Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашни шхуна ҫинчех кирек хӑҫан та хунарсем валли упракан карбид банкисем тупма пулать.На каждой шхуне можно всегда найти банки с карбидом для фонарей.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Мускаври ҫуртӗнче, Толстой алҫырӑвӗсене упракан тимӗр пӳлӗмре, чылаях ӗҫлесе лартӑм.
«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.
Пирӗн вӑхӑтра косметика этем сывлӑхне упракан гигиенӑпа ӳт-тир тасалӑхӗ ҫинче никӗсленсе тӑрать.В наше время косметика основывается на гигиене, поставленной на службу здоровья человека.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӗсем хӑйсем чура туна миллионшар ҫынна пӗтернипе пухса упракан харпӑрлӑхах, вӗсене пире тытса тӑма панӑ вӑях — пирӗн хушӑрах тӑшманла хирӗҫӳсем пуҫласа ярать, вӗсене ӳт-пӳ енчен те, мораль тӗлӗшпе те хавшатса, аркатса пырать.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫутҫанталӑка упракан лаптӑк йышне сӳннӗ вулкан тӑвайккисем кӗреҫҫӗ.
Чи илемлӗ Европа вӑрманӗсем // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5304.html
Ҫав пурлӑх шыв айӗнче пиншер ҫул упранса выртать, шурлӑх хӗвел пуянлӑхне упракан вырӑн пулса тӑрать, кайран ҫав хӗвел пуянлӑхӗ торф пулса, этем аллине куҫать.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Мӗн тери хаклӑ уншӑн хӑйӗн хутланчӑкӗсем хушшинче ӗнтӗ виҫӗ уйӑх хӗр ӳчӗн утӑ шӑрши майлӑ уҫӑмсӑр шӑршине упракан ҫав пӗчӗкҫӗ тутӑр!
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ан ман, хӑвӑн лапчӑк сӑмсу ҫине картласа хур, — ашшӗ Володьӑна сӑмсинчен тытса, хуллен лӑскарӗ те, ҫавӑнтах аллине илсе, татӑклӑн каларӗ: — Ушкӑн япалине, халӑх упракан япалана иличчен, хӑвӑнне ҫӗр хут пар.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗлетӗр-и эсир, вӑрӑм ҫӳҫлисем вӑхӑтӗнче ҫӳҫе упракан — пуҫне ҫухатнӑ, пуҫне упракан — ҫӳҫне ҫухатнӑ.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Халь ирттерекен чӑвашлӑх йӑли-йӗркине упракан уявсен ҫимӗҫне эпир тепӗр 10-15 ҫултан тата та лайӑх туйса илӗпӗр.
Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html
«Тӑвай районӗпе Тӑвай ялӗн хаклӑ ҫыннисем! Сире чӑваш наци уявӗпе - Акатуйпа пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп. Тӑвай районӗнче Акатуя ҫуллен ирттерни - наци йӑли-йӗркине упракан уҫӑмлӑ тӗслӗхлӗ ку праҫник пур ӳсӗмри тата пур професси ҫыннисене творчествӑлла ӗҫе, искусствӑна, спорта явӑҫтарса пӗрлештерет», - тесе ырӑ суннӑ «АККОНД» обществӑн генеральнӑй директорне Валерий Иванова пулӑшакан Сергей Николаевич Майраслов.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Хула хыснине упракан Ераст тата Кварт тӑванӑмӑр та сире салам яраҫҫӗ.Приветствует вас Ераст, городской казнохранитель, и брат Кварт.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапла тӑвакан ар, ҫакна ҫирӗп тытса тӑракан, шӑматкуна ирсӗрлӗхрен упракан, аллине усал ӗҫ тӑвасран тытса чаракан этем ывӑлӗ телейлӗ.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫут тӗнчере эпӗ курнӑ питех те асаплантаракан чир пур: хуҫи упракан пуянлӑх хуҫинех сиен кӳрет.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйне Иаков Турри пулӑшакан ҫын телейлӗ: вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — 6. тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, унта мӗн пуррине пултарнӑ, ӗмӗрӗпе тӳрӗлӗхне упракан, 7. мӗскӗнсене тӳрре кӑларакан, выҫӑхнисене ҫӑкӑр паракан Турра — шанса пурӑнать.
Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл санӑн уруна тайӑлма памӗ, сана упраканӗ ыйхӑламӗ; 4. Израиле упракан тӗлӗрмест, ҫывӑрмасть.
Пс 120 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патша пурлӑхне Адиил ывӑлӗ Азмавеф сыхланӑ, уй-хирти, хуласемпе ялсенчи тата пашнесенчи пурлӑха вара Уззия ывӑлӗ Иоанафан пӑхса тӑнӑ; 26. уй-хирте ҫӗр ӗҫӗ тӑвакансене — Хелув ывӑлӗ Езрий; 27. иҫӗм ҫырли пахчисене — Рама ҫынни Шимей, иҫӗм ҫырли эрехне упракан вырӑнсене — Шефам ҫынни Завдий; 28. айлӑмри ҫу йывӑҫӗсемпе смоква йывӑҫӗсене — Гедер ҫынни Баал-Ханан, йывӑҫ ҫӑвне — Иоас; 29. Шаронра кӗтӳре ҫӳрекен шултӑра выльӑха — Шарон ҫынни Шитрай, айлӑмри выльӑха — Адлай ывӑлӗ Шафат; 30. тӗвесене — Исмаил ҫынни Овил, ашаксене — Мерониф ҫынни Иехдия; 31. вак выльӑха Агарь ҫынни Иазиз пӑхса тӑнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа, унӑн умӗнчен иртсе кайса, кӑшкӑрса каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ, 7. [тӳрӗлӗхе] упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен [кӑтартса тӑракан], айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан, анчах хаса памасӑр хӑварман, ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене, ачисен ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑка ҫитичченех хаса паракан Турӑ, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Юрӑ-кӗвӗре, калав-романра, сӑрӑ, кино искусствинче тивӗҫлипех сӑнарланнӑ, хӑйӗн хастарлӑхӗпе ялан палӑрнӑ, йывӑрлӑхра хуҫӑлман, никам умӗнче нихӑҫан та пуҫа усман, ҫемье ӑшшине упракан, ывӑл-хӗрне ырӑ кӑна сунакан, мӑнукӗсене малашлӑха пиллекен, тӗрӗсрех каласан, Турӑпа юнашар тӑмалли ҫын вӑл – пурнӑҫ пуҫламӑшӗ.
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Аваллӑха упракан сӑваплӑ вырӑн хӑй патне ҫынсене илӗртме тӗрлӗ май шыранинче курса тӑраҫҫӗ те хӑйсен тӗп тӗллевне кунти ӗҫченсем.
Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№