Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урипе (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урипе тапаланма пуҫласан тыткӑнри арӑмне вӑратрӗ те лешӗ ҫухӑрса ярсан кӑна, пӑвакан Танук-нойона вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗри чӑмӑрӗпе ҫапас тесе сулӑнчӗ, Аспар пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ те хӑй урипе тапса тутарӑн янаххине ҫӗмӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑрӑм, Батухан урине чуптӑвас тесе тӑрасшӑнччӗ, лешӗ ӑна урипе тапрӗ те сирпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар урса кайнӑ пек сикрӗ те ҫӳлелле лаша ҫинче ларакан тутара тапрӗ урипе ҫамкинчен.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ыталаса илес тесе Турихан аллине тӑснӑччӗ, хитре пике сикрӗ те урипе тапрӗ кӑкӑрӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫӳлелле сиксе икӗ урипе тапрӗ тутара кӑкӑрӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар ҫӗр ҫине ӳкрӗ те урипе тапрӗ тутара хырӑмӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тӑрна ҫунаттисене сарса сикет, сӑмсипе чаккать, урипе тапать.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫавӑнтах вӑл, ҫӗлен ҫине урипе пусрӗ тейӗн, каялла тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Утнӑ чух вӑл сылтӑм урипе уксахлать, туя ҫине ӳпӗнет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Данилов карҫинккана урипе шутарасшӑнччӗ, вырӑнтан та хускатаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эп хам палатӑра хама мӑшкӑллама ирӗк памастӑп! — урипе тӑрст! тапрӗ Сахиб-Гирей, унтан хӑвӑрттӑн алӑк патне утса пырса аскерсене чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай пуҫланӑ кӗвӗ ташӑ кӗвви пулчӗ пулмалла, мӗншӗн тесен купӑсҫӑ сӗркӗчне вылятса хӑлаҫланнӑ май сывӑ урипе вӗҫӗмсӗр урайне тапӑртаттарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна хирӗҫ Урасметӑн тепӗр инкӗшӗ шыв пек юхса тухрӗ, хӑрах урипе кӗлет урайне тӑрст! ҫеҫ тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем калаҫнӑ хушӑра Пинеҫ ун аманнӑ урипе аппаланчӗ — сӑтӑрчӗ; турткаларӗ, темле курӑк хурса ҫыхрӗ, унтан ура ҫине тӑма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куланай кирлӗ! — урипе тапса кӑшкӑрчӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пичче Воронока хулӑпа ҫаптара пуҫларӗ, урипе те тапкаларӗ, вара лаша пирӗн ҫумран сиккипе чупса иртрӗ.

Старший брат стал бить Воронка ногами и хлыстом, и Воронок проскакал мимо нас.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Арӑслан апат ҫиме пӑрахнӑ, вӑл пӗр вӗҫӗм йытта ҫулласа ачашланӑ, шӑршланӑ, урипе тӗрте-тӗрте тӑратасшӑн пулнӑ.

Лев перестал есть, а все нюхал, лизал собачку и трогал ее лапой.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Арӑслан ӑна малти урипе ҫавӑрса пӑрахнӑ.

Лев тронул ее лапой и перевернул.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

— О, вилӗм!.. — кӗскен каларӗ Ырзем, ик урипе сасартӑк чӗркуҫленсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех