Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улмуҫҫи сăмах пирĕн базăра пур.
улмуҫҫи (тĕпĕ: улмуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кайран кайса тӗрӗслетӗп эпӗ: чӗрӗлнӗ-и ман улмуҫҫи, чӗрӗлмен-и?

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӗнерех унта сыпмалли улмуҫҫи тураттисем илсе кайсаттӑм та, ҫӗр выртмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хул пуҫҫи урлӑ сӑран сумка ҫакнӑ, хул айне пӗр тӗрке ҫамрӑк улмуҫҫи турачӗсем хӗстернӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Улмуҫҫи папакӗсем ытла палӑрсах каймаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑш ҫулсенче, ытлашши ӗрчесе кайсан, вӑрманти йывӑҫсене ҫеҫ мар, улмуҫҫи сачӗсене, пахчари кавӑнсене тата уй-хире те тапӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Оруди наводчикӗ вара питех те тӑрӑшать пулас: улмуҫҫи айӗсене йӑлтах кӑпкалатса пӗтернӗ, сарлакарах хушӑсене йӑрансем чавса пахча ҫимӗҫ лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Хӑна та килхушшинче ӗнтӗ, ҫурнӑ юман витнӗ хуралтӑсем урлах кармашнӑ улмуҫҫи турачӗсем ҫине пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Сирӗн йӑх-тӗп улмуҫҫи турачӗ пек сарӑлӗ… — шухӑшне вӗҫлерӗ Ваҫухха.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улмуҫҫи туратти пек ӑрӑв сарччӑр!

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Решеткен тепӗр енче, пысӑк пахчара, ҫӗре яхӑн улмуҫҫи ҫитӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумай ҫын пахчинче тӗрлӗрен улмуҫҫи, чие, слива, хурлӑхан ӳсет, ҫырласем пиҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улмуҫҫи шаларах пек.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Хӑйса ҫитсен, кӳршӗри улмуҫҫи пахчисене ҫаратакан пулнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла вара, тӳрӗ урам пулман, Шупашкартан килнӗ чиновникпе пуп ял тӑрӑх кукӑр-макӑр ҫулпа ҫӳренӗ-ҫӳренӗ, тет те, Мултта ятлӑ тӗне кӗмен ҫыннӑн улмуҫҫи пахчи патне пырса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗлӗк ялсем тӳрӗ урамлӑ пулман, кӑшт кил хуҫи пӳртне, ытти хуралтӑсене хӑйне мӗнле кирлӗ, ҫапла лартнӑ, йӗри-тавра карта тытса, улмуҫҫи пахчи, хӑмла чӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унта ҫӑл та палкаса тухнӑ, улмуҫҫи пахчисем те чечекленсе ларнӑ, йӗри-тавра тухӑҫлӑ тырӑ-пулӑ тинӗс пек: хумханса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӳршӗри улмуҫҫи пахчинче шӑпчӑк юрлать.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑхӑт ҫитсен, карта хыҫне тухса тӑрӑнтарса лартнӑ улмуҫҫи чечек ҫурнӑ евӗр, пурин куҫне те курӑнмалла хӗр пулса тӑнӑ Укка.

Укка выросла завидной девушкой, глаз невозможно было от нее отвести.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен панулмийӗ улмуҫҫи тӑрринчен ҫапла ӳкнӗ пулнӑ?

(а может, оно само сорвалось с яблони?).

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Старикӗн пахчара мунча пекки те пур-мӗн, улмуҫҫи йываҫӗсем хыҫӗнче курӑнса ларать.

Есть у него в огороде и подобие баньки, что спряталась под яблонями.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех