа тӳрккеслӗх ҫук; шӗвӗр вӗҫлӗскерсем, хӗрлӗрех ӑвӑсран ҫӳхе пӳрнесемпе йӑваласа тунӑн ҫӑмӑлскерсем — изумруд тӗслӗ уҫланкӑ хӗррисенче симӗс пурҫӑн ҫине ывӑтнӑ корал мӑй ҫыххилле йӑлтӑртатаҫҫӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Уҫланкӑ варринче ҫӳллӗ те хӑмӑртарах кӑвак утӑ капанӗ ларать.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Чӑтлӑхалла кӗрсен, вӑл таҫта сулмаклӑн чӑвӑшлатакан ҫава сассине илтрӗ те уҫланкӑ хӗрринелле йӑпшӑнса тухрӗ.Углубившись в чащу, он вскоре услышал отрывистый свист косы и крадучись добрался до лесной поляны.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Йывӑҫсем хушшинчен ҫутӑ уҫланкӑ курӑнса кайрӗ.
2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Самолет старт пачӗ, ярӑнса сывлӑша ҫӗкленчӗ те, уҫланкӑ ҫийӗнче икӗ ҫаврӑм туса, ҫунаттисемпе туслӑн сулкаланса илсе, вӗҫсе кайрӗ.
Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Лагерь йӗри-тавра утса ҫаврӑнтӑм, пысӑк уҫланкӑ урлӑ каҫрӑм та, вӑрмана шалалла кӗрсе кайрӑм.Обошел вокруг лагеря, перешел через большую поляну и углубился в лес.
Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Партизансем вилнӗ пулин те, гитлеровецсем халӗ те уҫланкӑ ҫине вӗҫӗмсӗр персе тараҫҫӗ.Гитлеровцы все еще обстреливали поляну, хотя партизаны были мертвы.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кунта, уҫланкӑ хӗрринче, каллех ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Степана уҫланкӑ хӗррине туртса ҫитерсен, Ленька канма чарӑнчӗ.Протащив Степана до края поляны, Ленька остановился передохнуть.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.