Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хуралсене улӑштарчӗҫ, ҫынсен пӗр пайне апат-ҫимӗҫпе вутӑ тупма ячӗҫ, ыттисене ывӑтмалли чулсем пуҫтарма, вӗренсенчен пращасем тума хушрӗҫ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пиччӗшӗпе шӑлнӗ вырӑнӗсене улӑштарчӗҫ.
Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пирӗннисене виҫҫӗмӗш гол ҫапса кӗртсен, Репин шӑл витӗр Жукова кӗскен кӑна тем каларӗ; лешӗ Подсолнушкинпа пӑшӑлтатса илчӗ, вӗсем вырӑнӗсене улӑштарчӗҫ — Саня хӳтӗленӗ ҫӗре тӑчӗ.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Минометчиксем, штурмлакан ушкӑнсем хушшипе пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳресе, ҫак ирхине хӑйсен позицине темиҫе хутчен те улӑштарчӗҫ.Минометчики за это утро уже несколько раз меняли позицию, маневрируя в фарватере штурмовых групп.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кавирсемпе подсвечниксем хӑйсен ҫулне улӑштарчӗҫ, вӗсем халь пасара мар, Старчаков магазинне пычӗҫ.Ковры и подсвечники изменили свой маршрут, они плыли теперь не на рынок, а в магазин Старчакова.
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Сыпӑк ҫурӑлса кайсан, ҫывӑхри блокпост систернипе, насуссем ӗҫлеме чарӑнчӗҫ, траншейӑсене тепӗр хут алтса, нефтепроводӑн ҫурӑлнӑ сыпӑкне ҫӗннипе улӑштарчӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӑравуссем ҫинчи машинистсене улӑштарчӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вара строительствӑна ертсе пыракансене улӑштарчӗҫ…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пирӗн участокра та регистраци йӗркине нумай пулмасть улӑштарчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ӳстерсе янӑ ҫӑра сухалпа вӑрӑм усси ман сӑна йӑлтах улӑштарчӗҫ.Отпущенная мною густая борода и большие усы совершенно изменили мое лицо.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ёлка ҫинче икӗ хутчен ҫуртасене улӑштарчӗҫ.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӗсем хӑйсен вырӑнӗсене улӑштарчӗҫ.
V. Тӗрмере // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Нумай тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ улӑштарчӗҫ, анчах кашни чашӑкранах кӑшт кӑна, — йӑли ҫавӑн пек пулнӑ.Перемен было много, но ели от каждого блюда помалу: таков был обычай.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Темиҫе самант каярах вӗсем пӗрне-пӗри чунӗсене уҫса пани — ытла та вӑйлӑ, ҫӗнӗ те, тӗлӗнмелле япала пулнӑ; сасартӑк вӗсен пурнӑҫӗнчи пур япаласем те пӗр-пӗрин вырӑнне улӑштарчӗҫ, пурте улшӑнса кайрӗҫ; Джеммӑпа Санин мӗн пулса иртнине лайӑх ӑнланса та илеймерӗҫ, хӑйсене ҫавӑрса илнӗ ҫавраҫиле ҫеҫ туйрӗҫ вӗсем; ку леш каҫхи хӑйсене кӑшт ҫеҫ пӗр-пӗрин ытамне пӑрахман ҫавраҫил евӗрскер пулчӗ.
XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫуркаланса пӗтнӗ паруссене ҫӗннисемпе улӑштарчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хурала та, комендант командине те улӑштарчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Каргин станици ҫӗрӗсемпе чикӗленекен тавричан поселокӗсенче хӑйӗн япӑх лашисене тавричансен самӑр та ҫӑмӑл юртӑллӑ учӗсемпе улӑштарчӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл икӗ платник тытрӗ, лешсем вара васкасах унӑн пӗчӗк пӳртне юсама тытӑнчӗҫ: пӳрт тӑрринчи ҫурри ҫӗрнӗ такансене улӑштарчӗҫ, пӳртӗн чалӑшса кайнӑ хӑрах стенине сӳтсе майларӗҫ, алӑк суллисене, чӳрече хашакӗсемпе алӑксене ҫӗнӗрен вартаса турӗҫ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӑна ҫырма, паллах ӗнтӗ, ҫӑмӑл пулмарӗ, анчах юлашкинчен кӑранташа ҫыртса лартнӑ шӑлсем пурпӗрех хӑйсен ӗҫне турӗҫ-турӗҫех, алла улӑштарчӗҫ.
Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Дивизисемпе полксен сахал вӗреннӗ командирӗсен вырӑнӗсене генералсемпе полковниксем йышӑнчӗҫ, опытлӑ офицерсене сотня командирӗсем турӗҫ; батарейӑсен командирӗсемпе штабсенчи пуҫлӑхсене пурне те улӑштарчӗҫ, ахаль казаксене Донец патӗнчи ҫапӑҫусенче лӑскаса тӑкнӑ Дон ҫарӗн номерлӗ полкӗсене пополнени шучӗпе ячӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.