Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлте, пуҫ тӗлӗнче, япаласем хумалли ҫыхса тунӑ сетка ҫинче, курӑнмалла ҫӗрте, юриех камне палӑртас тесе, хӗҫне хунӑ, ылтӑнпа сӑрланӑ хӗҫ авринчен сарлака кӗмӗл тӗслӗ хӑю усӑнса йӑлтӑртатать.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Укӑлчара вӗсене иккӗн — хӗрарӑмпа ача кӗтсе илчӗҫ: хӗрарӑмӗ пуҫне ӑшӑ тутӑр ҫыхнӑ, ачи вара ашшӗн кӗрӗк пиншакне тӑхӑннӑ пулмалла, — пиншак ҫаннисем чӗркуҫҫи таранах усӑнса тӑраҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Унӑн ҫӗлӗкӗ айӗнчен тарпа йӗпеннӗ хура ҫӳҫ пайӑркисем аялалла усӑнса тӑраҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Туратсем ҫӗр ҫумне ҫитех усӑнса тӑраҫҫӗ.И ветви пригибались к самой земле, по колено засыпанной снегом.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кунта нумаях та пулмасть касса янӑ ӑвӑссем, ҫӗр ҫине хурлӑхлӑн тӑсӑлса выртса, курӑка та, вӗтӗ тӗмсене те лапчӑтса лартнӑ; хӑшпӗр йывӑҫсен ешӗл-симӗс, анчах та шанса кайнӑ ҫулҫисем хускалмасӑр тӑракан туратсем ҫинчен сӳрӗккӗн усӑнса тӑраҫҫӗ; тепӗр йывӑҫҫисен ҫулҫисем типсе кайса пӑчӑртанса ларнӑ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Янкар тӳпере, ҫав тери ҫӳлте, кая юлнӑ ҫурхи юр пек, сарӑрах-шурӑ тӗслӗ, усӑнса аннӑ парус пек, чӑсмака та лаптак сайра пӗлӗтсем аран-аран куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Унӑн ҫав тери кӳпшек пичӗпе кукша пуҫӗ ҫине, кӗске мӑйӗпе аялалла усӑнса тӑракан янахӗ ҫине тата пӗчӗк те хулӑн хӑлхисем ҫине пӑхсан, вӑл эрех вӗретекен е выльӑх-чӗрлӗхпе сутӑ тӑвакан пек ҫеҫ курӑнать.
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ленькӑн кӗсйисем сарӑлса, аялалла усӑнса тӑраҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хӑй ҫав тери самӑр, ӗнси ҫине тулса ларнӑ ӳчӗ ытлашши йӳҫсе ларнӑ чуста пек кӗпе ҫухи урлӑ усӑнса тӑрать.Такой толстый, что шея его вылезала из тугого воротника, как из квашни перестоявшееся тесто.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Юратнӑ вулакансем, хӑвӑр умӑра пӗр ҫитмӗл ҫулти тулли те ҫӳллӗ, кӑштах Крылова аса илтерекен сӑн-питлӗ, усӑнса аннӑ куҫ хупанкисем айӗпе тӳррӗн те ӑслӑн пӑхакан, танлӑ кӗлеткеллӗ, тӑсарах калаҫакан, васкамасӑр ҫӳрекен ҫынна кӑларса тӑратӑр-ха: акӑ сире Овсяников пулса та тӑчӗ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Кӑшт аяларахра хресчен лаши чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе тӑнӑ та йӗпе хӳрине наянӑн суллӑнтарать: хутран-ситрен усӑнса аннӑ тӗм айӗнчен пысӑк пулӑ ишсе тухса хӑмпӑ кӑларать те, шыва лӑпкӑн хумхантарса ерипен тӗпнелле анса каять.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Френчӗ ҫав тери аслӑ, аркисем унӑн чӗркуҫҫи патнех ҫитеҫҫӗ, хулпуҫҫийӗсем икӗ еннелле усӑнса тӑраҫҫӗ.Френч был слишком велик, доходил почти до колен и свободно висел на плечах.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хӑйсем хӗрсе тавлашнӑ пирки ачасем кӗлте ҫинчен те, явӑнса вӗҫекен пӑвансене хӳтернӗ пирки пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе, пӗр ура ҫинчен тепӗр ура ҫине усӑнса тӑракан лаша ҫинчен те пӗтӗмпех манса кайрӗҫ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Екатерина Алексеевна ывӑлӗ патне шӑппӑн утса пычӗ, унӑн ҫамка ҫинелле усӑнса тӑракан хура ҫӳҫӗсене якатса ячӗ.Екатерина Алексеевна тихо подошла к сыну, поправила его темные волосы, сбившиеся на лоб.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ленька чӑн та кимӗ хӗрринче хура тӗрӗллӗ тӗксӗм хӑмӑр ҫунат усӑнса тӑнине асӑрхарӗ.Но Ленька действительно приметил темнокоричневое крыло в черных пятнах, свисавшее с лодки.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Степан ҫамки ҫине усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑркисене каялла шӑлса ывӑтрӗ те, хӑй патне пынӑ каччӑсем ҫине ҫилленерех пек пулса пӑхса илчӗ.Степан откинул со лба чуб и недружелюбно посмотрел на пришедших.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫӳҫ пайӑркисем унӑн куҫ ҫинелле усӑнса тӑраҫҫӗ.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Жидсем ответлеме сывлӑш ҫавӑриччен малтанах Тарас Мардохайӑн ҫӗлӗкӗ айӗнчен тухса тӑракан пӗртӗн-пӗр ҫӳҫ пайӑрки ҫуккине асӑрхарӗ; паҫӑр вӑл, тирпӗйсӗррӗн курӑнатчӗ пулин те, ҫапах та ункӑсемпе усӑнса тӑратчӗ.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Козаксен явӑнса тӑракан тата юнпа хытса ларнӑ вӑрӑм ҫӳҫ тӗпекӗ, аялалла усӑнса тӑракан мӑйӑхлӑ пуҫӗсем таҫта ҫитиех сапаланӗҫ; ӑмӑрткайӑксем, вӗҫсе пырса, козаксен куҫӗсене чава-чава кӑларӗҫ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Мачча ҫумӗнче те, ярапасем пек, сӗтел тӗлӗнче те, кӑмака хыҫӗнче те типӗтнӗ курӑк ҫыххисем усӑнса тӑраҫҫӗ.Пучки сухих растений висели под потолком, свисали гирляндами над столом, торчали за печкой.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.