Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утсен (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурҫӑ утсен паркӗ ҫӗнӗ пулни те ҫак ыйтӑва ҫӑмӑллӑнах уҫӑмлатма май парать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракие хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60720

Салтаксен отрячӗ ним хирӗҫ тӑраймасӑр утсен айӗнче пӗтни Иннокентие вилес пек тарӑхтарса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чупас утсен малта ҫул, Савнӑ Сившу сывӑ пул!

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ар-Сӗнтӗрти ҫапӑҫу хыҫҫӑн утсен йышӗ сисӗнмеллех чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем юлан утсен ушкӑнне кӗрсе кайрӗҫ те ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан вара нумай шутласа тӑмарӗ, кайри юлан утсен хӳттипе йӑпӑрт юнашаррисен кил картине кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлан утсен ушкӑнӗ Сӗве урлӑ касса юманлӑха кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешӗ хӗрсех утсен ҫурамӗ ҫинчи пӑвансене тилхепепе тӗке-тӗке ӳкерет.

Однако кучер был целиком поглощен слепнями, жалившими потных лошадей, — сметал их вожжами на землю, как горох.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Люблино ялӗнчен иртсен юлан утсен каллех Мускав шывӗ урлӑ каҫмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ князь асӑрхаттарни ҫинчен пӗлтерсе Бельский Чалӑм ҫывӑхне лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ юлан утсен ушкӑнне ячӗ, ку ушкӑна каҫ пулас умӗн кӗтмен ҫӗртен Чалӑма пырса тапӑнма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫывӑхрах шӑнкӑрав сасси илтӗнсе кайнӑран мӑрсасем кремльтен тухса пасаралла утма тӑнӑ ҫӗртен чарӑнчӗҫ те хӑйсем патне ҫывхаракан юлан утсен ушкӑнне кӗтме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлан утсен тикӗс тӗкме ҫумӗпе йӗркеленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Отряд утсен йӗнерӗсене илмесӗр, вут хумасӑр ҫӗр каҫрӗ.

Ночевали, не расседлывая коней, не зажигая костров.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тусанлӑ, ҫемҫе ҫул ҫинче утсен таканӗсем аран илтӗнсе янӑранӑ пек те туйӑнчӗ.

Мне казалось даже, я слышу почти неразличимый стук копыт по мягкой, пыльной дороге.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Тимӗрҫӗ — румыни салтакӗ ҫакланчӗ, — унран румыни дивизийӗнчи утсен составӗ мӗнле пулни, пакӑльчак кӗсенӗ, лаша чӗрнисем пӑсӑлса ҫӗрни, кӑрчанак ҫинчен пӗлме пулать, ку вӑл румыни утлӑ ҫарӗнче дисциплина начарланни тата начальниксем салтаксенчен сахалтарах ыйтни ҫинчен маларах пухнӑ сведенисене тепӗр хут ҫирӗплетсе парать.

Попался кузнец — солдат-румын, — от него можно узнать о состоянии конского состава румынской дивизии, о всех мокрецах, гниющих стрелках копыт, о чесотке, что дополнительно подтверждало предыдущие данные об упадке дисциплины в румынской коннице и о снижении требований к солдату со стороны начальников.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Утсен хӳрисемпе ҫилхисене вӗҫтерет.

И развевал хвосты и гривы наших лошадей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Суккӑр, малта пыракан экипажӑн кустӑрмисем кӑлтӑртатнине тата ытти утсен ура сассисене итлеме хӑнӑхнӑскер, юланутпа ҫӑмӑллӑн та ирӗккӗнех ҫӳреме пултарнӑ.

Слепой ездил ловко и свободно, привыкнув прислушиваться к топоту других коней и к шуршанию колес едущего впереди экипажа.

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Утсен ури айӗнче ҫӗр кисренет.

Дрожит земля под конскими копытами.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Григорий утсен чӗлпӗрӗсене салтрӗ те Аксиньйӑна йӗнер ҫине улӑхса ларма пулӑшрӗ.

Григорий отвязал лошадей, помог Аксинье сесть в седло.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Утсен чӗрнисем айӗнче чул катӑкӗсем кӑчӑртатрӗҫ, тимӗр такансем хайӑрнипе вӗсенчен хӗм сирпӗнсе пычӗ.

Под копытами лошадей сухо защелкали камни, посыпались высекаемые подковами огненные брызги.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех