Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урипе (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ырзем, — те кӗпине варалас мар тесе, те «вилӗм» сӑмаха калама хӑранипе, — хӑрах урипе чӗркуҫленчӗ те, чӗтрекен сасӑпа пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Иоаким Степанович кӗтмен ҫӗртен сылтӑм урипе чӗркуҫленчӗ те, пӗтӗм чун хавалӗпе ҫӗкленсе, Фердинанд рольне выляма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тутине сылтӑм еннелле пӑрать те, ик урипе тӑпӑртатса, юрла-юрла ташша чӗнет вара!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Merci beaucoup, mon aime oncle, — тесе, сылтӑм урипе кӑшт лапчӑнса, тепӗр хут реверанс турӗ те Соня, хӗпӗртесе гостинӑя чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Микур та сиксе тӑчӗ, анчах сиксе тӑнӑ чух урипе ҫаклатса такана йӑвантарса ячӗ те, чей пӗтӗмпех юхса туххӑрӗ.

Мигур тоже отскочил в сторону и, зацепив ногой, ненароком опрокинул его таганок — чай весь вылился на землю.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Сылтӑм урипе ҫав тунката ҫине ӳкнипе ура тупанне вӑл хыт амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михала пиччӗшӗ те сӗрме купӑс каланӑ чух сылтӑм урипе тапса тӑрать-ҫке, вӑл та ҫав вырӑссенченех вӗреннӗ пулмалла, ӗненсе шухӑшлать Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑй вара — «Кик-кирик, кик-кирик», тесе «Под двуглавым орлом» марш кӗввине сылтӑм урипе тапа-тапа юрласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗртнӗ пукан айккинелле ӳкрӗ, Моргиана аллине тӑсрӗ, мӗне те пулин ярса тытма тата вазӑна урипе тапса сирпӗтме хӑтланать.

Оттолкнутый стул упал; она протянула руки, стараясь ухватить что-нибудь и силясь ударить вазу ногой.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Йӑлмак туса Моргиана пуҫне унта чикрӗ, сикнӗ чухне вазӑна урипе тапса ӳкерме палӑртрӗ.

Сделав петлю, Моргиана сунула в нее голову и рассчитала прыжок так, чтобы задеть вазу ногой.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫакна ӳлӗм курӑпӑр тесе уйланнӑн Кук хыҫалти урипе тӗплӗн хыҫӑнчӗ те — сӑмсине усса вӑрманалла лӗпӗстетрӗ.

Решив, что дальнейшее покажет, Кук крепко почесался задней ногой и побежал, опустив нос, к лесу.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Нимӗн те курмасӑр, антӑранӑскер, ҫурма пӑвӑнчӑк Гервак хушӑк хӗрринчех, аллисемпе пуҫӗ пушӑлӑхран ҫакӑннӑ, Моргиана самантранах чавсаланчӗ те урса-тилӗрсе тӑшманне урипе тапа-тапа хушӑка ӳкерчӗ, ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те аялалла тӗсет: лешӗ чулран е тымарсенчен ҫакланса юлман-и?

Ничего не видя, оглушенная, полузадушенная Гервак свалилась на краю, руки и голова ее свесились в пустоту, Моргиана опустилась на локоть и столкнула Гервак бешеными ударами ног, тотчас вскочив, чтобы посмотреть, не уцепилась ли та за камни и корни.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Ку — манӑн», — терӗ вӑл Харита Малькомӑн кӗпе-йӗмне урипе тапса-сирсе тата ҫӑткӑннӑн тӗсесе.

«Это мое», — сказала она, подбрасывая ногой белье Хариты Мальком и жадно присматриваясь к нему.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл хӑвӑрт пырать, кӑштах уксаклать, мӗншӗн тесен йӗпе урипе хыттӑн пусасси ӑна йӗрӗнтерет.

Она шла быстро, прихрамывая, потому что было ей противно твердо ступать мокрой ногой.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Анчах акӑш ҫывӑрать, вара тата ҫывӑхарах пырса Джесси урипе шывах кӗрсе тӑчӗ.

Но лебедь спал, и, подступив еще ближе, Джесси соскользнула ногой в воду.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пысӑкскер пулас, юр ӑшне урипе пута-пута вӑрманалла кӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Горн тимлӗн итлет, кӗҫех хыттӑн чӗтренсе илсе лашине шелсӗррӗн урипе тапрӗ.

Горн прислушался, вздрогнул и сильно ударил лошадь.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Кӳлепе, ыйхӑ татки пек, пӗр урипе, унтан теприпе пускалать.

Странная, как обрывок сна, она переминалась с ноги на ногу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Урипе вӗчӗххӗн сиккелесе вӑл вырӑнтан сиксе тӑчӗ те пусмана чӗтрекен аллисемпе хыпашларӗ, унпа мӑйӗнчен, кӑкӑрӗнчен тата хырӑмӗнчен сӗртӗнет, куҫ кӗскине ярса тытса ун ҫине куҫӗсене чарса пӑрахсах тӗмсӗлчӗ те — кӑмӑлӗ тулмаллипех тулнӑран ахӑлтатса кулса ячӗ.

Нервно дрыгнув ногой, он сорвался с места и погрузил трясущиеся руки в материю, прикладывая ее к шее, груди и животу; затем, схватив зеркальце, вытаращил на него глаза и расхохотался, чрезвычайно довольный.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вара тепӗр араб Ииоки пуҫне касса татрӗ, ӑна урипе тапса сирпӗтрӗ те калать: «Пӑхӑнманнисемпе пуринпе те ҫапла пулать».

Тогда другой араб отрубил голову Ииоки, толкнул ее ногой и сказал: «Так будет всем непокорным».

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех