Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ученый (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑҫта? — тесе ыйтрӗ ученый.

— Какой? — спросил учёный.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Дикарьсенчен хӑратӑп, — терӗ ученый.

— Из-за дикарей, — ответил учёный.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Савнӑ тусӑмсем, — терӗ ученый, — сирӗн хастарлӑха пӗлетӗп эпӗ, хамӑр хӗрарӑмсене те шанатӑп.

— Друзья мои, — ответил учёный, — я не сомневаюсь ни вашем мужестве, ни в выносливости наших спутниц.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Контин… — тет пӗрмай ученый хӑй тӗллӗн.

Контин… — повторял про себя учёный.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӗн ҫинчен шутлать-ши хисеплӗ ученый?

О чём думал почтенный учёный?

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна вӑл темиҫе хутчен те калаҫтарса пӑхрӗ, анчах ученый ялан калаҫӑва урӑх ҫӗре пӑрать.

Он много раз допрашивал его, но учёный уклонялся от ответа.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халиччен ученый, хӑй панӑ сӗнӗве хӳтӗлесе, нумай сӑлтавсене тупса параканччӗ.

Против обыкновения учёный не произносил длинных речей в защиту своего мнения.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Элен, Мэри, Роберт, Ольбинет, Гленарван, ученый ҫине нимне пӗлмесӗр, вӑл мӗншӗн пӑлханнине ӑнланаймасӑр пӑхса тӑраҫҫӗ.

Элен, Мэри, Роберт, Ольбинет, Гленарван смотрели на учёного с глубоким недоумением, не понимая причин его волнения.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Нимӗн те мар, ҫук! — терӗ ученый.

— Ничего, ничего! — ответил учёный.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганель кӑранташӗ сывлӑша ҫӗкленчӗ, ученый Гленарвана та, ҫырӑва та, йӗри-тавра мӗн пуррине те манчӗ пулмалла.

Карандаш Паганеля повис в воздухе, и сам учёный как будто забыл и про Гленарвана, и про письмо, и про все окружающее.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Аха, аха… — терӗ юлашкинчен ученый, — эпӗ хатӗр.

— Ага, ага… — ответил, наконец, учёный, — я готов.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Темӗн ҫинчен шухӑшласа ларакан ученый йӗри-тавра мӗскер пулса иртнине нимӗн те сисмест пек туйӑнать.

Учёный, поглощённый какой-то идеей, казалось, не замечал ничего происходящего вокруг.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Майор нихҫан та эгоист пулман, ҫавӑнпа та вӑл, кун пек сайра пулакан япалана ученый курса хавхалантӑр тесе, Паганеле кайса чӗнме тӑчӗ, анчах труках чавса лартнӑ евӗр чарӑнчӗ.

Майор, не будучи эгоистом, хотел было пойти за Паганелем, чтобы и учёный мог полюбоваться этим редким явлением, но вдруг остановился как вкопанный.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ученый Гленарвана яхта пулсан шыравсем нумай ҫӑмӑлланаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне тата, Мельбурна каймалли ҫынна Люкноуск ҫулӗпе анчах яма пулать тесе каларӗ.

Учёный сказал Гленарвану, что яхта значительно облегчит поиски — и, кроме того, послать гонца в Мельбурн можно только по Люкноуской дороге.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр кун, январӗн 9-мӗшӗнче, сӑртсен хушшине кӗрсе кайсан, ыр кӑмӑллӑ ученый малтан йывӑрлӑхсем пулмаҫҫӗ тенӗ пулсан та, пӗчӗк отрядӑн сахалах мар йывӑрлӑхсене тӳссе ирттермелле пулчӗ.

Назавтра, 9 января, вопреки утверждениям простодушного географа, маленький отряд испытал немало трудностей, забравшись в горы.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Аскӑнлӑ сунарҫӑ ученый бандикута пурпӗрех питӗ чипер терӗ.

Охотничий азарт заставил учёного провозгласить бандикута красавцем.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ученый итлет, анчах нимӗн те анланаймасть: итленӗ май унӑн аллисем кӗвӗ майлӑ вылянса тӑраҫҫӗ.

Учёный заслушался, не отдавая себе отчёта в том, что он машинально отбивает такт рукой.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку чӑнах та тӗрӗсе килме пултараймасть, ҫавӑнпа ученый темле пӗлмелле мар кайӑк Эрарпа Плейель сассисене ҫавӑн пекех ӑнӑҫлӑ ӳкернӗ пулӗ тесе шухӑшласан, мая та килӗ терӗ, мӗншӗн тесен Австралин ытти кайӑкӗсем те сехет пек аванах шаккаҫҫӗ, е пушӑ пек шартлаттарса яраҫҫӗ.

И это действительно было настолько неправдоподобно, что учёный считал более вероятным предположение, что это какая-то неизвестная птица так же удачно подражает звукам Эрара или Плейеля, как другие австралийские птицы подражают тиканью часов или хлопанью бича.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ученый ӑна кӗчӗ.

Учёный очнулся.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ученый хӑй умӗнче уҫӑлса выртакан ҫутҫанталӑк кӗнекине каҫса кайсах сӑнать; вулама пӗлекен валли вӑл кӗнеке ҫинче питӗ нумай интерессем пур теҫҫӗ.

Учёный с упоением наблюдал раскрытую перед ним книгу природы, всегда исполненную интереса для тех, кто умеет её читать.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех