Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утсем (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашкӑрсем, ачасене асӑрхаман пекех, утсем патнелле ҫывхарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утсем кӗҫӗне-кӗҫӗне яраҫҫӗ, чӗрнисемпе ҫӗре чаваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юртӑпа вӗсем васкамасӑр утсем патнелле ҫывхаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ире хирӗҫ сасартӑк утсем кӗпӗр-р! пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗҫ те хӑраса ӳкнӗн хартлатма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра ытти утсем самаях инҫете кайма ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утсем харӑссӑн малалла хускалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу та вара, пурин ҫинчен те манса, утсем епле йӗркеленсе тӑнине сӑнама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авал пуян чӑвашсем ятарласа акатуй валли утсем тытнӑ, вӗсене мӗн пӗчӗкрен умӗнче ют лаша чупнине чӑтмалла мар вӗрентнӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тем чул авӑнсан та утсем каҫаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӑвак ҫӗмрен // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан ывӑлӗсемпе утаман Утсем ҫине утланчӗҫ те Шуртантан Тухса вӗҫрӗҫ Ҫавал урлӑ кӗперпе Халӑх пухӑннӑ юманлӑхри ӗшнене.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Ула лаша ҫул тытать, Хушка лаша ҫул пӑрать; Хура утсем юртӑллӑ, Пирен юрӑ ытарлӑ».

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пуххи йӗри-тавра утсем тӑраҫҫӗ, Хӑйсен хастарлӑхне кӑтартма кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Ҫӳренех утсем пур чухне Ҫӳресе юлар-ха ҫулсене; Аттепе апи пур чухне Чысласа юлар-ха пуҫсене».

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Витере тӑрса йӑлӑхнӑ ырӑ утсем, ирӗке тухсан, ҫил пек малалла ыткӑнчӗҫ, вӗсен таканӗсем айӗнчен юр катӑкӗсем ывтӑнса кӑна пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ял ҫывӑхӗнче ӑна ҫӳрен утсем кӳлне шӑнкӑравлӑ лав ҫитрӗ те, пӗлӗт пек тусан ҫӗклесе иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗркипе тӑрса тухнӑ утсем патне ҫитеспе Иван урхамаха тӑпах чарчӗ, унта ерипен кӑна ташлаттарса пычӗ, чи хӗррине ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

…Шупашкарти Введени соборӗ умне юлан утсем те, ҫуран ҫынсем те йышлӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлан утсем сылтӑм ҫырана ҫитсе сӑрт хыҫӗнче курӑнми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлан утсем Атӑл тӑрӑх сулахай енӗпех тата пӑртак анаталла анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайра — йӗнерленӗ утсем, вӗсене ҫамрӑксем чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех