Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усси (тĕпĕ: усӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усси вара ҫав тери пысӑк, нумай чире ҫӗнтерме пулать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Пӗлместӗп, мӗнле эмел кӑна ӗҫсе пӑхмарӑмӑр ӗнтӗ, усси ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Темле те ӳкӗтлерем — усси пулмарӗ.

По-всякому умоляла - пользы нет.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Чун туртмасан, суйласа илнӗ професси Турӑ панӑ пултарулӑхпа пӗр килмесен, вӑхӑт иртнӗ май ӗҫе хӑнӑхма май килесси пирки ӗмӗтленнин усси пулассӑн туйӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Унӑн усси пур-ши?

Есть ли польза от него?

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Анчах усси те пур.

Но и польза есть.

Ҫапма пӗлмесен... // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

«Хаҫатра ҫырнин усси ҫук. Ҫынни ҫавнашкал тӑк ӑна пӗрех чараймӑн. Манӑн упӑшкапа пӗрлех пурӑнмалла», — терӗ сӑпайлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Тӑрӑшни харама каймарӗ, усси пулчӗ.

Старание не пошло прахом, польза была.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Тӑрӑшнин усси пурах: ӗлкӗрсе пырассипе пурӑна-киле вӑтам шая ҫитнӗ, уйрӑм предметсемпе иртсе те кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Районта ҫамрӑксен организацине йӗркелесчӗ, усси пулатех.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Калӑпӑр, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Ресурссемпе тивӗҫтерекен центрӗн усси пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Тӗслӗхрен, халӑхпа куҫа-куҫӑн тӗл пулса эрех ӗҫнин, пирус туртнин сиенӗ ҫинчен ӑнлантарнин усси пуррине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Чӑваш Енре ҫул ҫитменнисен хирургийӗн службине Республикӑри ача-пӑча клиника больницин никӗсӗ ҫинче централизацилерӗмӗр. Усси куҫ умӗнчех: пӗчӗккисене операци туса сиплес, ҫав шутра пысӑк технологиллисем, пӗчӗк инвазивлисем тӗлӗшпе те, палӑрмаллах ҫитӗнӳ турӑмӑр. Эпир кашни пациентшӑн кӗрешнине кӑтартусем аван ҫирӗплетеҫҫӗ. Сывлӑхӑн 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнӗсенчи ачасем йышланса пыни, хӗсмете юрӑхлӑ яшсен хисепӗ пысӑкланни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫаксем — халӑх сывлӑхӗн, ҫӗршыв пуласлӑхӗн кӑтартӑвӗсем», — пӗтӗмлетрӗ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

7. Хӗрарӑмсен юрӑхсӑр халапӗсенчен пӑрӑн, сӑваплӑ пурӑнма вӗрен, хӑвна ҫав тӗлӗшпе тӗреклӗлентер: 8. ӳте тӗреклӗлентернинчен усси нумаях мар, сӑваплӑ пурӑнсассӑн пур тӗлӗшпе те усӑ курӑн, хальхи пурӑнӑҫра та, ҫитессинче те пама пулнине илӗн.

7. Негодных же и бабьих басен отвращайся, а упражняй себя в благочестии, 8. ибо телесное упражнение мало полезно, а благочестие на все полезно, имея обетование жизни настоящей и будущей.

1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Этемле шухӑшласа калатӑп: вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, эпӗ Эфесра тискер кайӑксемпе кӗрешнинчен мӗн усси мана?

32. По рассуждению человеческому, когда я боролся со зверями в Ефесе, какая мне польза, если мертвые не воскресают?

1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эпӗ хамӑн мӗнпур пурлӑхӑма валеҫсе пӗтерсен те, ӳтӗме ҫунтарса яма парсан та, хамра юрату пулмасассӑн, ҫакӑнтан мана нимӗн усси те пулмӗ.

3. И если я раздам все имение мое и отдам тело мое на сожжение, а любви не имею, нет мне в том никакой пользы.

1 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Тӑванӑр ҫарамас пулсан, унӑн кун каҫмалӑх ҫими те пулмасан, 16. эсир хӑшӗ те пулин ӑна: «лӑпланса каях, ӑшӑн, апатлан» тесен, анчах ӑна мӗн кирлине памасан, унӑн сӑмахӗнчен мӗн усси?

15. Если брат или сестра наги и не имеют дневного пропитания, 16. а кто-нибудь из вас скажет им: «идите с миром, грейтесь и питайтесь», но не даст им потребного для тела: что пользы?

Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эй тӑванӑмсем, кам та пулин: «ӗненетӗп» тесессӗн, хӑйӗн ырӑ ӗҫӗ пулмасан мӗн усси? унашкал ӗненни ҫӑлайӗ-и ӑна?

14. Что пользы, братия мои, если кто говорит, что он имеет веру, а дел не имеет? может ли эта вера спасти его?

Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫын пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан пулса, анчах хӑйне хӑй пӗтерсессӗн е хӑйне сиен тусассӑн, ӑна мӗн усси пулӗ?

25. Ибо что пользы человеку приобрести весь мир, а себя самого погубить или повредить себе?

Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ҫын пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан пулса хӑй чунне сиен тусассӑн, ӑна мӗн усси пулӗ?

36. Ибо какая польза человеку, если он приобретет весь мир, а душе своей повредит?

Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех