Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упӑшкуна (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа кун иртмессерен хӗнеместӗн-и-ха хӑвӑн упӑшкуна?

Не потому ли ты каждый божий день колотишь своего супруга?

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ав ирсӗр ҫӗлен пирки, хӑйне ман ҫинчен: «Вӑл сана ӗмӗрех улталать, вӑл санӑн упӑшкуна, хӑйӗн тӑванне вӗлернӗ» тесе улталакан ҫын пирки вилсе выртать.

а она умирает из-за этой подлой, гнусной змеи, которая говорит ей, что я — не я, что я всегда обманывал ее, что я убил ее мужа, своего брата.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иккӗмӗш упӑшкуна юрататӑн пулӗ эсӗ?

— Может быть, ты любишь своего второго мужа?..

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

16. Иисус калать ӑна: кай та упӑшкуна чӗнсе кил кунта, тет.

16. Иисус говорит ей: пойди, позови мужа твоего и приди сюда.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Арӑм, эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн — тен, упӑшкуна ҫӑлса хӑварӑн?

16. Почему ты знаешь, жена, не спасешь ли мужа?

1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Петр ӑна каланӑ: эсир капла Турӑ Сывлӑшне сӑнама пӗр канашлӑ пултӑр-и? акӑ санӑн упӑшкуна пытарса килекенсем алӑкран кӗреҫҫӗ, сана та йӑтса тухӗҫ, тенӗ.

9. Но Петр сказал ей: что это согласились вы искусить Духа Господня? вот, входят в двери погребавшие мужа твоего; и тебя вынесут.

Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫиччӗмӗш кунӗнче вӗсем Самсон арӑмне каланӑ: упӑшкуна ӳкӗте кӳрт-ха, унран юмах тупсӑмне ыйтса пӗл; унсӑрӑн хӑвна та, аҫун килне те вутпа ҫунтарса яратпӑр; ара, эсир пире ҫаратса юлма чӗннӗ-им?

15. В седьмой день сказали они жене Самсоновой: уговори мужа твоего, чтоб он разгадал нам загадку; иначе сожжем огнем тебя и дом отца твоего; разве вы призвали нас, чтоб обобрать нас?

Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вара священник арӑма тупалӗ те калӗ ӑна: санпа никам та ҫывӑрман пулсассӑн, эсӗ ирсӗрленмен, хӑвӑн упӑшкуна улталаман пулсассӑн, ҫакӑ ылхан кӳрекен йӳҫӗ шывран сиен курмӑн; 20. анчах эсӗ хӑвӑн упӑшкуна улталаса ирсӗрленнӗ пулсассӑн, хӑвӑн упӑшкусӑр пуҫне санпа кам та пулин ҫывӑрнӑ пулсассӑн, тетӗр те священник 21. арӑма ылхан тупи каласа тупалатӑр, священник арӑма ҫапла калатӑр: Ҫӳлхуҫа сана ылханлӑ тутӑр, ху халӑхун ылханӗ айне хӑвартӑр, Ҫӳлхуҫа санӑн варна типӗтсе ларттӑр, хырӑмна шыҫӑнтарса ятӑр; 22. [санӑн] хырӑмна шыҫӑнтарса яма, [санӑн] варна типӗтсе лартма ҫакӑ ылхан кӳрекен шыв санӑн ӑшна-чиккӳне кӗрсе кайтӑр, тейӗ.

19. И заклянет ее священник и скажет жене: если никто не переспал с тобою, и ты не осквернилась и не изменила мужу своему, то невредима будешь от сей горькой воды, наводящей проклятие; 20. но если ты изменила мужу твоему и осквернилась, и если кто переспал с тобою кроме мужа твоего, - 21. тогда священник пусть заклянет жену клятвою проклятия и скажет священник жене: да предаст тебя Господь проклятию и клятве в народе твоем, и да соделает Господь лоно твое опавшим и живот твой опухшим; 22. и да пройдет вода сия, наводящая проклятие, во внутренность твою, чтобы опух живот [твой] и опало лоно [твое].

Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех