Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳсрӗм (тĕпĕ: тӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тем те куртӑм, тем те тӳсрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрремӗш ҫул ӗҫленӗ чухне эпӗ ун пек йывӑрлӑха вӗсенчен сахал мар тӳсрӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Чӑтма ҫук хытӑ хӗнерӗҫ, анчах эпӗ юриех тӳсрӗм.

Очень больно били, но я терпел.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Феня шухӑшланӑ: «Пурӗпӗрех!.. Эп пайтах тӳсрӗм, юлашкинчен тата пӑртак тӳсме те пулать» — тенӗ.

Феня думала: «Все равно!.. Много я терпела, напоследках уж можно еще потерпеть».

VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Тӳсрӗм.

Терпел.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӗреннӗ чух выҫӑпа кӑнас мар тесе, ултӑ ҫул хушши, пӗр татӑлмасӑр, темӗнле тункатасене хут вӗрентсе пурӑнтӑм, вӗсен нимӗн именмесӗр хамран кулакан ашшӗ-амӑшӗсенчен мӗн чухлӗ мӑшкӑл тӳсрӗм

Чтобы учиться и не издохнуть с голода, я шесть лет кряду обучал грамоте каких-то болванов и перенес массу мерзостей со стороны разных папаш и мамаш, без всякого стеснения унижавших меня..

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хамӑн усал шӑпам ҫине кӳренмерӗм вӗт-ха эпӗ, сиввине те, выҫлӑхне те сирӗнпе пӗрлех тӳсрӗм

Ведь не жаловалась я на мою злую долю, а ведь с вами вместе терпела холод и голод…

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Эпӗ мӑшкӑл тӳсрӗм, хур куртӑм, хама чӑннипех телейсӗр тесе шутларӑм.

Я был оскорблен, унижен, я был истинно несчастлив.

XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗррехинче ман пуҫа: телей тулашри сӑлтавсенчен мар, ҫав сӑлтавсем ҫине хамӑр епле пӑхнинчен килет, тертсене тӳссе ирттерме хӑнӑхнӑ ҫын телейсӗр пулма пултараймасть, текен шухӑш пырса кӗчӗ те, эпӗ, хама ӗҫе хӑнӑхтарас шутпа, Татищев лексиконӗсене пилӗкшер минут хушши алӑсене тӑсса тытса тӑтӑм, алӑсем тем тери ыратсан та тӳсрӗм, е чӑлана кӗрсе, хама ҫара ҫурӑм тӑрӑх кантӑрапа куҫҫуль тухичченех ҫатлаттартӑм.

Раз мне пришла мысль, что счастье не зависит от внешних причин, а от нашего отношения к ним, что человек, привыкший переносить страдания, не может быть несчастлив, и, чтобы приучить себя к труду, я, несмотря на страшную боль, держал по пяти минут в вытянутых руках лексиконы Татищева или уходил в чулан и веревкой стегал себя по голой спине так больно, что слезы невольно выступали на глазах.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑрушла выҫҫа тӳсрӗм эпӗ, Настя, епле выҫнине каласа пама та йывӑр.

Зверски голодал я, Настя, и рассказать даже трудно, как!

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Вӗсенчен нумай асап тӳсрӗм эпӗ!

Довольно я страдал от них и их последствий.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Госпитальте выртнӑ чух — тӳсрӗм; нимӗн те тӑваймӑн, кӗтес пулать.

Лежал в госпитале — терпел, ничего не поделаешь, надо ждать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫапах та тӳсрӗм.

Однако выдержал.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пурне те тӳсрӗм!..

Все стерпел!

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Мӗн чухлӗ асап тӳсрӗм, мӗн чухлӗ чӑтрӑм, халӗ ӗнтӗ ун пек ҫухатӑва чӑтаяс та ҫук…

Я так настрадалась, столько пережила, что я не перенесу этой потери…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ӑнланатӑн-и эсӗ мана, тетӗп, вӑрҫӑра ҫӳрерӗм, купи-купипех халӑха пӗтертӗм, тӗнче тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресе сахал мар тӳсрӗм, анчах хама юрӑхлӑ хӗрарӑм тупаймарӑм, акӑ пӗр пӗччен йытӑ пек пурӑнатӑп, маншӑн ни ҫепӗҫлӗх, ни ӑшӑ сӑмах ҫук, тетӗп.

Ты понимаешь, говорю, воевал, народу понабил кучу, мотался по свету, горя, дескать, хлебнул немало, а бабы вот путящей себе не нашел, живу, как одинокая собака, — ни ласки, ни привета…

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ӑна ҫаптарсан та вӑл савӑнса кӑна ҫӳрет: принципӑмсене пула тӳсрӗм тейӗ.

Его поколотишь, а он только гордиться будет: мол, за принципы пострадал.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

— Эпӗ нумай тӳсрӗм, анчах та эпӗ пурпӗр Иисус Христос мар, шӑнӑрсем те вӗрен мар ман — татӑлса кайма пултараҫҫӗ…

— Я долго терпел, но все же я не Иисус Христос и жилы у меня не веревочные — могут порваться…

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аҫупа та нумай тӳсрӗм эпӗ, пӗрмаях ӳлӗм пурнӑҫ лайӑхланать тенипе пурӑнтӑм.

Я и так с твоим отцом натерпелась, все посулами жила…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӳсрӗм тата.

Сдержалась.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех