Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усӑнса (тĕпĕ: усӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗн хуп-хура куҫӗсем именчӗклӗн йӑлкӑшса илчӗҫ, вӑл хулпуҫҫи ҫине усӑнса аннӑ кӑпӑш ҫӳҫне ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтрӗ те йӗкӗте хирӗҫ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӗлеткипе кунта пуринчен те ҫӳллӗрех Иван ластӑр усӑнса аннӑ илемлӗ ҫӳҫне аллипе каялла ҫавӑрса хучӗ те Лида ҫине ӳпкевлӗн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Амӑшӗ хӑй килӗшнине систерсе пуҫӗпе сӗлтсе илчӗ, хӑй кӗрсех ҫитмен хыткан аллипе хӗрӗн малалла усӑнса аннӑ ҫӳҫне шӑлса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем, ал туни пекех тачкаскерсем, хӗрӗн чӑп-чӑмӑр кӑкӑрӗсем ҫинче йывӑррӑн усӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Помидорсем ҫыххи-ҫыххипе усӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ҫыннӑн пуҫӗнчен ҫутӑрах ҫӳҫ пайӑркисем усӑнса аннӑ.

Светлый клок волос свисал у того с головы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Каялла выртма хӑнӑхман ҫӳҫ пайӑркийӗ ҫамки ҫинелле усӑнса анать, вӑл вара ӑна аллипе хыҫалалла ывӑтать те малалла калама пикенет.

Непокорная прядь волос падает ему на лоб, и он отбрасывает ее назад.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫутӑ сахал кӳртекен чӳрече, кӗҫ-вӗҫ ишӗлес пек усӑнса аннӑ мачча, тӑм урай, аялтан нӳрӗ ҫапнипе кӑмпаланса кӑвакарнӑ стенасем, (ку вӑл йӑлтах ҫав усал канава пула) — ашшӗ килӗнчи ҫак япаласем пӳрте Ваньӑшӑн питех те хаклӑн туйӑнаҫҫӗ.

Маленькое, подслеповатое окошко, провисший потолок, готовый рухнуть, глиняный пол, заплесневевшие стены с пятнами сырости внизу (всё от проклятой канавы), но как дорого все это было Ване в отчем доме!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӳҫне вӑл кӗскен, арҫын ачасем пек кастарнӑ, ҫамки ҫине ылтӑн тӗслӗрех ҫӳҫ пайӑркисем усӑнса аннӑ.

Коротко, по-мальчишески подстриженную, с золотистой челкой на лбу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пан улмисем самаях пысӑкланнӑ ӗнтӗ, вӗсем пуснипе улмуҫҫи турачӗсем йывӑррӑн усӑнса лараҫҫӗ, анчах улмасене тутӑ кӗрсе ҫитмен-ха.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Музыкҫӑ выляса пӗтерчӗ те куҫӗ ҫине усӑнса аннӑ вӑрӑм хура ҫӳҫне каялла ҫавӑрса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ вӑл, сӗрме купӑса янахӗпе хӗстерсе, пуҫне усрӗ; ҫырӑ ҫӳҫ пайӑркисем сарлака ҫамки ҫине усӑнса анчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сӗтел хушшинче пӗчченех Аля Нагасова пуҫне чиксе ларать, хура ҫӳҫ пайӑркисем пичӗ ҫине усӑнса аннӑ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Евсей Антоныч пуҫне сулласа илчӗ; унӑн сайра сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем тарлӑ ҫамки ҫине усӑнса анчӗҫ; вӗсем тӗл-тӗл кӑвакара пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унӑн ҫи-пуҫӗ, аякран пӑхсан, пӑрчкана аса илтерет: хӗр шурӑ платйӗпе, пуҫне хура тутӑр ҫыхнӑ, тутӑр вӗҫӗ ҫурӑм хыҫӗнче, хӳре евӗр, ура тупанӗ таранах усӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑй ҫаплах аллисемпе йӗвенрен тытса, усӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫиппин вӗҫӗ тем тӑршшех, кӗпе ҫухавинчен те иртсе, кӑкри умнелле усӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сулахай алли кӗлетки тӑрӑх усӑнса аннӑ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ав, пӗрин усӑнса аннӑ!

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑм ҫӳҫӗ ҫинчен хӑлхасӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӑрарах хура сухалӗ, шӗвӗрӗлсе, кӑкӑрӗ ҫинелле усӑнса анать.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех