Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳсеймесӗр (тĕпĕ: тӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта тӑракан ҫынсем ҫакна тӳсеймесӗр, хӑйсем тӑрӑх шыв яраҫҫӗ, пӳрт тӑрринчен хыпаланса анса пушӑ витрисене тултараҫҫӗ, килсе ӳкекен вут пуҫҫисене сапа-сапа сӳнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пичкери шыва брезент пыршӑ витӗр пӗр-пӗр айккинерех ҫунакан ҫурт ҫине сапкаласа пӗтереҫҫӗ те, вӗрие тӳсеймесӗр, насусӗсене аяккарах туртса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑннипе вара, тӗрле сӑлтавсене пула, чи малтан воеводӑсемпе вырӑс тӳре-шарин, кунта капланса килнӗ ҫӗр улпучӗсен, чиркӳпе мӑнастир ҫыннисен ӗмӗтсӗрлӗхне, тискерлӗхне пула пӑлхавсем чылай ҫӗрте сике-сике тухрӗҫ, ҫӗнӗ йышши пусмӑра тӳсеймесӗр ку тӑрӑхри халӑх тата нумай ҫул хушши сенӗкпе чукмара алӑран вӗҫертмерӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ан пӑхӑр! — тӳсеймесӗр кӑшкӑрса ячӗ юлашкинчен Эрнепи.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах та ҫапӑҫу пуҫланнӑ-пуҫланман Япанчан ытти отрячӗсем персе ҫитрӗҫ, вырӑссен малти юлан учӗсем, тутарсем вӑйлӑн тапӑнса пынине тӳсеймесӗр, вӑрманалла саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрне варринче лапка-лапка юр тиеве тата йывӑрлатрӗ, туратсем хулӑн «мамӑка» тӳсеймесӗр ҫӗр ҫумне ҫитиех авӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Эпӗ, куҫ йӑмӑхнине тӳсеймесӗр, кунӗпе пекех шӑналӑк ӑшӗнче пуҫа ҫытар ҫине чиксе выртаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Икӗ ҫамрӑк мӑшкӑла тӳсеймесӗр хӑйсен пурнӑҫне хӑйсем татнӑ.

Двое парней, не выдержав издевательств, покончили жизнь самоубийством.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ӑслӑ ача вӑл ман, Иван, — мухтанчӗ Ваҫук тӳсеймесӗр.

— Умный у меня сынишка Иван, — похвалился Василий сыном.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр «дезертирӗ» мӑшкӑла тӳсеймесӗр ҫакӑнса вилнӗччӗ, тепри чирлесе лазарета лекрӗ.

В результате один из «дезертиров» повесился, другой надолго попал в лазарет.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тухса кайма тӑнӑ тарҫӑ вырӑн пуҫӗнче пӗр кӗнеке курчӗ те тӳсеймесӗр ӑна уҫкаласа пӑхрӗ.

Он уже собрался уходить, когда увидел какую-то книгу, и не утерпел, полистал.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗтересшӗн вӗсем сана, — тесе Паҫа тутине тутри вӗҫӗпе хупларӗ те тӳсеймесӗр ӗсӗклесе ячӗ.

Погубят они тебя, — Пазя прикрыла вздрагивающие губы кончиком платка и вдруг зарыдала.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӳсеймесӗр Ухтиван унталла утрӗ.

Не удержался и шагнул прямо туда.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Типшӗм Мултиер ҫӳллӗ те сарлака хул-ҫурӑмлӑ Ухтивана ҫенӗкре пырса алӑ тытрӗ те тӳсеймесӗр ӑна ыталаса илчӗ, пуҫне каҫӑртса куҫӗнчен пӑхрӗ.

Худощавый, невысокий Мульдиер несмело, даже робко пожал руку Ух-тивану, казавшемуся рядом с ним еше более могучим, но потом не сдержался, обнял его и, запрокинув голову, долго глядел на друга.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пулас туя ял-йышсем Тӳсеймесӗр кӗтеҫҫӗ: — Икӗ пуян пӗрлешсен Шеп те пулӗ туй! — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ял ҫине сӑмах тухрӗ: Ятламас тӳсеймесӗр Сахвине карчӑка ҫапса пӑрахса хӑй те ҫакӑнса вилнӗ пуль терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Фрося намӑса тӳсеймесӗр ҫакӑнса вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йывӑр пучахӗсене тӳсеймесӗр ыраш хӑмӑлӗсем тӳнсе-лутӑрканса пӗтнӗ, ҫурлапа вырма та, ҫавапа ҫулма та майлӑ мар.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Каярахпа вӑл яла, Айтар пек улпутсен пусмӑрне тӳсеймесӗр ирӗке тухма тӑрӑшнӑшӑн, патша указӗ хушнипе тӗппипех ҫунтарса янӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗнле тӑмсан ҫырнӑ кӑна! — тӳсеймесӗр кӑшкӑрса ячӗ Микихвер.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех