Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утне (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, Савантер те хӑй утне ҫапла вӗрентнӗ пулӗ, ун пек пулсан Пинере питӗ йывӑр килет-ха, шухӑш вӗлтлетсе илчӗ хӗр пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑн ӗнтӗ, эпир паян Пинер утне пӗрремӗш хут куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Савантер утне кая хӑварасса ӗненсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку утне таҫтан вӑрласа килнӗ! — урса кайсах ҫухӑрма тытӑнчӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пулӑ кӗмест вӑлтана, савӑнтармасть Йӑвана, утне ҫитмен туртине, Йӑван ӗҫет ҫуттине.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Акӑ ӑҫтан килет иккен ман пӑлхавӑрлӑ кӑмӑлӑм, ахальтен мар мана Иван Яковлевич бунтовщик, разбойник тесе вӑрҫать, — терӗ те поэт, утне тилхепепе хӑмсарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тарават ямшӑк ӑна ҫул ҫинче пӗркенме тӑлӑп пачӗ, унтан тимӗр кӑвак утне шик! шӑхӑрса хускатрӗ те, уй тӑрӑх вӗҫтерекен ҫил-тӑмана пӑхмасӑр, ҫӗмрен пек малалла ыткӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сывлӑшра вӗҫекен шурӑ шарф ҫеҫ, айӗнчи утне пушшех те хавхалантарса, ҫӗлен пек явкаланать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тукай утне ӗсенкӗпе хырӑм айӗнчен пӗрре-иккӗ тӗккелерӗ те, урхамахӗ ҫийӗнчех кӑшт малта пыракан Саррие юртӑпа хӑваласа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл утне тата хытӑрах ячӗ, ывӑлне хӑваласа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнтах малалла тинкеререх пӑхрӗ те хӑйӗн ывӑлӗ Иливан утне ҫилхерен ярса тытса малалла ӳпӗнсе пынине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утне вун ҫичӗ ҫулхи каччӑ евӗр яшт кӑна сиксе утланать, чӗлпӗрне кӑрт туртать те Мамич-Бердейпе юнашар пырса хапхаран сиккипе тухса вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыттисем те сенӗкӗсене хатӗр тытса тӑнине асӑрхаса утне утланчӗ, пӗр сӑмах каламасӑр чӗлпӗрне кӑрт туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс унран утне туртса илесшӗн мар пулӗ те, атте?

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан валли хатӗрленӗ пысӑк кимӗ патне ҫитиччен утне унпа юнашарах уттарса пычӗ-ха тата.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан Саррипе ывӑлӗнчен тата хуҫаран юлас мар тесе вӗҫӗмсӗр чӗлпӗрне туртрӗ, утне хытӑрах кайма хистерӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑкшамартан хӑйне кӗтсе илме тухнӑ княҫсемпе мӑрсасем, ҫӗрпӳсемпе улансем патне ҫитсен хан утне чарчӗ, ут ҫинчен анмасӑр кӗтсе илекенсене те утсем ҫинчен анма хушмасӑр пуринпе те ыталашса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс ҫӗрпӗвӗн утне утланса кур пӗрре.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ут ҫинче вӑл курӑнмарӗ, ун утне Ятламас тытса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей те турхана курма ӗлкӗрчӗ, утне ҫавӑтса ун патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех