Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарасшӑн (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виноградӑн вунултӑ сортӗнчен вӑл мускатпа токайсене — пурӗ тӑхӑр сорт кӑна хӑварнӑ, ыттисене пӗр хӗрхенмесӗр кӑкласа тӑкнӑ; «американсене» ҫӗнӗ ҫулта «дюбексемпе» улӑштарасшӑн пулнӑ, пахчасене пӗтӗмпех пӗтерсе хума, ун вырӑнне масличнӑй роза лартма сӗннӗ, кайӑк-кӗшӗк фермине пӗтермелле, тенӗ.

Из шестнадцати сортов винограда он оставлял только девять, с мускатами и токаями во главе, остальное безжалостно выкорчевывал; «американы» с нового года намерен был заменить «дюбеками», огороды же предлагал полностью ликвидировать, засадив площадь масличными розами, а птицеферму упразднить.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Пуль генерал хӑйӗн шухӑшне улӑштарасшӑн мар, калаҫусене пӗр сӑмахпах чарса лартас шутпа, вӑл Чайковский патне хӑй кӗрсе тухма шут тытрӗ.

Пуль настаивал на своем и, чтобы разом кончить переговоры, решил лично заехать к Чайковскому.

9 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Эсир ют ҫӗршывсен эпикировкине Мускав ҫӑпатисемпе улӑштарасшӑн пултӑр, апла-тӑк кирлӗ мар халь ҫынсенне ӑмсанма! — йӗкӗлтесе те мӑртӑхса каласа хучӗ вӑл.

С ехидством и вызовом он сказал: — Захотелось вам заграничную экипировку променять на московские лапти, так теперь нечего на чужое завидовать!

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Милкине Рачко килӗшет-ши? — сӑмаха урӑхларах улӑштарасшӑн пулса ыйтрӗ Огнянов.

— А Милке нравится Рачко? — спросил Огнянов, чтобы переменить разговор.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсир кивӗ хуҫана улӑштаракан ҫӗнӗ хуҫа шыратӑр; сире шейх-уль-ислам кирлӗ мар тетӗр, ҫавӑнпа тепӗр чура хуҫи ытамне кӗрсе ӳкесшӗн хӗрӗнетӗр, ун пек хуҫан титулӗ экзарх ӗнтӗ, тепӗр майлӑ каласан, эсир деспота тиранпа улӑштарасшӑн тӑратӑр.

Вы просто ищете новых властителей, чтобы заменить ими старых; вы не хотите шейх-уль-ислама и потому бросаетесь в объятия другого владыки, который носит титул экзарха, иными словами, меняете деспота на тирана.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах Кирсанов тӗрӗс каланине тата ӑна итлеме кирлине ӗненсе ҫитсен те, Полозов вӑл мӗнле ҫын пулнине ҫаплах ӑнланма пултарайман: вӑл ун майлӑ пырать, ҫав вӑхӑтрах тата хӗрӗ майлӑ та; вӑл ӑна хӗрне парӑнма хушать, ҫавӑнтах тата хӗрӗн кӑмӑлне те улӑштарасшӑн: мӗнле ӑнланмалла ҫакна?

Но, убедившись, что Кирсанов говорит дело и что надо его слушаться, Полозов все еще не мог взять в толк, что ж это за человек: он на его стороне, и вместе на стороне дочери; он заставляет его покориться дочери и хочет, чтобы дочь изменила свою волю: как примирить это?

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Куҫнӑшӑн савӑнаҫҫӗ ҫеҫ, епле пулсан та хваттер улӑштарасшӑн

в том только и удовольствие находят, как бы квартиру переменить…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсен шутне чакарасшӑн, пӗчӗк автобуссене пысӑккисемпе улӑштарасшӑн.

Их количество хотят сократить, маленькие автобусы заменить большими.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫавӑнпах правительство членӗсем саккунсене улӑштарасшӑн.

Поэтому члены правительства хотят поменять законы.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Хӗрарӑм ӑна урӑх япалапа, пысӑкраххипе, улӑштарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

4. Эпир ҫак хӳшӗре пурӑнса йывӑрлӑх тӳссе йынӑшатпӑр, киввине хывсах пӑрахасшӑн мар эпир, ӑна улӑштарасшӑн ҫеҫ, вилӗмли вырӑнне чӗрӗ тӑраканни пулинччӗ тетпӗр.

4. Ибо мы, находясь в этой хижине, воздыхаем под бременем, потому что не хотим совлечься, но облечься, чтобы смертное поглощено было жизнью.

2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех