Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрре хурлӑн улмуҫҫин икӗ кӗрен улми ҫине, унтан каллех, шиклӗн куҫ харшисене пӗрсе, Саня ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, юлашкинчен сӑн-питне кӑмӑллӑн ҫемҫетрӗ те татӑклӑнах улмуҫҫи енне ҫаврӑнса тӑчӗ.
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫум пахчари улмуҫҫи, улмуҫҫи, Кайӑксем килсе ларсассӑн, ларсассӑн Турачӗ тӑрать савӑнса, савӑнса.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Йывӑҫҫи вара питех те лайӑх улмуҫҫи пулса тӑнӑ; ун патне ытти пахчасенчен те килсе, турачӗсене урӑх улмуҫҫисене сыпма иле-иле кайнӑ.
III // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.
Анчах сад ӑсти улмуҫҫие ерипен чавса кӑларнӑ, турачӗсене амантман, улмуҫҫи пахчине илсе пынӑ та ӑна лайӑх ҫӗр ҫине лартнӑ.
I // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.
Вӑл беседкӑн чӳречесӗр стени ҫумӗнче, улмуҫҫи айӗнче выртнӑ, улмуҫҫи ҫинче пилеш пек хӗрлӗ панулми шереписем ҫакӑнса тӑнӑ; выртма хытӑ пулнӑ; ӑна хӑйӗн тилӗ тирӗсенчен ҫӗленӗ кивӗ кӗрӗкӗпе витнӗ тата ун ҫийӗн хӗллехи хулӑн пиншак пӑрахса янӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Улмуҫҫисене ҫеҫке ҫурас умӗн карбофоспа /10 литр шыва 100 грамм/ пӗрӗхни улмуҫҫи чечекӗн хуртӗнчен /яблоневый цветоед/ хӑтӑлма май парать.
Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Тӑнла-ха, халь мӗншӗн тӗмсӗлсе, ним шарламасӑр, пӗр ҫулҫине хускатмасӑр ларать улмуҫҫи?
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
— Ҫапла ҫав вӑл, ачам, каланине итлемесен, аслаҫу ҫеҫ мар, улмуҫҫи те самаях тарӑхма пултарать, — тет асатте мана чӗкеҫ курӑкӗ татса панӑ май.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
Ҫӳресен-ҫӳресен, лаштра улмуҫҫи айне пырса тӑрсан, ҫӳлелле пӑхса илтӗм.
Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.
«Акӑ вӑл, иксӗмӗр пӗрле шӑварнӑ улмуҫҫи! — тейӗччӗ. — Кур, асанне, мӗн чухлӗ ҫимӗҫ ун!
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Яла курма каяс-тӑвас пулсан кашнинчех анкартине тухать те пахча варринче икӗ юплӗ йӑрӑс та парка улмуҫҫи кашласа ларнине курать Вихтӗр.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Эсӗ мӗн, вӗсен пахчине улмуҫҫи хӑй тӗллӗнех вӗҫсе пырса ларса ӳснӗ тетнем?..
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Те сан салхурах та чӗтревлӗ сассунтан именсе, лаштра улмуҫҫи ҫинчен сасартӑках икӗ-виҫӗ кӗрен, хӗрлӗ, шурӑ тӗслӗ чечек-ҫеҫкесем татӑлчӗҫ те, пӗри сан тӑпӑл-тӑпӑл кӑкӑру ҫине ӳкрӗ.
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.
Ҫуркунне улмуҫҫи йывӑҫҫисене хурт-кӑпшанкӑран сапмалли препаратсем, йывӑҫ тунине шуратмалли сӑрӑ та сутатпӑр, - пӗлтерет Татьяна Вячеславовна.
Халӑха кирлӗ пек ӗҫлет // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/ha ... rl-pek-let
Пахча тулли улмуҫҫи.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Улмуҫҫи улмисем, ҫурри ҫурмалла пиҫнӗ хурлӑхан, сип-симӗс чие, хӑмла ҫырли тата слива — сухан ҫыххи пекех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Иккӗшӗ ӗҫе пуҫӑнас умӗн улмуҫҫи айне пырса пӑхрӗҫ: ӳкменччӗ-ха.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Ӗҫлеме тухсан шыва кӗме каясси пулмасть пулӗ тесе пӗчӗк пахчари улмуҫҫи патне пырса ҫӗр ҫине ӳкнӗ панулми пур-и, ҫук-и тесе тӗрӗслерӗ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Йытӑ кӗмелӗх шӑтӑка улмуҫҫи те шӑлан туратти, ама кикен тултарнӑ.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Хӗлӗх Хӗлимунӗ те вунӑ улмуҫҫи лартса хӑварнӑччӗ Раман Дубов та сад ҫинчен ӗмӗтленет — ӑҫта, хӑш тӗлте мӗнле, миҫе йывӑҫ пулмаллине палӑртса хунӑ ӗнтӗ.
37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.